Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

улӑпла сăмах пирĕн базăра пур.
улӑпла (тĕпĕ: улӑпла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑрманта тӗлӗнмелле илемлӗ те улӑпла чӗрчун пурӑннӑ, вӑл чӗрнипе пӗрре тапса упана вӗлерме пултарнӑ, анчах никама та пӗрре те усал туман, усал тӑвас ӗҫре хӑйӗн улӑпла вӑйӗпе пӗрре те усӑ курман.

Жил в лесу красавец и великан, который мог убить копытом медведя и который ни разу не сделал никому зла, ни разу не употребил во зло свою великолепную силу.

5. Ҫул-йӗр // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Унӑн пӗртен-пӗр пуянлӑхӗ — нимӗнле йывӑрлӑхра та хуҫӑлман ҫамрӑклӑхӗпе улӑпла сывлӑхӗ кӑна пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Революци матросӗ // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 179–186 с.

Штатри вӑрмансем унӑн лаптӑкӗн 31 % яхӑн ҫӗрне йышӑнаҫҫӗ, флорӑн тӗп тӗсӗсен шутне тик, сал, инди лаурӗ (томентоза), хутаҫлӑ птерокарпус, галдина, босвелли, эмблика филлантусӗ, кӗпҫӗллӗ касси, катеху акацийӗ, улӑпла дендракаламус (бамбук тӗсӗ) тата ыттисем кӗреҫҫӗ.

Леса штата составляют около 31 % от его площади, основные представители флоры включают такие виды, как тик, сал, лаура индийская (томентоза), птерокарпус мешковидный, галдина, босвеллия, филлантус эмблика, кассия трубчатая, акация катеху, дендракаламус гигантский (вид бамбука) и др.

Мадхья-Прадеш // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0% ... 0%B5%D1%88

Ку вӑл улӑпла каюрасен ӗҫӗ мар, кунта опал шыраҫҫӗ — Австралинче кӑларакан хаклӑ чулсен чи сумлӑ вырӑнӗ.

Это не результат работы гигантских кротов, а опаловые прииски – сердце всей драгоценной добычи Австралии.

Кубер-Педи — ҫӗр айӗнчи хула // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6392.html

Вӑл хӑйӗн хӗрлӗ ҫӑлтӑрлӑ самолечӗпе, улӑпла утӑм туса, Совет Союзӗпе СШАна ҫыхӑнтарчӗ, вӗсем хушшинче чи ҫывӑх ҫул хыврӗ.

Куҫарса пулӑш

В. П. Чкалов музейӗнче // А. ЧЕБУРАШКИН. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 72–73 с.

Интереслӗ те-ҫке, чӑнах та, юман пек тӗреклӗ, юн пӗрхӗнсе тухас сӑнлӑ ҫын (ларасса та вӑл улӑпла вӑй-хӑвачӗ кӗрлесе каясран асӑрхансах ҫапла хускалмасӑр, аллисемпе чӗркуҫҫийӗсем ҫине тӗревленсе ларнӑн, калаҫасса та ҫавӑнпах хуллен, васкамасӑр калаҫнӑн туйӑнать) тепри кӑмӑл-туйӑм пуянлӑхӗпе ҫепӗҫлӗхне чи мала хурса калаҫнине итлеме.

Куҫарса пулӑш

XXV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ку юхӑмри машинӑсем: «Унта пирӗнсӗрех шавлӑ, пирӗнсӗрех йышлӑ! Каяс! Каяс!» — тесе васканӑн туйӑнать; теприсем, стройкӑна ҫитме тухнисем: «Хытӑрах кӗрлетӗр стройка! Улӑп стройкӑн сасси те улӑпла пулмалла! Кӗтеҫҫӗ унта пире, кӗтеҫҫӗ! Ҫитес! Хӑвӑртрах ҫитес!» — теҫҫӗ пек.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Юлашки вӑхӑтра наукӑпа техника улӑпла утӑмсемпе малалла кайса пычӗҫ.

Куҫарса пулӑш

7. Театр тата кино // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Улӑпла стройка ӑна ҫав тери илӗртӳллӗ пурнӑҫа ҫавӑрса кӗртнӗ, Атӑл хӗрринчен инҫетри ялта ҫуралса ӳснӗ Василий вырӑс ҫӗрӗн аслӑ шывне ӗмӗрлӗхех юратса пӑрахнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Чӑн та, ҫав хатӗрсемпех совет строителӗсем улӑпла ӗҫсем тума пултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Вӑл уксакласа алӑк еннелле йывӑррӑн утрӗ, ҫапах та унӑн улӑпла пӗвӗ пӗтӗм пӳлӗме хупласа хунӑ пекех туйӑнчӗ.

Прихрамывая, тот с трудом продвигался к выходу, по его богатырская фигура словно заслоняла собой все помещение.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Сылтӑм хӗрринче — улӑпла юмансем, кӑпӑшка ҫӑкасем, шап-шурӑ хурӑнсем, лӑстака йӑмрасем…

Куҫарса пулӑш

Нихӑшӗнчен те илемли // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 3–4 с.

Тавраллах улӑпла хырсем.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Мана тӑван ҫӗршывӑн улӑпла утӑмӗ, унӑн мухтавлӑ пурнӑҫӗ вӑрманта упа пек пурӑннӑ ватӑ ҫынсене те хускатни темӗнле асамлӑ та каласа пӗтермен кӑсӑклӑ юмах пек туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.

Хӗм сирпӗтет, ҫил вӗрнипе варкӑшса, улӑпла ҫӗлен пек авкаланса илет.

Куҫарса пулӑш

Макаҫей ҫунни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Мана вӑл улӑпла пысӑк хура кӑпшанкӑ пек туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Картишне тухсанах, эпӗ илемлӗ асамат кӗпере улӑпла пӗкӗ пек авӑнса тӑнине куртӑм.

Куҫарса пулӑш

Асамат кӗперӗ айӗнчен тухма кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Хӑвӑр ҫие хӗҫ-пӑшалпа хӗллехи тум-тир виҫ-тӑватӑ пӑт таранччен йӑтса эсир пӗр-ик сехет хушши улӑпла утӑмсемпе утса курнӑ-и?

Представьте воина, одетого по-зимнему и нагруженного тремя-четырьмя пудами вооружения и снаряжения, два часа вышагивающего строевым шагом.

V // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Тӑван халӑхӗпе совет ҫӗршывӗ умӗнчи улӑпла ӗҫсене шута илсе ӗнтӗ 1940 ҫулта П. Осипова Чӑваш АССР искусствисен тава тивӗҫлӗ деятелӗ ятне панӑ.

Куҫарса пулӑш

Автор ҫинчен // Геннадий Хлебников. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 459–463 с.

Аялтан ҫуталнӑ, хӗлхемпе мӗлтлетекен, тӗтӗмлӗ, улӑпла ҫӳллӗ сывлӑм юпи тӳпе айӗнчи — тӗттӗмлӗхелле кармашать.

Гигантский, освещенный снизу, дымный, мелькающий искрами столб воздуха уходил в поднебесный мрак.

III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 415–430 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех