Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑвансемпе (тĕпĕ: тӑван) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӑвансемпе, хурӑнташсемпе, уйрӑмах юратнӑ аннепе, ҫыхӑну яланах тытатӑп.

С родными и близкими, особенно с любимой мамой, связываемся каждый день.

Хирти медицина пунктӗнче ӗҫлет // Владимир СМОЛОВ. https://sutasul.ru/articles/ytarl-car-op ... et-4109174

Тӑвансемпе туссем, пирӗн таврана килсен, яланах пирӗн ҫутҫанталӑкӑн пуянлӑхӗпе илемӗнчен тӗлӗнсе пысӑк туйӑмлӑ пулаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

"Тӑван ҫӗршыв пуринчен те илемлӗрех" // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... eh-4069394

— Мастер-класс пулӑшнипе ротангран вазӑсем тума вӗрентӗм, хамӑн ӗҫсене тӑвансемпе ҫывӑх ҫынсене хаваспах парнелетӗп.

Куҫарса пулӑш

Нумай инкекрен ҫӑлӑнӑҫ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/kultura/2024 ... -n-4012928

Ҫак тӑвансемпе те ларнӑ чух Сӑмахсерен-ҫке пыл тути пур…

Куҫарса пулӑш

«Хуркайӑксем каяҫҫӗ те килеҫҫӗ…» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Тӑвансемпе ирӗклӗн тӗл пулса калаҫма ытлашши ҫын ан чӑрмантартӑр тесе, Хумкка мучи лашине урампа мар, анкарти хыҫӗпе чуптарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫулӑмӗнчен маларах тӗтӗмӗ курӑнать… // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Юлашки вӑхӑтра салтаксем пӗрин хыҫҫӑн тепри кӗске отпусксене килнӗ май вӗсем тӑтӑшах тӑвансемпе, ял-йышпа, шкул ачисемпе те курнӑҫаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ачашӑн телей - ашшӗ-амӑшӗн ӑшши // Николай АНДРЕЕВ. https://avangard-21.ru/gazeta/51520-acha ... -n-shshi-3

Тӑвансемпе ҫывӑх ҫынсене чунтан-чӗререн хурланнине пӗлтеретпӗр.

Куҫарса пулӑш

Ҫар тивӗҫне чыслӑ пурнӑҫланӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/ytarl-car-op ... an-3952109

Ялсенче ҫӗрулмине кӳршӗ-аршӑпа, тӑвансемпе пуҫтарӑнса илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑмӑр пысӑкӑш, ҫап-ҫаврака... // Римма Мавлютова. https://chuprale-online.ru/news/tp-khypa ... ap-cavraka

Кашни арҫын хӑй ҫемйишӗн кил тӗрекӗ, тӑвансемпе ҫывӑх ҫынсемшӗн ҫирӗп шанчӑк пулма тивӗҫлӗ.

Куҫарса пулӑш

Матак ялӗн танкисчӗсем // Ҫӗпрел районӗ. https://chuprale-online.ru/news/khyparse ... tankiscsem

Кашни арҫын хӑй ҫемйишӗн кил тӗрекӗ, тӑвансемпе ҫывӑх ҫынсемшӗн ҫирӗп шанчӑк пулма тивӗҫлӗ.

Куҫарса пулӑш

Матак ялӗн танкисчӗсем // Ҫӗпрел районӗ. https://chuprale-online.ru/news/khyparse ... tankiscsem

«Ирӗн-каҫӑн ывӑлӑмшӑн кӗл тӑватӑп, кулленех чиркӗве ҫӳретӗп. Турӑ сыхлатӑр, упратӑр ӑна, тӑван киле тӗрӗс-тӗкел ҫаврӑнса ҫитме пулӑштӑр, сывлӑх патӑр. Мӑшӑрӗ Таня Женьӑна питӗ кӗтет, пуҫне усма памасть, ӑшӑ сӑмахпа хавхалантарать, тӗрев парать, — тет Галина Петровна. — Тӑвансемпе юлташсем те пулӑшса пыраҫҫӗ. Акӑ, Женя СВОра УАЗ автомашина /буханка теҫҫӗ туяннӑ пулнӑ, анчах снаряд ӳкнипе вӑл ҫӗмӗрӗлсе пӗтнӗ. Женьӑн юлташӗсем машинӑна хамӑр яла илсе ҫитерчӗҫ, халӗ ӑна юсассипе ӗҫлеҫҫӗ. Унсӑр пуҫне гуманитарлӑ пулӑшу кӳрекенсен, маскировка сеткисем ҫыхакансен ырӑ ӗҫне палӑртас килет. Акӑ, кӑҫал Ҫимӗкре отпуска килсен хамӑр ял активисчӗсем Женьӑна 6 метрлӑ 2 максировка сетки парса ячӗҫ. Вӗсене те, ытти ҫынсене те пысӑк тав сӑмахӗ калатӑп. Йывӑр вӑхӑтра халӑх пӗр чӑмӑрта пулни ҫав тери пӗлтерӗшлӗ».

Куҫарса пулӑш

Ҫар задачисене ӑнӑҫлӑ пурнӑҫлать // Ирина ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/12351-car-za ... -purn-clat

Тӑвансемпе тата ҫывӑх ҫынсемпе тӑтӑшах карас ҫыхӑнӑвӗпе калаҫатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Юратакан тата кӗтекен ҫӗре туртать // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... at-3877345

Тӑвансемпе хутшӑнӑва пӑсас мар тесен вӗсем валли вӑхӑт уйӑрӑр.

Чтобы не испортить отношения с родственниками, уделите им время.

25-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Вӑхӑта ытларах ҫывӑх тӑвансемпе уҫӑ сывлӑшра ирттерӗр.

Больше времени проводите на свежем воздухе в окружении близких для вас людей.

23-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Кӗҫех эпӗ те, тӑвансемпе сывпуллашса, инҫе ҫула тухрӑм.

Куҫарса пулӑш

XIII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Тӑвансемпе ҫывӑх ҫынсен хушамачӗсене уйрӑмах ҫӳҫенсе вулатӑн, Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ ҫулӗсенче вӗсем тунӑ паттӑрла ӗҫсемшӗн пире мӑнаҫлӑх туйӑмӗ тултарать.

Куҫарса пулӑш

Ӑру тӑсаканӗсенчен тав туни // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... ni-3797177

Эрне пуҫламӑшӗнче тӑвансемпе, ӗҫтешсемпе йывӑррӑн хутшӑнатӑр.

В начале недели вероятны трудности в общении с родственниками или коллегами.

22-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Тӑвансемпе сывпуллашиччен малтан Вихтӗр анкартине тухать, хӑй лартнӑ улмуҫҫисемпе сывпуллашать, пайтах тар тумлатнӑ ҫӗр ҫине мерчен куҫҫуль тумлатать…

Куҫарса пулӑш

Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Тӑвансемпе курнӑҫса калаҫни маншӑн пысӑк телей.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Тӑвансемпе хурӑнташсем…»

Куҫарса пулӑш

8 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех