Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗллесе (тĕпĕ: тӗлле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Шалаллах кӗрсе пыратпӑр, — аллинчи хуҫӑк туратпа анӑҫалла тӗллесе кӑтартрӗ Дубов.

Куҫарса пулӑш

33 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Вӑн, паллӑ тунӑ, — чӑрӑш юпа ҫине ҫырнине тӗллесе кӑтартрӗ Иван Капитонович.

Куҫарса пулӑш

14 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Акӑ ҫакӑнта пулать пирӗн делянка, — тӗллесе кӑтартрӗ мастер.

Куҫарса пулӑш

8 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Инҫете, инҫете, кунтан курӑнман ҫӗре, Ҫӗпӗре, — аллипе тухӑҫалла тӗллесе кӑтартрӗ Хӗрӳ Хӗветӗр.

Куҫарса пулӑш

4 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Пурте вуланӑ-и? — тӗксӗм питлӗ доярка Санюк, пуҫне хура тутӑр ҫыхнӑскер, шкул пури ҫинче шуралса тӑракан листовка ҫине тӗллесе кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Санюк пӳрнипе лӳчӗркеннӗ, йӗпеннӗ хут ҫине тӗллесе кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Сима аппа, ҫапла чӗнеҫҫӗ иккен ӑна, аллипе тӗллесе ҫул кӑтартрӗ:

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫутӑсене тӗллесе вӑл ҫултан пӑрӑннӑ, хирпе, тарӑн юр тӑрӑх ашать иккен.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ӑмӑрткайӑк куҫӗсене хӑрушла ҫавӑркаласа, чӗрнисемпе ҫӗре чавтарса, ҫӑткӑн кукӑр сӑмсипе тӗллесе, икӗ хутлӑ пӳрт ҫӳллӗш кӳлепипе кармашса йытӑ ҫине кӗме пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

Пирӗн вӗт чӗрӗ шыв пур, — бидонӗ ҫине тӗллесе кӑтартать мучи.

Куҫарса пулӑш

Юрату асапӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Анчах алӑран ярса тытман та кама пит пӳрнепе тӗллесе кӑтартӑн.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ ӗҫ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Хырӑмӗсене тытса пӗр-пӗрне пӳрнепе тӗллесе «динозавр!», «питекантроп»!», теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Сурӑх макӑрнисем те илтӗнсе кайрӗҫ, пирӗн тавра сурӑхсем пуҫтарӑнса тӑчӗҫ те пире тӗллесе пӑхса тӑраҫҫӗ.

Вскоре послышалось блеяние, и овцы с любопытством окружили нас.

Кавказ тӑвӗсем хушшинче // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Кайӑкҫӑ кукленсе ларать те пӑшалне ҫӳлелле тӗллесе персе ярать, унтан татах малалла утать.

Присядет охотник, вскинет ружье, выстрелит. Идет дальше.

Кайӑкҫӑ эвенксем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Манӑн ҫӑлтӑр ытла та пӗчӗк пулнӑран ӑна ыттисенчен уйӑрса тӗллесе кӑтартма май килмест сана.

Моя звезда очень маленькая, я не могу ее тебе показать.

XXVI // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Завьялов тепӗр еннелле ҫаврӑнчӗ те Павлик Шевлягин малалла тӑснӑ аллипе тӗллесе кӑтартнӑ ҫӗрелле пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кунтан — ҫӑлтӑрсем патне! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Звягинцев этемӗн ырӑ кӑмӑлӗ ҫине, совеҫ ҫине тӗллесе калаҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Старик Завьялова пӳлӗмри пӗртен пӗр хыҫсӑр пукан ҫине тӗллесе кӑтартрӗ те хӑй кравать ҫине тӗренсе ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Ак ҫакӑнта… — Виктор хӑйӗн кӑкӑрӗ ҫине тӗллесе кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ак ҫак япала та, — вӑл турпас таткипе барельеф ҫине тӗллесе кӑтартрӗ, — пӗчӗккӗ пулмалла мар.

Куҫарса пулӑш

I. Пӗр каҫхине // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех