Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

улшӑнчӗ (тĕпĕ: улшӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Малтанах эпӗ: «Хальхи вӑхӑтри арҫынсем хушшинче пӗр путлӗ ҫын та ҫук — вӗсемпе хутшӑнса чун-чӗрене ыраттармасӑр пӗчченех ӗмӗр ӗмӗрлӗп», — тесе паттӑрланнӑччӗ, анчах майӗпен шухӑш улшӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Ҫӗрте выртакан Алюнов ҫине халиччен курман пек пӑхса илчӗ, вара унӑн сӑнӗ улшӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Сутӑнчӑк шӑпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах Атӑлӑн сулахай ҫыранне каҫсассӑнах патька-патша сӑнӗ-пичӗ улшӑнчӗ, вӑл хӑйне-хӑй алла илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӑкачав самантрах улшӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Унӑн сасси тӳрех улшӑнчӗ, усалланчӗ…

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӑй самантрах улшӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Юрать-ха, самани улшӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Юратнӑ Чӑвашстан сӑнарӗ // Роза Петрова-Ахтимирова. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с. — 3–6 с.

Чӑнах, Ула Тимӗр панӑ сӑмаха тытрӗ, йӗркеллех учительте ӗҫлеме пуҫларӗ, кил-ҫуртне те юхӑнтарса ямарӗ, ҫӑтӑр-ҫӑтӑрах тытрӗ, анчах хӑраха, урҫана юлса, пат пӗччен, камантайла та аскетла пурӑнса, вунӑ ҫул хушшинче шалтан самаях улшӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Хальхинче Ревлен Петрович сӑнӗ улшӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

12 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Владимир Сергеевич ҫак темиҫе сехет хушшинче палламалла мар улшӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Пур енчен те улшӑнчӗ Андрейшӑн пурнӑҫ.

Куҫарса пулӑш

11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Владимир Сергеевичӑн та кӑмӑлӗ малтанхинчен нумай улшӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

— Пӗчӗкрех чухне Полина манран нимӗн те пытармастчӗ, — хашш сывларӗ ашшӗ, — халӗ ак, улшӑнчӗ хӗр.

Куҫарса пулӑш

9 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ревлен Петрович пултаракан мастер, вӑл килнӗренпе участок та нумай улшӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Аслӑ мастерӑн сӑнӗ улшӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Кӗҫех ташӑ ҫемми «Амурские волны» кӗвӗпе улшӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Юлташла суд хыҫҫӑн Варвари кӑмӑлӗпе пачах улшӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Нина шухӑшӗ те улшӑнчӗ, вӑл паҫӑрхи сӑмахӗсемшӗн аванмарланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӳме // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 83-84 с.

Кӑмӑлӑм та палӑрмаллах улшӑнчӗ: шӳтлеме-кулма пӑрахрӑм, сӑлтавсӑр-мӗнсӗрех ҫилленме, кӳренме тытӑнтӑм.

Куҫарса пулӑш

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

Ҫак таранччен сӑмах хушмасӑр тата шкул ачи лӑпкӑн тӑнӑскер, вӑл йӑлтах улшӑнчӗ тейӗн.

До этого молчаливо и почтительно стоявший в позе школьника, он словно преобразился.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех