Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑрасси (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эй, ытла ан ҫухӑр-ха эсӗ пӗтӗм яла янӑратмаллах, — ашшӗ, картишӗнче урӑх никам та ҫук пулин те, ун-кун пӑхкалать, — «Сталин» сӑмаха «маугли» сӑмахпа юнашар каласа тем курса тӑрасси пулӗ тата.

Куҫарса пулӑш

Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Акци тӗллевӗ — ҫамрӑк ӑрӑва иртнӗ ӗмӗрти чи хӑрушӑ вӑрҫӑри ҫӗнтерӳ мӗнле хака ларнине, кампа мухтанмаллине аса илтерсех тӑрасси.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑри паттӑрлӑх ҫамрӑк ӑру асӗнчех // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/urmary/11946-v-rc-r ... -as-nchekh

Пурнӑҫ хирӗнче мишавай юпа пек хӑраххӑн тӑрасси те япала мар.

Куҫарса пулӑш

10 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Аттун тем курса тӑрасси тата, — пӑру мӑнӑш овчарка енне шиклӗн пӑхса каларӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

4 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Эсӗ мӗнпе, машинӑпа килмен-и-ха тесе ыйтса тӗпчесе тӑрасси ҫук пурнӑҫӑн.

Куҫарса пулӑш

4 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

— Тем шари-пари курса тӑрасси пулӗ тата.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Тӗллев – ачасем валли хӑрушлӑхсӑр нумай функциллӗ площадкӑсем тӑвасси, вӗсене каярахпа тивӗҫлипе асӑрхаса тӑрасси тата ӗҫлеттересси.

Задача – создать безопасные для детей многофункциональные площадки, обеспечить должное своевременное обслуживание и эксплуатацию их в последующем.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Сывлӑх тӗлӗшӗнчен хавшак шутланакан тата реабилитаци тумалли ачасене медицина тӗлӗшӗнчен пулӑшса тӑрасси ҫине пысӑк тимлӗх уйӑратпӑр.

Значительное внимание уделяется медицинскому сопровождению детей с ограниченными возможностями здоровья и детей, нуждающихся в реабилитации.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Ӑна мӗн вӑхӑт илсе тӑрасси ҫын хӑш категорие лекнинчен килет.

Куҫарса пулӑш

Министр ӗҫ ыйтӑвӗсене те татса парать, парашютпа та сикет // Лариса Петрова. http://hypar.ru/cv/news/ministr-ec-yytav ... a-ta-siket

Хӑйӗн пултарулӑхӗнче вӑл чылай реформа ирттерме чӗнсе каланӑ, вӗсен шутне суд тытӑмӗн реформине ирттересси те, хӗрарӑмсен прависемшӗн кӗрешесси те, чӗрчунсен прависемшӗн кӗрешесси те цензурӑна хирӗҫ тӑрасси те кӗрет.

В своем творчестве он выступал за многие реформы, включая реформу судебной системы, борьбу за права женщин, борьбу за права животных и противостояние цензуре.

Джон Голсуорси // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%94%D0%B6%D ... 1%81%D0%B8

Унӑн тивӗҫӗ шутне граждан администрацийӗ тӗрӗслесе тӑракан округ пайне тытса тӑрасси кӗрет.

В его функции входит управление частью округа, находящейся под контролем гражданской администрации.

Сикким // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B8%D ... 0%B8%D0%BC

Ҫав вӑхӑтрах политик пулас правительство Пекина хӗтӗртмесси пирки, Тайвань проливӗнче тӑнӑҫлӑхпа ҫирӗплӗхе ҫирӗп тытса тӑрасси ҫинчен палӑртнӑ.

В то же время политик отметил, что будущее правительство не станет провоцировать Пекин, будет поддерживать мир и стабильность в Тайваньском проливе.

Лай Циндэ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9B%D0%B0%D ... 0%B4%D1%8D

Час-часах ҫакӑн пек хашакасем ҫирӗплӗх енчен алюминирен тунисенчен те аванрах, пӑрассине хирӗҫ тӑрасси енӗпе те хуҫӑлас тӗлӗшпе те вӗсем ирттереҫҫӗ, апла пулин те хакӗ пӗчӗк маррине кура вӗсемпе хаклӑ фитнес-модельсем ҫинче кӑна усӑ курма май пур.

Зачастую такие рамы даже превосходят алюминиевые по прочности и сопротивлению кручению и излому, однако цена позволяет использовать их только на дорогих фитнес-моделях.

Роликлӑ тӑркӑч // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A0%D0% ... 3%91%D1%87

Хальхинче вӗсем ялта пурӑнакансемпе килес ҫулхи коммуналлӑ тӳлев тарифӗсен индексацийӗ пирки, Ҫӗнӗ ҫул тата Раштав уявӗсенче хӑрушсӑрлӑх йӗркине пӑхӑнасси тата ҫулсене хӗллехи вӑхӑтра йӗркере тытса тӑрасси ҫинчен калаҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗлтерӗшлӗ ыйтусене сӳтсе явнӑ // Канаш Ен. http://kanashen.ru/2023/12/22/%d0%bfe%d0 ... %d0%bda-2/

— Питӗркӗчне шутарасси юпа тӑрринче авкаланса тӑрасси мар, — мӑкӑртатрӗ Хӗлип.

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Ҫӗнтерӳ кунне ҫывхартас шутпа малашне мӗнле ӗҫсем тумаллине палӑртрӗҫ: пысӑк ҫемьеллӗ салтак арӑмӗсене пулӑшасси, ҫӗнӗ заема ҫырӑнма хатӗрленесси, ялхуҫалӑх налогӗсене хӑвӑртрах тӳлесе татасси, оборона фондне малашне те укҫа-тенкӗ, ӑшӑ тумтир, апат-ҫимӗҫ уйӑрса тӑрасси, ҫуракине тӗплӗн хатӗрленесси пирки хӑйсен шухӑшӗсене пӗлтерчӗҫ вӗсем.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Пӑшалпа хурал тӑрасси те маншӑн йывӑр мар, Эрхип.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Йӗркеллӗн, лайӑх ӗҫлесе тӑрасси пароход ҫинче пӗр минутӑлӑха та чарӑнман.

Не прерываясь ни на минуту, на нем идет организованная трудовая жизнь.

«Челюскин» похочӗ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Вӗсен тӗп тивӗҫӗ — патшалӑха тытса тӑрасси.

Они только правят.

XIII // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Вӗсен хӗҫ-пӑшалӗ вырӑнне ҫав тери тӗрӗс мар принципа ҫирӗплетсе паракан теори пулнӑ: эпир коммунизм патнелле мӗн тери ытларах ҫывхарса пыратпӑр, ҫав тери пирӗн ҫӗршывра тӑшмансем пире хирӗҫ тӑрасси ӳссе пырать иккен.

Куҫарса пулӑш

12. Ыйтусемпе ответсен каҫӗ // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех