Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тыттарнӑ (тĕпĕ: тыттар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Укҫуне илсе тыттарнӑ чухне тата Кӗлсулттан кинемей тӗлӗнмелле сӑмах та каланӑччӗ: «Ӗлӗк-авал чи чаплӑ паттӑрсем ҫеҫ кӑвак ҫӗмренпеле пенӗ. Кӑвак ҫӗмрен — тасалӑх палли, чӑнлӑха юратнин, халӑхшӑн тӑнин палли», — тенӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Сутӑнчӑк шӑпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫар операцийӗ пуҫлансанах Украинӑн ҫамрӑк салтакӗсенчен чылайӑшӗ пирӗннисене хӑйсемех парӑннӑ, вӗсене ирӗксӗрлесе пӑшал тыттарнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Хӗрес ҫакмасӑр ҫӳреместӗп» // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... cyremestp/

Трофим пек ырӑ ӑс тыттарнӑ качака такине кашни ялтах «паспортласан» та ытлашши пулмӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Хӑй, тулли кӗлетке-тултармӑш, кӳнчӗк тыттарнӑ, хӑма тӗрриллӗ шурӑ катанпир кӗпепе, хӑмӑр саппунпа, пуҫне вӗтӗ-вӗтӗ кӑвак тӗрӗллӗ шурӑ сатин тутӑр ҫыхнӑ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

— Тен, ку вупкӑн хӑйӗн хура ӗҫне тума мана та ӑс тыттарнӑ?

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Пӗрремӗш ҫӗнтерӳ ячӗпе сана, Ревлен Петрович, — путевкӑсене тыттарнӑ чух ҫамрӑк ҫыннӑн аллине тытса чӑмӑртарӗ цехком председателӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ҫак темрен хаклӑ япалана ҫухатасран хӑранӑн асӑрханса тыттарнӑ тӗркене класс ертӳҫи аллине илсен ачасене хӑвӑрт шӑпланма ыйтать, хаваслӑн ҫапла калать:

Куҫарса пулӑш

Вӗрентекен — пӗлӳ хуҫи, телей тӗнчин чӑн-чӑн уҫҫи… // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/02/14/%d0%b2e%d1% ... 3cc%d0%b8/

Вӑл вирьял хӗрӗсем пек тумланнӑ: аркӑ-ҫанӑ вӗҫӗсене тӗрленӗ, чӗнтӗр тыттарнӑ шурӑ кӗпепе, симӗс пурҫӑн саппунпа, симӗс йӑпӑрка тутӑрпа; пуҫне тӳрӗ тытнӑ, илемлӗ чакӑр куҫӗсем хаваслӑн ҫиҫсе тӑраҫҫӗ, тута хӗррисем кӑштах ҫӳлелле ҫӗкленнӗ, хӗр кӗҫ-вӗҫ кулса ярассӑн, сӑмах хушассӑн туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

IX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Йӗркене пӑсакан водительсене пирӗн инспекторсем пӗрре мар чарса административлӑ явап тыттарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Саккунлӑхшӑн тӑрӑшасси — тӗп тӗллев // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/01/20/%d1%81%d0%b ... %b5%d0%b2/

Ҫав вӑхӑтрах ҫул ҫитмен ачасем административлӑ йӗркене пӑснӑ пирки протоколсем ҫырма та тивнӗ, 28-ӑшне явап тыттарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Саккунлӑхшӑн тӑрӑшасси — тӗп тӗллев // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/01/20/%d1%81%d0%b ... %b5%d0%b2/

Вӗсем пурте хулӗсем ҫине хурапа тыттарнӑ хӗрлӗ хӑмач татӑкӗсем ҫыхнӑ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Арӑмне эрехле те укҫалла полици аллине тыттарнӑ Якур йытӑ вилӗмӗпе вилет.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

— Тӗлӗнмелле, укҫа тыттарнӑ чухне эпӗ аван ывӑлччӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ӑна РФ Пуҫиле кодексӗн 292-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе явап тыттарнӑ.

Он был привлечен к ответственности по части 1 статьи 292 Уголовного кодекса РФ.

Янӑш шкулӗн директорне явап тыттарнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/33793.html

Карчӑкӗ ман, ухмахскер, Уҫӑпа вунӑ тенкӗ таран укҫа тыттарнӑ, пӗр хутаҫ ӗҫме-ҫиме тултарса янӑ, — тарӑхрӗ кил хуҫи.

Куҫарса пулӑш

Якку атте шӑпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Уринчи хӗрлӗ сӑран тыттарнӑ романовски шурӑ кӑҫаттисем урайне тӗреклӗ пусаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Рамине йӗри-таврах хура хӑю тыттарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хурлӑхлӑ пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тупа тунӑ хыҫҫӑн шертнӑй грамота тыттарнӑ чухне хырҫӑ-куланай эсир ӗлӗк Хусан ханӗсене тӳленӗ чухлӗ тӳлетӗр тесе шантарнӑ, илессе вара чылай ытларах илнӗ, вырӑнти халӑх валли халиччен пулман тӗрлӗ хырҫӑ-марҫӑ шутласа кӑларнӑ.

Куҫарса пулӑш

1. Курманӑн курас килет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Патшана алтӑр тыттарнӑ хӗр ача турӑш пирки калаҫасшӑн та пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Атӑл тӑрӑх — тӑвалла // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чи кӑсӑкли пухӑннӑ халӑхшӑн ылтӑн тӗслӗ рамӑпа тыттарнӑ турӑш пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Атӑл тӑрӑх — тӑвалла // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех