Шырав
Шырав ĕçĕ:
Туруновӑн тӳрккеслӗхне пула, вӑл хӑйӗн чапӗшӗн тӑрӑшнине пула Лашманов больницӑна лекрӗ.
XXXII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
— Эп ҫак сӗтел хушшинче тин кӑна вырӑс элчипе тавлашса лартӑм, — хӑна тӳрккеслӗхне аран-аран чӑтса ларчӗ кил хуҫи.
7. Икӗ элчӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Хӑйӗн туйӑмӗсене пытара пӗлмен Фома час-часах Маякина тӳрккес сӑмахсем каланӑ, анчах старик, ун тӳрккеслӗхне туйман пекех, хреснай ывӑлне самантлӑха та куҫран вӗҫермен, унӑн кашни утӑмнех майлаштарса ертсе пынӑ.
V // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пантелей Прокофьевич пӗлсех тӑнӑ ӑна, хӗрне памасран хӑранӑ, пуҫҫапасшӑн пулман вӑл ҫавӑн пек хӑйне майлӑ йӑлаллӑ чӑкӑлтӑш Коршунова; анчах та Ильинична, тимӗре тутӑх ҫинӗ пекех ҫисе йӑпӑлтатса, анратса пурӑннӑ та ӑна, юлашкинчен старикӗн тӳрккеслӗхне пӗтӗмпех парӑнтарса ҫитернӗ.
18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
О, кунта чарса тӑраканни ним те пулма пултараймасть; эсир пур енче те тӳрккеслӗх, тӗттӗмлӗх куратӑр, — сирӗн ҫӗршывӑрта, сирӗн тӑван ҫӗршывӑрта, — тӳрлетрӗ вӑл акӑлчансем пек каланӑ пирвайхи сӑмахне, — кун пек каланӑшӑн каҫарӑр мана, анчах эпӗ хам та кунта ҫуралса ӳснӗ, ӑна хам ҫӗршыв вырӑннех хуратӑп, ҫавӑнпа та тӳрех калатӑп, — тӗрӗксен тӳрккеслӗхне, тӗттӗмлӗхне, японецсен ним тума пултарайманлӑхне куратӑр.
XI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
- 1