Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑрсах (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ял кулнине пӗлсе тӑрсах хӑв валли инкек шыраса ҫӳретӗн вӗт эсӗ, Кулюкка аппа, — хӗрхеннӗ пек каларӗ ӑна ял Совет председателӗ Мария Тимофеевна.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӑл вырӑнӗ ҫине тӑрсах ларчӗ:

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ку хыпара кӳршӗ хӗрарӑмӗсенчен маларах илтнӗшӗн хӗпӗртесе-ши, тата тӗплӗнрех пӗлес тесе-ши, упӑшки умне тӑрсах ыйтрӗ:

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ашшӗ ҫине тӑрсах теме систерсе калаҫни Микулан хавас кӑмӑлне сирчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Платун ҫине тӑрсах хӑй сӑмахне пени тата вӗсене ун ячӗпе хӑратни Михха мӑнкӑмӑллӑхне рехетлентерчӗ.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Мӗнпур ырӑ кӑмӑлӗпе кумӑшне ҫӑласшӑн ҫунакан Кӗтерук ку килте мӗн пулса иртнине чухлаймасӑр хӑй шухӑшне ҫине тӑрсах каларӗ:

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Матӗрне ҫине тӑрсах Ҫтаппан хутне кӗни ӑна кулӑшла туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ырхан хӗрарӑм та ура ҫине тӑрсах алӑ ҫупрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Палламан ҫын ҫине тӑрсах ыйтни Богданова юлашкинчен тепӗр майлӑ шухӑшлаттарчӗ:

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫак вӑхӑтрах пуҫа пӑрмасӑр, «атлетпа» пӗр-пӗрне куҫран пӑхса тӑрсах: — Алена, ачасене алӑран ҫавӑтса ку вӑрмантан вӑр-вар тух та йӗрке хуралҫисене чӗнме тӑрӑш, — систеретӗп арӑма.

Куҫарса пулӑш

Тупӑнтӑм тата «Украинӑна сутакан» // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 140–149 с.

Пусмалли пӗлтӗрхи сурӑхсем те пур, — ҫине тӑрсах калаҫать анне.

Куҫарса пулӑш

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Лешӗ ӑна илесшӗн пулмарӗ, анчах хӗр ҫине тӑрсах сӗнчӗ, укҫине ӑна алӑранах тыттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

— Ҫине тӑрсах тӑрӑшӑп, пурнӑҫра намӑс курас марччӗ тетӗп, — хуравларӗ Ирина.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Колхоз председателӗ те, ун кабинетне кӗрсен, ури ҫине тӑрсах, атте ятне асӑнсах, алӑ тытсах сывлӑх сунчӗ, ҫемҫе диван ҫине ларма сӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Макҫӑм мучи тивлечӗ // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 30–31 с.

Хурашыв поселокне ӗҫлеме куҫсан, хӑй валли ҫине тӑрсах кил-ҫурт ҫавӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

29 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Хӗлӗх Хӗлимунӗ, Улькан Ҫтаппан еннелле сулӑнакан вӑрттӑн туйӑмне ӑнланаканскер, ҫине тӑрсах йӗкӗлтет:

Куҫарса пулӑш

26 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Тахҫан йӑлӑнтарнӑ хӗрача ӗнтӗ ҫине тӑрсах ҫыпҫӑнма тытӑнни каччӑ чунне тепӗр хут хумхантарса янӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

17 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫавӑнпа канма тенӗ пек чарӑнса тӑрсах итлет Раман тӑри юррине.

Куҫарса пулӑш

1 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Пуҫлӑх шӑпах ҫав вӑхӑтра председатель шыракан дояркӑна допрос тунине пӗле тӑрсах вӑл татӑклӑн: — Пуҫлӑх ҫук, хӑҫан пуласси паллӑ мар, — тесе хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Социализмлӑ хуҫалӑхӑн строителӗсем ҫине тӑрсах тӑрӑшса ӗҫленипе ҫӗр айӗнче усӑллӑ япаласем тупнӑ вырӑнсенче пушӑ ҫеҫенхир чӗрӗлсе кайрӗ.

Оживились пустынные степи там, где благодаря упорному труду строителей социалистического хозяйства вскрылись земные недра их.

Ҫӗр айӗнчи усӑллӑ япаласемпе промышленность // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех