Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

уйӑхӗ (тĕпĕ: уйӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Авӑн уйӑхӗ кӗҫ-вӗҫ вӗҫленет пулин те, ҫанталӑк ӑмӑрланма шутламасть-ха.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Авӑн уйӑхӗ пулин те, пӗр кунхине лапка-лапка юр ҫурӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Авӑн уйӑхӗ те вӗҫленсе пырать ӗнтӗ, — калаҫать вӑтам ҫулсенелли тӑрнакай арҫын.

Куҫарса пулӑш

Терт пур та — термен ҫук // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Утӑ уйӑхӗ кӑна та халӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӗвелӗ тухнӑ ҫӗре уйӑхӗ анать, уйӑхӗ тухнӑ ҫӗре хӗвелӗ пытанать.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Ҫу уйӑхӗ иртсе пырать, авӑн уйӑхсӑр тек евчӗсем яма пултараймаҫҫӗ вӗсем.

Куҫарса пулӑш

Мӑчавар ачи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Килтеш ялӗнче те Ҫу уйӑхӗ чылай улшӑну кӳчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Акӑ мӗн тарана илсе ҫитерчӗ ҫынсене ҫав тери сивӗ килнӗ Ҫу уйӑхӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пуш уйӑхӗ вӗҫленеспе ҫынсем акана тухрӗҫ…

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пуш уйӑхӗ ҫинчен асӑнтӑмӑр-ха.

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫуркуннехи вӑхӑтӑн юлашки уйӑхӗ ҫитрӗ пулсан та пуш уйӑхӗн пуҫламӑшӗ пекех.

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫу уйӑхӗ тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ӗнтӗ хӗл те иртрӗ, ҫурӑ та ҫитрӗ, Ҫу уйӑхӗ те килчӗ ҫуттӑн ялкӑшса, Ешӗл курӑк ҫӗре илем йӑлт кӳртрӗ, Тӗнче савӑнӑҫпа тулчӗ янкӑшса.

Куҫарса пулӑш

XII. Элек // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ҫурла уйӑхӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Авӑн уйӑхӗ.

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Виҫӗ ФАПа июнь вӗҫӗ тӗлне туса пӗтермелле, Вырӑскас Пикшихрине — кӑҫалхи раштав уйӑхӗ вӗҫленнӗ тӗле.

Куҫарса пулӑш

Фельдшерпа акушер пункчӗсем ҫӗнелеҫҫӗ // Екатерина ЧЕРТЫНОВА. http://kanashen.ru/2023/03/17/%d1%84%d0% ... %d0%b5cce/

Качча тухрӗ, чап-чап уйӑхӗ, урӑхла каласан, чекексен нектарла тапхӑрӗ пуҫланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кирлӗ ҫынсем // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 33–36 с.

Ҫӗртме уйӑхӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Ҫапла пуҫланчӗ маншӑн 1943 ҫулхи мӑн кӑрлач уйӑхӗ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс ҫуран ҫарӗнче ҫапӑҫнӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 4–8 с.

Анчах Пуриспа арӑмӗн кӗтнӗ кайӑк йӑвара пулмарӗ: хурапа ҫӗнсе илнӗ «ирӗкре» ҫамрӑк мӑшӑр кун-ҫулне пӗртте ҫутӑ телей хӗвелӗ ҫутатмарӗ, чуп-чуп уйӑхӗ тӳп-тӳп уйӑхӗпе ылмашӑнчӗ (Пурис «туяннӑ шӑрҫа ҫурӑк пулнӑ» иккен!), Зина хырӑм хыҫҫӑн хырӑм ӳкерчӗ, каллех наркотик тыткӑнне лекрӗ (паян та вӑл ҫав чиртен пульницӑра стационарлӑ майпах сипленет).

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех