Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑхӑнса (тĕпĕ: тӑхӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мӗн ҫисе, мӗн тӑхӑнса пурӑннӑ-ши эпӗ?

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Шурӑ кӗпе тӑхӑнса кӗчӗ…

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Кунтах ятарлӑ шлем тата куҫлӑх тӑхӑнса виртуаллӑ чӑнлӑха та лекме пултаратӑн.

Куҫарса пулӑш

Библиотека хӑй патне туртать // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/26/%d0%b1%d0%b ... %82%d1%8c/

Клоун кӗпине тӑхӑнса хапха тӑрне хӑпартӑм.

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Килти ӗҫе пӗтерсен, ӑшӑ сӗтпе ҫӗрулми ҫикелерӗ те, ҫине кӗрӗк тӑхӑнса, пуҫне хулӑн тутӑр ҫыхрӗ, Ҫимун тӗпленӗ ҫӑматӑпа йӗтем ҫине тухса утрӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Фуфайка тӑхӑнса картишне тухрӗ Сантӑркка, выльӑхсене апатларӗ, чӑххисене ҫитерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Председатель ҫӗлӗкне тӑхӑнса пӳртрен тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хумкка, кӗрӗкне тӑхӑнса, тулалла тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кӗрӗкне тӑхӑнса, ҫуна пуҫне хӑпарса ҫеҫ тӑнӑччӗ Петрук — лаши харт! турӗ те, аҫа ҫапнӑ пек шатӑртаттарса вӑрмантан тухса, ялалла тапса сикрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӗрарӑмсем халь, ҫанталӑк сивӗтрӗ тесе, анкартине икшер-виҫшер хут кӗпе тӑхӑнса тухаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Районтан килнисем умӗнче юриех ҫӗтӗк-ҫатӑк тӑхӑнса ҫӳреме юратать.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӳлӗме ҫӗнӗ кӗпе тӑхӑнса тирпейленнӗ те ҫамрӑкланнӑ, савӑнӑҫпа ҫуталса тӑракан пит-куҫлӑ Матӗрне вӗҫтерсе кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Матӗрне ҫӳлтен пӑрахут анмаллине аса илчӗ, лайӑх кӗпине тӑхӑнса унта тухса утрӗ.

Куҫарса пулӑш

XX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл карттусне тӑхӑнса тата кӑштах пӑхса тӑчӗ те пӑрахут ӑшне кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫавӑнпа кашниех алса тулӗ тӑхӑнса тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Иккӗшӗ те питӗ тӗллевлӗ ачасемччӗ, мӗн пӗчӗкренех ҫар тумтирӗ тӑхӑнса ҫӳрес кӑмӑлпа пурӑнатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Икӗ афганец ҫумне бригадӑна Камчаткӑра симӗс карттус тӑхӑнса ҫӳренӗ Кеша хутшӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.

Ватӑ ҫын мӗнле васкать, пачӑшкӑ та ҫавӑн пекех хыпаланса алтаре кӗрсе кайрӗ те хӑйӗн тӗрлӗ-тӗрлӗ тумне майларӗ: стихарь ҫийӗн сулахай хулпуҫҫи урлӑ орарьне ҫакса хӳрисене пӗрне ҫурӑм ҫине, теприне мал енне меллӗн вырттарчӗ, нумай ҫул хушши усӑ курнипе кивелнӗ, анчах ылтӑн эрешне ҫухатман «поручи» текеннипе ал сыппине сӑрса ылтӑн тӗслӗ вӑрӑм кантрапа ҫирӗплетсе пӗтӗрчӗ те пуҫӗ ҫине куфья тӑхӑнса васкамасӑр кадила ӑшӗнчи тӗтӗм кӑларакан катӑксене шӑрпӑкпа чӗрте пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.

Джинспа футболкӑна вӑр-вар тӑхӑнтӑм та кроссовкине ҫара ура ҫинех тӑхӑнса, каҫхине хатӗрлесе хунӑ ҫӗнӗ сумкӑна хул хушшине хӗстерсе пӳлӗмрен тухса вирхӗнтӗм.

Куҫарса пулӑш

Борсалино тӗрӗслевӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 46–54 с.

Ванюк пиччӗшӗн кителӗ ҫинчи 1941-1945 ҫулсенчи Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче нимӗҫ фашисчӗсене ҫӗнтернӗренпе 20 ҫул ҫитнине палӑртса кӑларнӑ медале, значоксене тыта-тыта, салтак карттусне тӑхӑнса пӑхрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех