Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑрӑхласа (тĕпĕ: тӑрӑхла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑйне хӑй алла илсен, тарӑхӑвне пусарсан, ачасем енне ним пулман пекех ҫаврӑнатчӗ, суяканран тӑрӑхласа илет-илетехчӗ вара.

Куҫарса пулӑш

6 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Куракансем актёрсем питӗ лайӑх суйласа илнине, ҫавӑн пекех фильм «тӗп вырӑна вырӑс халӑхӗн хаклӑхӗсен системине лартнине, вӗсене вӑл питӗ хисепленине, позитивлӑ, тӑрӑхласа, ҫивӗччӗн кӑтартнине» палӑртнӑ.

Зрители отметили прекрасный подбор актёров, а также то, что фильм «ставит во главу угла систему русских ценностей и относится к ним очень уважительно, иронично, позитивно, остроумно».

Досталь Николай Николаевич // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%94%D0%BE%D ... 0%B8%D1%87

Сӑнар хӑйӗнчен хӑй тӑрӑхласа илет, асаилӳ ытамне путать.

Куҫарса пулӑш

«Чӗре тӗпӗнчи туйӑм» – юрату хайлавӗсен сборникӗ // Ольга ИВАНОВА. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... en-sbornik

Сӑмахпа тантӑшне тӑрӑхласа илме те манмасть: — Ҫемҫеккей! — тет вӑл.

Куҫарса пулӑш

2 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Чухласа юлаймарӑм сассинчен, те тӑрӑхласа, те чӑнласах каларӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Анук Лукарье тӑрӑхласа кулнине сисмерӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах ҫапла чӗнни хисеплесе мар, тӑрӑхласа кулнӑн илтӗнчӗ, — ман паттӑрсене вырнаҫтарӑр, тархасшӑн.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл яланах ҫынран тӑрӑхласа кулма юратать».

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫак путише курнӑ ҫамрӑксем кайран та самаях манран тӑрӑхласа пурӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

— Эсӗ каппайчӑк, ҫынсенчен тӑрӑхласа кулма, улталама юратакан ҫын пулнине маларах пӗлнӗ пулсан сана нихӑҫан та качча тухма килӗшмен пулӑттӑм эпӗ!

Куҫарса пулӑш

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Мӗн, ӳкерчӗк ҫинчи пекех хитре-им е артист? — йӗкӗлтесе те тӑрӑхласа илчӗ Василий Захарович.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

— Апла-тӑк, ҫурат! — терӗ те тӑрӑхласа, те чӑнахах та юлташӗ тытнӑ шухӑша ырласа.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Вӗсем тӗрлӗрен пулчӗҫ, анчах ытларахӑшӗ — тӑрӑхласа е тарӑхса калаҫнисем.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Участок пуслӑхӗсем ӑна шур катанпир ҫинчи ҫип тӗвви пек ытлашши япала пулнӑн туяҫҫӗ, тӗрлӗ канашлура ун пирки тиркешсе калаҫаҫҫӗ, тӑрӑхласа илме те хатӗр.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Куҫ хыҫӗнче пуҫлӑхран тӑрӑхласа хывнӑ такмак та явӑнса ҫӳреме тытӑнчӗ:

Куҫарса пулӑш

Улах саланчӗ // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 48–50 с.

— Калӑр-ха, тархасшӑн, ҫак пуянлӑх ҫӗрӗк паранкӑран-и? — хӑйӗнчен хӑй тӑрӑхласа илчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Ҫав шутра санӑн упӑшкуна та, — тӑрӑхласа кӗртсе хучӗ Малюҫ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Унӑн сассинче вӑл кӑштах тӑрӑхласа калаҫни сисӗнет.

Куҫарса пулӑш

15. Эпӗ нимӗн те манмастӑп // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Акӑ мӗн, Владимир Андреевич, эсир ҫакӑн пек тӑрӑхласа калаҫма пӑрахӑр-ха, — кӗтмен ҫӗртен ҫилӗпе каласа хучӗ Виктор.

Куҫарса пулӑш

12. Ыйтусемпе ответсен каҫӗ // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Василий Львовича тӑрӑхласа ҫырнӑ-ҫке Пушкин ҫав йӗркене.

Куҫарса пулӑш

Тусан вӑрттӑнлӑхӗ // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех