Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тыттӑр (тĕпĕ: тыт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ вара ӑна тек улталамӑп, чӑннине йӑлтах каласа парӑп терӗм, анчах вӑл та хӑй сӑмахне тыттӑр терӗм.

Куҫарса пулӑш

Вунпӗрмӗш сыпӑк // .

Чӗрӗп вӗсене тытать тенине илтнӗччӗ, ҫавӑнпа эпӗ: пурӑнтӑр ман патӑмра, шӑшисем тыттӑр, тесе шутларӑм.

Я слышал — ёжик их ловит, и решил: пусть он живёт у меня и ловит мышей.

Чӗрӗп // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 18–21 с.

Вӑл казаксем пулӑшасса шанни тӳрре килменни, ҫавӑнпа та халь округ тӑрӑх усӑсӑр ҫапкаланса ҫӳриччен пӗр-пӗр вӑйлӑрах ушкӑнпа пӗрлешес пирки татӑклӑ шухӑш тыттӑр тесе, Фомина тӗрлӗ майлӑ ӳкӗте кӗртме кирли ҫинчен вӑрӑммӑн ӑнлантарса калаҫма тытӑнчӗ.

Он стал пространно говорить о том, что расчеты на поддержку со стороны казаков не оправдались и что теперь надо всячески убеждать Фомина, чтобы он не колесил бесцельно по округу, а решился на слияние с более мощной группировкой.

XIII // .

Пурте тарма хыпаланаҫҫӗ, камах оборона тыттӑр?

Все норовят поскорее удрать, кто же обороняться-то будет?

XXVII // .

Сана та, ачасене те ав мӗнле юратать пулать те, ҫавӑн пек шухӑш тыттӑр-и вӑл?

Так он любит и тебя и детишков, да чтобы помыслил такое?

XVI // .

Президента суйлатӑр-и, патшана-и, — хӑть кирек кам пултӑр та, — анчах ҫав ҫын патшалӑха ӑспа ертсе пыма пӗлтӗр тата пирӗн патшалӑх тӗлӗшпе шанчӑклӑ политика тыттӑр.

Выбирайте президента, царя, кого угодно, лишь при условии, что этот человек не будет лишен государственного разума и сумеет вести лояльную по отношению к нашему государству политику.

I // .

Сирӗн сысну чӑнахах та ҫавӑн пек ӑслӑ пулсан, тархасшӑн каласа ӑнлантарса парӑрччӗ ӑна: хӑйне-хӑй вӑл пӑртак лӑпкӑрах тыттӑр.

Если ваша милая свинья действительно такая премудрая, внушите ей, сделайте милость, чтобы она вела себя тише.

Сысна ҫури йӑли // В. Абакаев. О. Генри. Сысна ҫӳри йӑли // Илемлӗ литература: журнал. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1941. — №4. — 118-126 с.

Шухӑш ҫеҫ тыттӑр, нимӗнле хӗр те тиркесе тӑрас ҫук.

Только захоти, никакая девка им не побрезгает.

XXX // .

Вӑрӑ-хурахсене ГПУ тыттӑр, пире чекистсен ӗҫне хамӑр ҫине илме кирлӗ мар.

Пущай ГПУ бандитов ловит, а нам нечего чекистские должности себе присваивать.

XXVII сыпӑк // .

Вӗсене кӗтӗве хӑваласа тух та, ҫӗр ҫӑтманскерсемшӗн, чуна ыраттар: кӗтӳрен уйӑрӑлса ан юлччӑр, кашкӑр ан тыттӑр тесе, кулянса лар.

Прогони их на попас и болей об них, клятых, душой: как бы они от гурта не отбились да как бы их волк не порезал.

XVIII сыпӑк // .

Паллӑсене ҫӑва ҫӑттӑр вӗсене, мӗн те пулин пулас пулсан — Давыдов хӑй ответ тыттӑр, эпӗ вара ҫул ҫинче хампа мӗнле те пулин аван мар япала пулас пулсан, уншӑн ответ тытма шутламастӑп!

Хрен с ними, с этими приметами, а в случае чего случится — пущай Давыдов отвечает, а я отвечать за всякую пакость, какая может приключиться со мной в дороге, не намеренный!

XVIII сыпӑк // .

Унӑн хӑйӗн граждӑнла сасӑ тивӗҫлӗхӗ пур, ан тив вӑл ответне те хӑех тыттӑр! — кӑшкӑрсах каларӗ малти ӗретре ларакан Михаил Игнатенок.

Она сама имеет голос гражданства, пущай она и отвечает! — крикнул Мишка Игнатенок из передних рядов.

35-мӗш сыпӑк // .

Тыттӑр та шӑнкӑравлатӑр халех амӑшӗ патне.

Она сейчас просто позвонит домой и скажет маме,

Улттӑмӗш сыпӑк // .

Култармӑш! — сакӑр сехет ирпе мӗнле раксем пулччӑр, ирпе кам рак тыттӑр!

Кто же в восьмом часу ловит раков?!

Пӗрремӗш сыпӑк // .

Арҫын ан улталатӑр, сӑмаха тыттӑр, вӑйли умӗнче ан йӑпӑлтаттӑр, тӳрӗ кӑмӑллӑ пултӑр, сӑмсине ан каҫӑрттӑр.

Куҫарса пулӑш

«Хамӑра сӳрӗкленме памалла мар» // Геннадий Дегтярев. «Хыпар», 2009.03.28, 58-59№№, 14 стр.

23. Халӑхӑмӑр, ҫав ҫынсене чыслӑн йышӑнса, вӗсенӗн сӑмахне Спарта халӑхӗ асра тыттӑр тесе уҫӑ кӗнекисене ҫырса хума кӑмӑл турӗ. Ҫавна эпир аслӑ священник Симон валли ҫырса илтӗмӗр» тенӗ.

23. И угодно было народу принять этих мужей с честью и внести запись слов их в открытые народные книги, на память народу Спартанскому. А список с этого мы написали для первосвященника Симона».

1 Мак 14 // .

17. Ҫын юнне тӑкнӑшӑн айӑплӑ этем — хӑйне кам та пулин ярса ан тыттӑр тесе — масар шӑтӑкне кӗричченех тарса ҫӳрет.

17. Человек, виновный в пролитии человеческой крови, будет бегать до могилы, чтобы кто не схватил его.

Ытар 28 // .

20. Вениамин ывӑлӗсене вара ҫапла тума хушнӑ, каланӑ вӗсене: кайӑр та ҫавӑнта иҫӗм пахчине пытанса ларӑр, 21. астӑвӑр, Силом хӗрӗсем вӑйӑ картине ташлама тухсассӑн, иҫӗм пахчинчен тухӑр та — кашнийӗ хӑй валли арӑмлӑха илме Силом хӗрӗсенчен пӗрне ярса тыттӑр та Вениамин ҫӗрне илсе кайтӑр, тенӗ; 22. хӗрӗсен ашшӗсем е тӑванӗсем пире ӳпкелеме килсен, эпир вӗсене ҫапла калӑпӑр: пире вӗсемшӗн каҫарӑр, вӑрҫӑран эпир вӗсем валли кашнийӗ валлиех арӑм илсе килеймерӗмӗр, эсир те вӗсене хӗр памарӑр; халь ӗнтӗ эсир айӑплӑ, тейӗпӗр, тенӗ.

20. И приказали сынам Вениамина и сказали: подите и засядьте в виноградниках, 21. и смотрите, когда выйдут девицы Силомские плясать в хороводах, тогда выйдите из виноградников и схватите себе каждый жену из девиц Силомских и идите в землю Вениаминову; 22. и когда придут отцы их, или братья их с жалобою к нам, мы скажем им: простите нас за них, ибо мы не взяли для каждого из них жены на войне, и вы не дали им; теперь вы виновны.

Тӳре 21 // .

12. Ҫапла ҫителӗклӗ ҫисе-тӑранса, лайӑх ҫуртсем лартса [унта] пурӑнма тытӑнсассӑн, 13. шултӑра тата вак выльӑх-чӗрлӗхӳ нумайланса ҫитсессӗн, кӗмӗлӳпе ылтӑну нумайлансассӑн, санӑн мӗн пурри пурте нумайланса кайсассӑн, 14. асту вара, чӗрӳ мӑнаҫланса ан кайтӑр, сана Египет ҫӗрӗнчен, чуралӑх ҫуртӗнчен, илсе тухнӑ Ҫӳлхуҫана, хӑвӑн Турруна, ан ман; 15. Турӑ сана аслӑ та хӑрушӑ пушхир витӗр илсе тухрӗ, унта наркӑмӑшлӑ ҫӗленсемпе ытти тӗрлӗ ҫӗленсем, скорпионсем йӑшӑлтататчӗҫ, ҫӗр шывсӑр ҫунса выртатчӗ; Турӑ унта сана чул хысакран шыв [ҫӑлкуҫӗ] кӑларса пачӗ, 16. кайран хӑвна ырӑ кӑтартма сана йӑвашлантарас, сана сӑнас тесе Вӑл пушхирте сана [эсӗ хӑв та,] аҫусем те пӗлмен манна ҫитерсе тӑчӗ, 17. ҫакна Вӑл эсӗ хӑвӑн ӑшӑнта: «ҫак пуянлӑха эпӗ хамӑн вӑйӑмпа, хамӑн тӗреклӗ аллӑмпа турӑм» тесе ан шухӑшлатӑр, 18. Ҫӳлхуҫана, хӑвӑн Турруна, асра тыттӑр тесе турӗ, мӗншӗн тесессӗн пурлӑх туса пуянлӑх тупма сана Вӑл вӑй парса тӑрать, ҫапла ӗнтӗ, халь тунӑ пек, Хӑй аҫусене тупа туса панӑ халала вырӑна килтермелле пултӑр, терӗ.

12. Когда будешь есть и насыщаться, и построишь хорошие домы и будешь жить [в них], 13. и когда будет у тебя много крупного и мелкого скота, и будет много серебра и золота, и всего у тебя будет много, - 14. то смотри, чтобы не надмилось сердце твое и не забыл ты Господа, Бога твоего, Который вывел тебя из земли Египетской, из дома рабства; 15. Который провел тебя по пустыне великой и страшной, где змеи, василиски, скорпионы и места сухие, на которых нет воды; Который источил для тебя [источник] воды из скалы гранитной, 16. питал тебя в пустыне манною, которой [не знал ты и] не знали отцы твои, дабы смирить тебя и испытать тебя, чтобы впоследствии сделать тебе добро, 17. и чтобы ты не сказал в сердце твоем: «моя сила и крепость руки моей приобрели мне богатство сие», 18. но чтобы помнил Господа, Бога твоего, ибо Он дает тебе силу приобретать богатство, дабы исполнить, как ныне, завет Свой, который Он клятвою утвердил отцам твоим.

Аст 8 // .

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех