Шырав
Шырав ĕçĕ:
Эпӗ ӑна тӳрех уйӑраймарӑм: ҫакӑн пек ют, улшӑнчӑк сасӑпа калаҫма пуҫларӗ Бутлер.Я не сразу его узнал: таким чужим, изменившимся голосом заговорил Бутлер.
XXVII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Манра пӗтӗмпех арпашӑнчӑк та улшӑнчӑк, туйӑмсем ӗҫ-пуҫа тӗрӗсех хуравлаҫҫӗ пулин те — вӗсен ҫивӗчлӗхӗ кирек мӗнле шухӑша та ҫӗнтерет.
XVII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Гез ҫывӑх юлташ пек пуплени, вӑл тинӗсе ҫапла ҫепӗҫҫӗн хаклани, ӗнерхи ятлаҫӑвӗ тата паянхи сапӑрлӑхӗ мана ҫапларах пӗтӗмлетме хистеҫҫӗ: манӑн умра, ахӑртнех, улшӑнчӑк кӑмӑллӑ, хӗрӳ туйӑм-туртӑмлӑ, анчах хӑйне ҫӑварлӑхлаякан ҫын.
IX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Унӑн куҫӗсенче арӑмӗн куҫӗсем ҫухалмарӗҫ-ха, юн таппи вӑйсӑр, улшӑнчӑк, чӗри чӗнмест, сивӗ аллисем пӗр-пӗринпе тӗлсӗррӗн, чӗрӗ маррӑн тӗл пулчӗҫ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 337–349 с.
Ҫак сӑмахсене вӑл хӑвӑрт, кӑштах улшӑнчӑк сасӑпа каласа хучӗ, вара ҫавӑнтах, тӗлӗннӗ Гнора хускавсӑр, кӑмӑллӑ куҫӗсемпе сӑнаса, ахӑлтатса кулма пикенчӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Хӑйсене мӗншӗн савӑнӑҫлине ӑнланмарӗҫ вӗсем, пӗр-пӗрин хушшинче хаваслӑ сӑмах-юмах та шӗкӗлченсех пычӗ, ларсах ҫитмен улшӑнчӑк сасӑпа юрласа та илчӗҫ.
XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ирхине, каярах юлса вӑрансан вара, ӗлӗкхи сӑмахсем вырӑнне икӗ сӑмах ҫеҫ пӗр сӑмахпа кӗрешеҫҫӗ: «курнӑҫаймӑп» — «курнӑҫӑп-ха», — ирӗпех ҫапла пырать; ҫак кӗрешӳре пурте, пурте манӑҫа тухаҫҫӗ, «курнӑҫаймӑп» текен пӗчӗк сӑмаха хӑйӗнчен ярасшӑн мар хӑтланакан, ӑна ярса тытакан, тытса тӑракан пысӑкрах сӑмах та манӑҫа тухать; пӗчӗк сӑмахӗ вара тарса каять те ҫухалать, тарса каять те ҫухалать: «курнӑҫӑп-ха»; пысӑкрах сӑмах пӗчӗк сӑмаха хӑйӗнчен ярасшӑн мар пулса вӑй хунӑ чух пурте, пурте манӑҫа тухать, анчах вӑл хӑйӗнчен чӑнах та ямасть иккен, тытса тӑрать, ӗлӗкхи пӗчӗк сӑмаха ниҫта та тартас мар тесе, хӑйне пулӑшма тепӗр пӗчӗк сӑмаха чӗнет: «ҫук, курнӑҫаймӑп…» «ҫук, курнӑҫаймӑп», — ҫапла, халӗ ӗнтӗ икӗ сӑмах улшӑнчӑк кӑмӑллӑ пӗчӗк сӑмаха хӑйсен хушшинче ҫирӗп тытса тӑраҫҫӗ, вӗсенчен вӑл ниҫта та тараймӗ, вӗсем ӑна хӑйсен хушшине хӗстерсе хунӑ: «ҫук, курнӑҫаймӑп» — «ҫук, курнӑҫаймап…»
V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Паллах, ҫулсем ҫапла хӑвӑрт арканни ҫанталӑк ытла та улшӑнчӑк пулнипе сӑлтавланнине никам та хирӗҫлемӗ.
Юр каять. Пӗрле асфальт та // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№
- 1