Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗлнех (тĕпĕ: тӗл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сухӑр юхтарма ӗлкӗреймен хыр пӗренисем тӗлнех килсе тухрӑн эс.

Куҫарса пулӑш

Стервиз аптӑрать… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Кӗтӳ янӑ хыҫҫӑнах кӗлт-калт каҫхи апат ҫырткаларӗҫ те калаҫса татӑлнӑ пекех пӗр вӑхӑт тӗлнех укӑлча умӗнче тӗл пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Тата ҫакӑн тӗлнех чуна тапратса тӑмана ихӗрсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Меркури, черкке тӗлнех ҫакланнӑ пирки «хуняма савать иккен мана» текелесе, пурне те ал тытса тухрӗ те сӗтел пуҫне ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Ултӑ сехет тӗлнех ирхи сменӑна килнӗ рабочисем пӗрин хыҫҫӑн тепри станокӗсене кӗрлеттере пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Маюк // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 45–55 с.

Телейӳ пур — апат тӗлнех ҫитрӗн.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Унтан Володя патне хӑпарса кайрӗ, сылтӑм аллипе темле тытӑнкаласа тӑрса, ун пичӗ тӗлнех тайӑлчӗ, каллех ӳкерчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Кӑмӑл-туйӑмӗ пӑсӑличчен вӑл кирек хӑҫан та ултӑ сехет тӗлнех ури ҫине тӑраканччӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Хулӑн ҫивӗчӗ вӗче тӗлнех усӑнать.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Пӗррехинче, авӑн уйӑхӗн пуҫламӑшӗнчи хӗвеллӗ сулхӑн ир, редакцие ҫичӗ сехет тӗлнех ҫитрӗм.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Арӑмне те хурламасть Моляков, хӑй вӑхӑтӗнче вӑл ырӑ вырӑс хӗрӗ тӗлнех ҫакланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Анчах Савантер пытанса ларнӑ йывӑҫ тӗлнех ҫитмерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Унччен те пулмарӗ — темиҫе пулӑ, хайхинче шӗшлӗ аври пысӑкӑшскерсем, ун ӑскӑчӗ тӗлнех ҫитрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

— Ак тата, апат тӗлнех пултӑмӑр тем.

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Апат тӗлнех пултӑн.

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫав алӑк тӗлнех, аяла, чикмек таянтарса тӑратнӑ.

Куҫарса пулӑш

Килте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Чӑваш Яшмипе Тутар Яшминче кӑнтӑрла тӗлнех сӑмах сарӑлчӗ — Сахар арӑмӗ каллех, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи пек, лавккара хӑй пӗр-пӗччен хуҫаланать.

Куҫарса пулӑш

Тарье лавкка уҫать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Апат тӗлнех ҫитрӗн.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Анчах пирӗн умра питӗ кӑткӑс задача пулчӗ - ҫӗнелекен шкулӑн алӑкӗсене вӗренӳ ҫулӗн пуҫламӑшӗ - сентябрӗн 1-мӗшӗ - тӗлнех уҫмалла.

Куҫарса пулӑш

Ӗмӗт пурнӑҫа кӗчӗ // Татьяна ЕФИМОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11679-m- ... rn-ca-k-ch

— Шӑп тӗлнех полтӑр, ачсам.

— Что ж, ребята, вы как раз нашли того, кого искали:

Ҫӗнӗ хуҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех