Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӳрре (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унта хутшӑннӑ ҫӗр ӗҫченӗсене кашнине ятран аса илме те манмарӗ вӑл: — Ака комплексне ӗҫлеттернӗ Сергей Шепинов шанӑҫа тивӗҫлипе тӳрре кӑларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уява — ӳсӗмсемпе // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/0 ... %bf%d0%b5/

Ҫав юнсӑр-чунсӑр япалах, чӗрӗскер пек, Ҫынна тӗрӗслет, ӑна хӑй вырӑнне лартать: ахалех кӳрентернисене тӳрре кӑларать вӑл, ҫӗклет; кӑлӑхах мӑнаҫланса, каҫӑрӑлса пурӑннисене пусарать.

Куҫарса пулӑш

6 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Ун чунӗнче, шанӑҫ тӳрре тухманран, сасартӑк пушанса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

— Ҫапах та эпӗ нимӗн те ӑнланмастӑп вӗт-ха, — тӳрре тухма тӑрӑшнӑ Гриша.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Нарӑс, 18: Али Хаменеи сӗннӗ пек Рушди каҫару ыйтать; ИРНА (официаллӑ информаци агентстви) Рушди тухса калаҫни ӑна тӳрре кӑларма ҫителӗклӗ тесе пӗлтерет.

18 февраля: Рушди извиняется, как было предложено Али Хаменеи; ИРНА (официальное информационное агентство) заявляет, что выступление Рушди достаточно для его оправдания.

«Шуйттан сӑввисем» // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A8%D1%83%D ... 0%B5%D0%BC

Ҫак айӑпшӑн Оглторпа судланӑ; ҫапах та ӑна тӳрре кӑларнӑ, генерал ятне те панӑ, анчах урӑх нихҫан та ҫар ертсе пыма паман.

За этот поступок Оглторп был предан суду; в итоге его оправдали и даже присвоили звание генерала, но никогда более не давали командовать войсками.

Джеймс Оглторп // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%94%D0%B6%D ... 1%80%D0%BF

Михаил Геннадьевич республика Пуҫлӑхӗ пуҫарнипе бюджетниксен шалӑвне инфляцирен пысӑкрах виҫепе ӳстерсе пырасси малашне те тӳрре тухасса шантарчӗ.

Куҫарса пулӑш

70,5 пин ҫыннӑн шалӑвӗ пысӑкланӗ // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/705-pin-cynnan-s ... -pysaklane

Подрядчик шанӑҫа тӳрре кӑларман — урӑххипе контракт тума тивет.

Куҫарса пулӑш

Шкулсенчи ӗҫсем графикран юларах пыраҫҫӗ // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/shkulsenchi-ecse ... ah-pyracce

Япони правительстви ӑслӑлӑх сунарне унта илнӗ даннӑйӗсемпе тӳрре кӑларма пӑхать, анчах та ҫакна МКК Ӑслӑлӑх Комитечӗн чылай ӑсчахне иккӗлентерет.

Японское правительство оправдывает промысел ценностью полученных научных данных, однако это ставится под сомнение и критикуется многими учёными Научного Комитета МКК.

Кит тытас ӗҫ // Владимир Андреев. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 4%95%C3%A7

Ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсем валли ку енӗпе комплекслӑ план хатӗрленӗ — ӑна тӳрре кӑларас енӗпе пысӑк ӗҫ тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Уяв савӑнӑҫ кӑна кӳтӗр // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/uyav-savanac-kana-kyter

— Арҫынни арҫынах та-ха, — тавӑрчӗ Венюк, тӳрре тухасшӑн аллине сӑтӑркаласа.

Куҫарса пулӑш

2 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Чӑнах, кӑмакана тир татӑкӗсенчен сӳтӗн пӗҫерме лартнӑччӗ, пӗлтӗрхи сысна хӑлхисене ятӑм ҫавӑнта, — тӳрре тухасшӑн пулчӗ Кулюкка, хулӑн тутине чалӑштарса.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Эпӗ хамӑр ялти удмуртсем ҫинчен мар, удмурт ялӗсенчи кӗлетсем ҫинчен калатӑп-ҫке, — тӳрре тухасшӑн пулчӗ каччӑ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Парти шанӑҫне тӳрре кӑларма тӑрӑш!

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хуняшшӗ ӑна каҫарчӗ ҫеҫ мар, пӗтӗм халӑх умӗнче тӳрре кӑларма тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӗсемпе питлешме е хӑвна тӳрре кӑларма ҫеҫ хӑтлан, ку вара вут ҫине краҫҫын сапнӑ пекех пулӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫакӑнпа пӗрлех унӑн Михха халӑх умӗнче хӑй тӳрре тухасшӑн ҫеҫ пуппа усӑ курма шут тытнине те ӗненес килмерӗ.

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӗтерук тӳрре тухма тӑрӑшмарӗ.

Куҫарса пулӑш

XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Якур арӑмӗ тӳрре тухма тӑрӑшасса, Анук кӑмӑлне ытараймасӑр ачин хреснамӑш пултӑм тесе каласса кӗтрӗ.

Куҫарса пулӑш

XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ӗнтӗ вӑл ҫамрӑк хӗрарӑма та тӳрре кӑларчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех