Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗнчене (тĕпĕ: тӗнче) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Дениспа Митя йышши ирсӗрсем ҫут тӗнчене килкелесех тӑраҫҫӗ пулӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Денисӑн хупӑна пӗлмен ҫӑварӗ пулса иртнине вунӑ хут ӳстерсе, пӗтӗм тӗнчене сарнӑ пек туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Тӗнчене тӗлӗнтерер тепре санпа!

Куҫарса пулӑш

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.

Аслӑ писатель эс ҫут тӗнчене ҫуралса тухиччен сакӑрвунӑ ҫул малтанах ҫырнӑ ун пек калав!..

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.

Лӑпкӑ пурӑнтӑмӑр эпир, таҫта урӑх тӗнчене лекнӗ пекех.

Куҫарса пулӑш

Михал Михалчӑн икӗ пурнӑҫӗ // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 3–11 с.

Тӗнчене тӗлӗнтерӗпӗр-ха эпир санпа.

Куҫарса пулӑш

Михал Михалчӑн икӗ пурнӑҫӗ // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 3–11 с.

Вӗрентекенсӗр тӗнчене профессор та, чаплӑ артист та… килеймест.

Куҫарса пулӑш

Галина абрамова: «Чӗлхепе тӗнче уҫҫи тытатӑп» // Светлана РАЗУМОВА. http://kanashen.ru/2023/06/16/%d0%b3%d0% ... %82%d0%b0/

Кӑкӑра та, пит-куҫа та, юрра та, ҫак уй-хире кӑна мар — тӗнчене шӑнӑҫайми телей те пулать!

Куҫарса пулӑш

8 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Пурӑнтӑрччӗ вӑл ҫӗр ҫинче тӗнчене илем кӳрсе ҫеҫ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Чуна хӗвеллӗ те ӑшӑ ҫӗре илсе кайрӗ вӑл, ачалӑхӑн чи хӳхӗм саманчӗсене чӗртсе тӑратрӗ, кулленхи тӗссӗр ваклӑхсенчен хӑтарса, пысӑк тӗллевлӗ, хитре ӗмӗтлӗ пурнӑҫпа чун-чӗрешӗн тӑвӑллӑ тӗнчене илсе кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Вара тӗнчене ҫуралнӑ ҫӗнӗ музыка шыв пек шарласа пӳлӗме тулчӗ те ирхи кӑвак ҫутӑ ҫапнӑ тавралӑха уҫӑ кантӑк витӗр юхса тухрӗ, ҫамрӑк садран тӗтреллӗ, карӑш сассиллӗ улӑха анчӗ, вӑраннӑ шӑпчӑк юррипе тулнӑ вӑрманалла саланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Тӗлӗкрен хамӑр тӗнчене илсе тухасчӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Ҫак пурнӑҫран уйрӑлса, пачах урӑх тӗнчене вӗҫсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Ӑмсанса сӑнарӗ вӑл ҫав тӗнчене ҫывӑх ачана.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Славикӗн ҫамрӑк сасси — музыка ӑсталӑхне вӗреннипе тасалса уҫӑлнӑскер — хӗре пурнӑҫ кулленлӗхӗнчен ӗмӗтленме ҫеҫ майӗ пур тасалӑхпа, пысӑк чунлисен сӑваплӑ туйӑмӗсемпе тулнӑ тӗнчене илсе тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Мӗнле апла? - тин ҫеҫ питӗ паттӑр, тӗнчене ҫавӑрса хума хатӗрччӗ вӗт-ха…

Куҫарса пулӑш

Улталаймарӗҫ. Улталаймӗҫ // Николай АНТОНОВ. http://alikovopress.ru/ultalajmarec.-ult ... ajmec.html

Пӗртте тӗлӗнместпӗр, ҫакӑ ҫутӑ тӗнчене эсӗ АРХЕОЛОГ пулмах килнӗ.

Куҫарса пулӑш

«Чӑвашсен пултаруллӑ археологӗсем нумаях та мар...» // Леонид Атлай. https://vk.com/wall781919061_238

Е уйӑхӗ-уйӑхӗпе ҫумӑр пӗрчи кӑтартмасӑр ҫӗре типӗтсе, ӳсен-тӑрана ӗнтсе ямалла сан, е тӗнчене шыв айне тӑвас тенӗ пек ҫумӑр тӑкмалла та тӑкмалла.

Куҫарса пулӑш

Тутлӑ ҫӑкӑр // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 380–385 с.

«Арҫын шучӗ ӳсрӗ, пӗтмӗ Суратовсен йышӗнче суха ҫынни, алӑран ямӑпӑр тӗнчене тӑрантаракан ака-сухана», тесе шавлатчӗҫ вӗсем пӗрле пулнӑ самантсенче.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

Тин ҫеҫ ҫут тӗнчене килнӗ пӑрӑва Александра Петровна ҫири фуфайкине хывса чӗркенӗ те витерен пӳрте илсе кӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех