Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӳрӗ сăмах пирĕн базăра пур.
тӳрӗ (тĕпĕ: тӳрӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл вирьял хӗрӗсем пек тумланнӑ: аркӑ-ҫанӑ вӗҫӗсене тӗрленӗ, чӗнтӗр тыттарнӑ шурӑ кӗпепе, симӗс пурҫӑн саппунпа, симӗс йӑпӑрка тутӑрпа; пуҫне тӳрӗ тытнӑ, илемлӗ чакӑр куҫӗсем хаваслӑн ҫиҫсе тӑраҫҫӗ, тута хӗррисем кӑштах ҫӳлелле ҫӗкленнӗ, хӗр кӗҫ-вӗҫ кулса ярассӑн, сӑмах хушассӑн туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

IX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Ҫамрӑк хӗрарӑм, илӗртӳллӗ-ытарлӑ куҫпа кулса пӑхаканскер, ӑна ҫак вӑхӑтра, Макар калашле, Джоконда пек туйӑнса кайрӗ: ҫавнашкалах тулли пит, тӑрӑхларах ҫырӑ куҫ, тӳрӗ сӑмса, ҫавнашкалах тем пытаран, тем парнелессе шантаран илӗртӳллӗ-ытарлӑ кулӑ, — кулнӑ чухне тута хӗррисенче пичӗ шалалла путса кӗрет; ҫавнашкалах хӑпарса тӑракан кӑпӑшка кӑкӑр, шурӑ ӳтлӗ ачаш алӑсем…

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Мана хама Поля тесе чӗнеҫҫӗ, Поля Филатова, — куҫран тӳрӗ пӑхса, каччӑ аллине вӗҫертмесӗр каларӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

— Виҫӗм ҫул журналистсен ушкӑнӗпе пӗрле пулса курма тӳрӗ килчӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Вӑл кӑра ҫилӗллине хӑйне килӗшмен ҫынсемпе хыттӑн калаҫнине, никамран та хӑраманнине, никама та пуҫ тайманнине, хӑй мӗн тӑвас тенине тӗрӗс тунине, сӑмаха ҫирӗп тытнине, яланах тӳрӗ чунлӑ пулнине пурте пӗлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ҫав самантра мана хамӑр чаплӑ янташ Федот Орлов ҫапӑҫура пӗрремӗш хут фашистсен самолетне персе антарни аса килчӗ те, эпӗ Борис Баймашкинран Федот Орлов пулса тӑтӑм: хӗре Орловӑн паттӑр ӗҫне хам ӗҫӗм пек туса кӑтартрӑм, анчах ӑна куҫӗнчен тӳрӗ пӑхаймарӑм.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Куҫӗсем вара, тӳрӗ пӑхакан хура куҫӗсем, тӗлӗнмелле хитре!

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Тӳрӗ ҫап — арӑмун ури кукӑр ан пултӑр, — кулать Рита.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ман вырӑнта кашни тӳрӗ чунлӑ ҫынах ҫапла тунӑ пулӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

— Тата мӗн ҫыраҫҫӗ хаҫатра? — ыйтрӗ Марья Ивановна, куҫлӑхне ҫамки ҫине ҫӗклесе, хӗре куҫран тӳрӗ пӑхса.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Эпӗ хам та паянах унта пулӑттӑм, анчах мана халлӗхе ҫамрӑк тесе илмеҫҫӗ, — терӗ Аркадий, юлташӗсем ҫине тӳрӗ пӑхса.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ҫавӑнпа ҫакна ӑнланма пултараймастӑп эпӗ: пӗтӗм халӑх хисеплекен тӳрӗ кӑмӑллӑ ҫынна вӗлерме мӗнле аллусем ҫӗкленчӗҫ санӑн, Кӗркури?

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ним айӑпсӑр, тӳрӗ кӑмӑллӑ ҫынна мӗнле чунлӑ ҫын ҫапла тума пултартӑр!..

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Хӑйӗн пурнӑҫне шеллемесӗр халӑх пурлӑхне упраса хӑварма тӑрӑшнӑ, вӑрӑсене тӳрӗ ҫул ҫине тӑма ӳкӗтленӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Паян эпир ҫак икӗ ҫамрӑка вӗсем ӗҫпе чапа тухнӑ ҫынна, ӗҫ ветеранне, патшалӑх вӑрманне тата халӑх пурлӑхне тӳрӗ кӑмӑлпа сыхланӑ вӑрман хуралҫине Михайлов Тимофей Михайловича тискеррӗн вӗлернӗшӗн суд умне тӑратрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Вӗсем пӗр тикӗс, салтаксем пекех тӳрӗ, илемлӗ йӗркесенче кашласа ӳсеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Халӑхӑн пурнӑҫ условийӗн шайне ырӑ енне куҫарса пырас тесессӗн, пирӗнтен кашнин яваплӑха туйса ӗҫсене тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫласа пыма тӑрӑшмалла, ун пек чухне кӑна ҫитӗнӳ пуласси часах.

Куҫарса пулӑш

Улатӑр аталанӑвӗн "ҫул карттине" ҫӗнетӗҫ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/01/18/ulat ... ne-cenetne

Тӳрӗ сӑмсаллӑ, куҫхаршисем хӗвелпе саралса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Xӑнара // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 94–102 с.

Юратӑвӑн пӗчӗк те ансӑр сукмакӗсемпе урлӑ-пирлӗ кумса ҫӳресе, вӑл пысӑк та тӳрӗ ҫула асӑрхаман, ҫав ҫул унпа юнашар, унӑн умӗнчех выртнӑ, анчах ун ҫине тухма пӗлмен.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Тӳрӗ те чуна ыраттаракан калаҫу пулса тухрӗ пирӗн хушӑра.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех