Шырав
Шырав ĕçĕ:
Атӑлпа Ока пӗрлешсе тем пысӑкӑш кӳлӗ пек пулса кайнӑ; инҫетре, лапсӑркка сӑрт ҫинче хула уша-чӑлан курӑнса ларать, хӑй пӗтӗмпех хурантарах курӑнакан садсем ӑшне пытаннӑ, анчах йывӑҫ папакӗсем кӳпчесе ларнипе садсем ҫуртсене тата чиркӳсене симӗсрех тӗслӗ ӑшӑ кӗрӗк тӑхӑнтарса пыраҫҫӗ.
XVI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
— Ӑна тир тавраш тӑхӑнтарса мар, ҫунатлӑ туса ҫырмалла…
XIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Пӗр коробкине уҫса, вӑл ун ӑшӗнчен кантӑксӑр куҫлӑх кӑшкарне туртса кӑларчӗ, сӑмси ҫине тӑхӑнтарса лартрӗ те, ман ҫине сиввӗн пӑхса ҫапла каларӗ:
I. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Приказчик, тавар илекен хӗрарӑм умне чӗркуҫленсе ларса, пӳрнисене темле тӗлӗнмелле чарса пӑрахса, пушмак тӑхӑнтарса хӑтланать.Стоя перед покупательницей на коленях, приказчик примеряет башмак, удивительно растопырив пальцы.
I. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Эттай ыраттарнӑ вырӑнне хыҫкаласа илчӗ, вара, пӗр васкамасӑр каялла ҫаврӑнса, хӑйне тарӑхтарнӑ ача ҫине, тем вӑхӑтра-ҫке, аркан тӑхӑнтарса хучӗ.
Парнесем // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
«Мӗншӗн мана ҫак шурӑ ҫуртра, ҫӑк шурӑ тумпа тытаҫҫӗ-ха?» тӗлӗнет Чочой, больницӑна, больницӑра тӑхӑнтарса янӑ кӗпе-йӗмне пӑхкаласа.
Факелсем инҫетре // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Пӗррехинче ачасем, кивӗ михӗрен юбка пекки туса, Очера тумлантарчӗҫ, пуҫне Джимӑн кравать айӗнче выртакан ҫӗтӗк шлепкине тӑхӑнтарса ячӗҫ.
Том вилӗмӗ // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Ҫӗр хӑвӑлӗнче ӗлӗкхи пекех вутӑ ялкӑшса ҫунать, вут ҫывӑхӗнче патаксем ҫине тӑхӑнтарса тӑратнӑ, тӗпӗнчи ҫекӗлӗсем тутӑхса кайнӑ сӑран атӑсем типеҫҫӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Ася пуҫӗ ҫине резина шлем туртса тӑхӑнтарса лартрӗ те шыва кӗме кайрӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Шалчасем ҫине урапа кустӑрмисем тӑхӑнтарса лартнӑ, вӗсен шӑлӗсем хушшинче типӗтме хунӑ кӑкшӑмсемпе чӳлмексем выртаҫҫӗ.Торчали колеса на шестах, и между спицами прожаривались на солнце грязные кувшины и глечики.
Пӗрремӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Шувалов сӗтел патнелле хӑвӑрттӑн утса пычӗ, бутылка ҫине пуҫхӗрлӗ тӑхӑнтарса хунӑ стакана илчӗ те, нарзан тултарса тӗппипех ӗҫсе ячӗ.Шувалов подошел к столу, снял с бутылки перевернутый стакан, налил нарзану, залпом выпил.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Ҫутӑлас умӗн тин тӑшмана ҫӗнтерме май килчӗ, вара полксем, тупӑсен ӑшӑ кӗпҫисене чехол тӑхӑнтарса, каллех малалла тапранса кайрӗҫ.
XXVI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
— Вӑл мана пӗрре тӑхӑнтарса ячӗ те, эпӗ аран-аран ура ҫинче тытӑнса юлтӑм.
XV // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Вӑл асаплантарса ҫитернӗ Украинӑн ҫул-йӗрӗсем тӑрӑх утса, пур ҫӗрте те ҫакна курчӗ: нимӗҫсем мужиксене хӑмӑт тӑхӑнтарса кӳлнӗ те, вӗсемпе сухалаҫҫӗ.
7 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.
Вӑл михӗ тӑхӑнтарса хунӑ ҫын пек, ни аллисене, ни урисене хускатайман.
22. Хатӗрленеҫҫӗ // Ярукка Сантри. Чарнлей, М. Райтсем: (Вильбурпа Орвиль) / А. И. Ярлыкин куҫарнӑ; ред. Н. Васянка. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 110 с.
Алексей ҫӑлӑнмалли ҫаврашкасене ҫавӑрса тытрӗ, пӗрне Тополева тӑхӑнтарса ячӗ, теприне — Таньӑна.Алексей подхватил спасательные круги, один надел на Тополева, другой на Таню.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Старик аллинче вӑрӑм хӑвӑл тимӗр труба, унӑн вӗҫне шӗвӗр япала тӑхӑнтарса лартнӑ.У старика в руках была длинная железная, полая внутри труба с острым наконечником.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Шӑратса сыпнӑ сыпӑ ҫине муфта тӑхӑнтарса лартрӗҫ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Ӑна, ҫар тумтирӗ тӑхӑнтарса, советсен ҫурчӗн пысӑк залне вырттарчӗҫ.Труп его одели в парадную военную форму и положили в большом зале Совета.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Вал лассона пырса тытрӗ те ункине айӑпланӑ ҫыннӑн, халь те ним туймасӑр выртакан ҫыннӑн мӑйне хӑвӑрт тӑхӑнтарса хучӗ.Наклонился и быстро надел петлю на шею осужденному, по-прежнему ничего не сознававшему.
LXIII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.