Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑратса (тĕпĕ: тӑрат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл, ҫак постра час-часах пулаканскер, нумай машинӑсене, вӗсен шоферӗсене те палланӑ, ҫавӑнпа та сайра хутра кӑна машинӑсене чарса тӑратса тӗрӗсленӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Герасим Федотовича картлашка ҫине тӑратса хӑварса вестибюле хӑюллӑн кӗнӗ Мамарланов: «Сабира патне палатӑна кӗртмеҫҫӗ, хӑйне те кӑлармаҫҫӗ», — тесе кӗҫех каялла вӑркӑнса тухнӑскер чӳрече умне чупрӗ.

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ун патнех ҫитнӗ тилӗ хӑлхине чӑнк тӑратса тӗлӗнерех-шикленерех пӑхрӗ те куршанак ҫыпҫӑннӑ хӳрине пӑлтӑр-пӑлтӑр вылятса вӑрман еннелле чавтарчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ывӑлӗн пальто ҫухине тӑратса, тутӑрпа ҫавӑрса ҫыхрӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Пӗрремӗш упӑшка мана хӑй пӑрахрӗ, туй хыҫҫӑн пӗр ҫултанах теприне тупрӗ те мана пӗр ачапа тӑратса хӑварса Ҫӗпӗре тухса тарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Ҫапла каланӑ хыҫҫӑн хайхискер юнашар кравать ҫинче лӑпкӑн ҫывӑракан Алексанова хура кӑтра ҫӳҫӗнчен лӑскаса вырӑн ҫине тӑратса лартрӗ:

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Мӗнпур ыррине упрама, компанийӗн чи лайӑх ӗҫ опытне тӗпе хума, иртнине сумлӑн асра тытма, ӗмӗрхи ырӑ-йӑласене чӗртсе тӑратса ҫӗннисем патне ӑнтӑлма вӗренсе пыратпӑр.

Куҫарса пулӑш

ЧЭСК республика энергетикине икӗ миллиард тенкӗ ытла инвестици хывать // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/12/ches ... rd-tenke-i

Хулӑм сассипе вӑл утне илсе пыма хушрӗ, генералӗсемпе полковникӗсене ҫарне епле йӗркепе тӑратса тухмаллине ӑнлантара пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Таврана тӑратса тухнӑ хурал ушкӑнӗсем ӑна кӑнтӑрла ҫитеспе ҫурҫӗр енчен Михельсон ҫарӗ килсе тухнине пӗлтерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ара, шутласа кӑларнӑ та-ҫке, амӑш мӗнле ҫуратнӑ, ҫалла тӑратса хӑварнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӑшманӑмӑн тӑшманӗ — манӑн тус // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Авӑн ҫинче ӗҫлекен Савантер, пуҫне тӑратса, вӗсем епле ҫапӑҫнине сӑнать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫапах та утаман чарать вӗрен халӑха, Аллине тӑратса калать тӑнлӑ сӑмаха:

Куҫарса пулӑш

XI. Ӗшнере // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

— Вӑн, тупӑран пени лайӑхах илтӗнет, — хӑлхине чӑнк тӑратса итленӗ хыҫҫӑн калаҫӑва хутшӑнчӗ Санюк та.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Вӑрман ӑшне ҫӗр аллӑ-икҫӗр метр шалалла кӗрсен, ачасем ҫӗртенех туратланса ӳсекен ҫамрӑк хырсем хушшине пырса выртрӗҫ те хӑлхисене чанк! тӑратса итлеме тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

— Атя хӑвӑртрах, атту ӑшаланӑ ҫӗрулми сивӗнет, — васкатрӑм Ҫеруша, вырӑн ҫинчен тӑратса.

Куҫарса пулӑш

Арӑм ҫук // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 46–49 с.

Арҫын ачасене уйрӑм, хӗрачасене уйрӑм тӑратса пуҫ тӳпинчен шыв ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тепӗр кун // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Каҫхи шкулӑн вун пӗрмӗш класне вӑл, ашшӗ-амӑшӗ унта-кунта «чупкаланипе» производствӑра ӗҫлекен пек кӑтартакан суя справка тӑратса, кӑнтӑрлахи шкулӑн вуннӑмӗш класне пӑрахса пынӑ (тӗрӗссипе, япӑх вӗреннӗшӗн, дисциплинӑна час-часах пӑснӑшӑн, наркотик та ас тивсе ухмаха тухкаланӑшӑн ӑна шкултан кӑларса ярас ыйту та сиксе тухнӑ иккен).

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Анчӑк эп каланине хӑлхине чӑнк! тӑратса тӑнлать.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Анчӑк, хӑлхине кӑнч тӑратса, куҫӗпе мана витӗрлесе, тӗпчевлӗн тинкерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Пурис машинине чарса тӑратса кабинӑран сиксе тухрӗ, чӑрт! сурчӗ, вара кӳлленчӗке тӗпчеме пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех