Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

умӑнтах (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Турчӑку умӑнтах вӗт, асанне, ак кунта, кӑмака ҫумне тӑратса хунӑ, — япӑх илтекен асламӑшне хӑлхаран кӑшкӑраҫҫӗ, ахӑлтатса кулаҫҫӗ Хветурапа Верук.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

«Сан умӑнтах ҫапла калама хӑрамарӗ-и?» — тӗлӗннӗ пек пулчӗ хӗр, анчах камне те ыйтса тӑмарӗ, Ухтиван кӗтнӗ пек, тиркешсе, тарӑхса та калаҫмарӗ.

— Прямо так и сказал?.. — удивилась девушка, но не спросила, кто это был, не возмутилась, как ожидал Ухтиван.

Купӑс калакан // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Тоня вара акӑ сан умӑнтах.

Куҫарса пулӑш

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Итле мана, е эпӗ ҫакӑнтах, сан умӑнтах хамӑн пыра касса татам.

Выслушай меня, или я перережу себе глотку здесь, в твоем присутствии.

XVIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Тӗрӗссипе эпӗ тахҫанах уҫнӑ Америкӑна уҫрӑм ӗнтӗ, уҫӑ тӑракан алӑках уҫасшӑн тӑпӑлтаратӑп: акӑ-ҫке вӑл, хӑвӑн умӑнтах, ҫав килӗштерӳ!

В сущности, я открыл уже давно открытую Америку и ломился в дверь, которая тоже была не затворена: да вот же оно, перед тобой, это сочетание!

12 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

— Вӑл ху умӑнтах сӗтел ҫинче выртать-ҫке.

— А она перед тобой на столе лежит.

Улттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.

— Ил халех, унсӑрӑн вӗсене эпе хӑв умӑнтах таптаса тӑкатӑп, илтетӗн-и? — ҫавӑнтах вара Цимбал хӑрах урипе корзина ҫине пусма тӑчӗ, хӑраса ӳкнӗ Огарнова корзинӑна хӑй алине илчӗ.

— Забирай, а то передавлю на глазах, слышишь? — и Цимбал так решительно занес ногу над корзинкой, что Огарнова испуганно подхватила ее на руки.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

26. Эсир вара калатӑр: «эпир Сан умӑнтах ӗҫсе ҫиеттӗмӗр, Эсӗ пирӗн урамсенчех вӗрентеттӗн» теетӗр.

26. Тогда станете говорить: мы ели и пили пред Тобою, и на улицах наших учил Ты.

Лк 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Акӑ Ҫӳлхуҫа кунӗ ҫитет, вара сан патӑнтан вӑрласа тухнине хӑвӑн умӑнтах пайлӗҫ.

1. Вот наступает день Господень, и разделят награбленное у тебя среди тебя.

Зах 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

кунӗпе Сана тархаслатӑп, ҫӗрле те — Сан умӑнтах: 3. манӑн кӗллӗм Сан умна ҫитинччӗ; эпӗ тархасланине хӑлхуна тайса итлесемччӗ: 4. ӗнтӗ чунӑм хӗн-асап курса тӑранчӗ, пурӑнӑҫӑм тамӑк патнех ҫывӑхарчӗ.

днем вопию и ночью пред Тобою: 3. да внидет пред лице Твое молитва моя; приклони ухо Твое к молению моему, 4. ибо душа моя насытилась бедствиями, и жизнь моя приблизилась к преисподней.

Пс 87 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

7. Халӗ Манӑн Давид чурама ҫапла кала: Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать, те: Эпӗ сана Хамӑн Израиль халӑхӗн ҫулпуҫӗ пулма сурӑх кӗтӗвӗ кӗтнӗ ҫӗртен илтӗм; 8. вара, эсӗ ӑҫта ҫӳресессӗн те, пур ҫӗрте те Эпӗ санпа пӗрле пултӑм, хӑвӑн умӑнтах мӗнпур тӑшманна пӗтерсе тӑкрӑм, санӑн ятна, ҫӗр ҫинчи аслӑ ҫынсен ячӗ пек, асла кӑлартӑм; 9. Эпӗ Хамӑн халӑхӑм валли, Израиль валли, вырӑн тупса патӑм, ӑна унта тӗпленсе пурӑнмалла турӑм, вӑл хӑйӗн вырӑнӗнче лӑпкӑн та тӑнӑҫлӑн пурӑнӗ, ӳлӗмрен ӑна канӑҫсӑрлантармӗҫ, усал ҫынсем ӑна унчченхи пек, 10. Хамӑн Израиль халӑхне ертсе пыма лартнӑ тӳресен вӑхӑтӗнчи пек, хӗсӗрлемӗҫ.

7. И теперь так скажи рабу Моему Давиду: так говорит Господь Саваоф: Я взял тебя от стада овец, чтобы ты был вождем народа Моего Израиля; 8. и был с тобою везде, куда ты ни ходил, и истребил всех врагов твоих пред лицем твоим, и сделал имя твое, как имя великих на земле; 9. и Я устроил место для народа Моего Израиля, и укоренил его, и будет он спокойно жить на месте своем, и не будет более тревожим, и нечестивые не станут больше теснить его, как прежде, 10. в те дни, когда Я поставил судей над народом Моим Израилем,

1 Ҫулс 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Халӗ Манӑн Давид чурама ҫапла кала: Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать, те: Эпӗ сана Хамӑн Израиль халӑхӗн ҫулпуҫӗ пулма сурӑх кӗтӗвӗ кӗтнӗ ҫӗртен илтӗм; 9. вара, эсӗ ӑҫта ҫӳресессӗн те, пур ҫӗрте те Эпӗ санпа пӗрле пултӑм, хӑвӑн умӑнтах мӗнпур тӑшманна тӗп турӑм, санӑн ятна, ҫӗр ҫинчи аслӑ ҫынсен ячӗ пек, асла кӑлартӑм.

8. И теперь так скажи рабу Моему Давиду: так говорит Господь Саваоф: Я взял тебя от стада овец, чтобы ты был вождем народа Моего, Израиля; 9. и был с тобою везде, куда ни ходил ты, и истребил всех врагов твоих пред лицем твоим, и сделал имя твое великим, как имя великих на земле.

2 Пат 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

18. Ионафан ӑна каланӑ: ыран ҫӗнӗ уйӑх уявӗ, сан ҫинчен ыйтӗҫ, мӗншӗн тесессӗн санӑн вырӑну пушах пулӗ; 19. ҫавӑнпа та виҫҫӗмӗш кунне эсӗ аяла ан та ху унччен пытаннӑ вырӑна васка, Азель чулӗ патне пырса лар; 20. эпӗ, тӗл пеме тухнӑ пек, ҫав еннелле виҫӗ ҫӗмрен вӗҫтерӗп; 21. тарҫӑма ҫӗмренсене илме ярӑп: «пыр, ҫӗмренсене илсе кил» тейӗп, эхер те ӑна: «авӑ ҫӗмренсем хӑвӑн хыҫӑнтах, ил вӗсене» терӗм пулсассӑн, эсӗ ман патӑма пыр, мӗншӗн тесессӗн сана татулӑх кӗтет, Ҫӳлхуҫа чӗрӗ, сана нимӗн те пулмӗ; 22. эхер те тарҫӑма: «авӑ ҫӗмренсем хӑвӑн умӑнтах» терӗм пулсассӑн, каях вара: Ҫӳлхуҫа сана кайма хушать; 23. эпир санпа мӗн калаҫнине курса-итлесе тӑраканӗ Ҫӳлхуҫа пулчӗ, Вӑл ӗмӗрлӗх кӳнтелен, тенӗ.

18. И сказал ему Ионафан: завтра новомесячие, и о тебе спросят, ибо место твое будет не занято; 19. поэтому на третий день ты спустись и поспеши на то место, где скрывался ты прежде, и сядь у камня Азель; 20. а я в ту сторону пущу три стрелы, как будто стреляя в цель; 21. потом пошлю отрока, говоря: «пойди, найди стрелы»; и если я скажу отроку: «вот, стрелы сзади тебя, возьми их», то приди ко мне, ибо мир тебе, и, жив Господь, ничего тебе не будет; 22. если же так скажу отроку: «вот, стрелы впереди тебя», то ты уходи, ибо отпускает тебя Господь; 23. а тому, что мы говорили, я и ты, свидетель Господь между мною и тобою во веки.

1 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Египет ҫыннисем пурте Иосиф патне пынӑ та каланӑ: пире тырӑ парсамччӗ; кӗмӗл пӗтнипе халӗ ӗнтӗ пирӗн сан умӑнтах вилмелле-и? тенӗ.

Все Египтяне пришли к Иосифу и говорили: дай нам хлеба; зачем нам умирать пред тобою, потому что серебро вышло у нас?

Пулт 47 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех