Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑвӑла (тĕпĕ: тӑвӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл вара тӑвӑла кӗтсе илме хатӗрлене пуҫлать.

Куҫарса пулӑш

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Тӑвӑла кӗтмелле.

Куҫарса пулӑш

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

— Пӗри стройран тухрӗ, тӑвӑла тӳсеймерӗ…

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Анчах йывӑҫӑн та кашнин хӑйӗн шӑпи пур: пӗри нумай ларать, тепри часах хӑвӑлланать, йӑшать: пӗри темле тӑвӑла та чӑтӑмлӑн тӳссе ирттерет, тепри — хуҫӑлса Ӳкет…

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Пӗр-пӗччен тӑвӑла ҫӗнтереймӗн, Хума хирӗҫ ишсе тухас ҫук!

Куҫарса пулӑш

Юрату кимми // Василий Шихранов. Шихранов В. В. Асамат кӗперӗ сӳниччен: сӑвӑсем. Шупашкар: ООО «Хамӑн типографи», 2018. — 100 с. — 96 с.

Е тӑвӑла эп хушӑп-и Хӗвел тухсассӑн лӑпланма?

Куҫарса пулӑш

XXX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ашра тапраннӑ тӑвӑла Юратупа ачашлӑх чарӗҫ, Вӗсем ыр пурнӑҫа пуҫарӗҫ, Ҫынсемшӗн уҫӗҫ кӑмӑла.

Куҫарса пулӑш

IX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Тӑвӑла хирӗҫ ишме вӑй ҫитереймерӗм.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Сиксе чӗтресе — пуҫӑмран сӗртӗннӗ хулӑн пусмана тӳсӗмсӗр алӑпа сиртӗм те аялалла анма пикентӗм; чунӑмри тӑвӑла пула урасем хуҫланасшӑн мар.

Весь дрожа, я отвел нетерпеливой рукой тяжелую материю, тронувшую по голове, и начал сходить вниз подгибающимися от душевной бури ногами.

XV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Гоан ҫӗре ӳкрӗ, аллисемпе тӗревленсе ҫӗкленчӗ те тӑвӑла лекнӗ карап палуби ҫинчилле енчен енне тайкаланчӗ, унтан килнелле ҫул тытрӗ.

Гоан упал, упираясь руками в землю, встал и, шатаясь из стороны в сторону, словно шел по палубе судна в бурю, направился домой.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 339–344 с.

Тӑвӑла пула ытти чухнехинчен чылай ытларах хӑпарнӑ шыв тӑпраса ишсе-юхтарса кайма витӗмлӗ пулӑшрӗ.

Прилив более сильный, чем обыкновенно, благодаря урагану, помог делу разрушения насыпи.

Фергюсон ҫинчен хывнӑ халап // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 192–197 с.

Апла-тӑк Сӑпани хӑватлӑ пулин те тӑвӑла тӳсеймен хыр вулли ҫинче самаях нумай ларать…

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӗсем, нимӗн ӑнланмасӑр пӑхса тӑракан Тӑвӑла чӗлпӗртен ҫавӑтса, тӗп киле мар, Антунсем патне кайрӗҫ, ҫӑвӑнса тасалкаларӗҫ, ҫипуҫа пултарнӑ таран йӗркене кӗртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Антун, Хӗлипе аллипе сирсе, Тӑвӑла татах кӗрт ӑшӗнчен тухма пулӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Антун ҫуна ҫинчен сиксе аннӑччӗ ӗнтӗ, Тӑвӑла кӗрт ӑшӗнчен тухмашкӑн пулӑшма тытӑннӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хӑй ҫавӑнтах ҫул варрине сиксе тухрӗ те, — хӗрӗнкӗ ҫав, асӑрханулӑх чаракне ҫӗтернӗ ӗнтӗ, — Тӑвӑла чӗлпӗртен пырса тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫӗкленӳллӗ кӑмӑлпа, Тӑвӑла ҫӑмӑл юртӑпа чуптарса кӗрсе кайрӗҫ тӑван Утар ялне Антунпа Ҫемен.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӑл кӑмака карнисӗ ҫине чалӑштарса тӑратнӑ куҫкӗски умӗнче тӑрмашнӑ вӑхӑтра Антун картишне тухрӗ, Тӑвӑла васкамасӑр, киленсе кӳлчӗ, пӗкке тахҫан ҫак ӗмӗтпех Нурӑс пасарӗнчен туянса килнӗ хӗрлӗ те кӑвак пурҫӑн хӑюсемпе эрешлетрӗ, ункӑран йӗс шӑнкӑрав ҫакса ячӗ, унтан, хапха уҫса, ӑйӑра урама кӑларса тӑратрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Антун Тӑвӑла халӑх умне ытахаль кун мар, ҫӑварнире кӑларма шут тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тӑвӑла ӗнтӗ пули-пулми ҫуна-урапа турти хушшине тӑратма та аван мар пек.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех