Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тыттарнӑ (тĕпĕ: тыттар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Питӗ аван! — кӑшкӑрса илет Павлик Завьялов хӑйне тыттарнӑ ҫырӑва вуласа тухнӑ хыҫҫӑн.

Куҫарса пулӑш

13. Павликӑн вӗҫес килет // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Эпир ӑна ҫӑраҫҫи тыттарнӑ.

Куҫарса пулӑш

XXIX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Укҫӑра тыттарнӑ хыҫҫӑн «йӗрке хуралҫин ӗҫченӗ» тӳрех ҫухалать.

Куҫарса пулӑш

Алло, пур укҫӑра та парӑр // Надежда РОДИОНОВА. https://ursassi.ru/articles/%D0%A5%C4%83 ... -r-3431914

Уйрӑмах ҫакӑ пӗр-пӗр айӑпшӑн явап тыттарнӑ чухне сисӗнет.

Особенно много разногласий в вопросе о наказаниях.

Ӗмӗтленнӗ айӑплав // Аҫтахар Плотников. https://t.me/senkapkan/307

Ӳсӗр арҫынна ӗҫлеме ирӗк панӑ ҫынна, ертӳҫе, явап тыттарнӑ.

Человек, который допустил нетрезвого работника на рабочее место, был привлечен к ответственности.

Ӳсӗр ҫынна ӗҫлеме ирӗк панӑшӑн судра явап тытнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35521.html

Аллине тыттарнӑ кӗреҫесем кансӗрлерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Те ыран-паян ҫумӑр пуласса, — терӗ карчӑк, ӑна сӑра курки тыттарнӑ май.

Куҫарса пулӑш

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Кӑшт тӑрсан вӑл чӑлт шурӑ та йӗпеннӗ шур ҫеҫке пек витӗр курӑнакан кӗпепе, аркине икӗ рет кӑвак, хӗрлӗ хӑю тыттарнӑ симӗс пурҫӑн саппунпа, шӑлан ҫеҫки тӗслӗ патис тутӑрпа кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Эпӗ, профессор тыттарнӑ хаҫата илсе, Белянская ҫинчен ҫырнӑ статьяпа ҫиелтен куҫпа йӗрлекелерӗм.

Куҫарса пулӑш

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Раҫҫей кунӗнче Раҫҫей Федерацийӗн ҫамрӑк яш-кӗрӗмне, ятарлӑ ҫар операцийӗсене хутшӑннӑ паттӑрсен ывӑлӗсемпе хӗрӗсене паспортсем парса чысланӑ, вӗренӳре ҫитӗнӗсемпе палӑрнисене, спортсменсене, республикӑн маттур та пысӑк тавра курӑлӑ ҫамрӑкӗсене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура документа алла тыттарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Раҫҫей кунӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев республикӑри 12 шкул ачине паспорт парса чысланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/06/13/racc ... kolaev-res

Пирӗн пата урӑх килмерӗ вӑл, хут татӑкӗсене шофера тыттарнӑ хыҫҫӑн шпалсем тӑрӑх кран еннелле утрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Эппин, ма ӗҫлемелле ман ремстройра, ун чухлӗ укҫа хӑҫан тыттарнӑ вӗсем мана?

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Усӑ курас тесен вара, ик алла тыттарнӑ пӗр ӗҫ тӗлне пӗлни ҫеҫ ҫитмест, пит правур пулмалла, ӑс-пуҫа вӗретсе ҫеҫ тӑмалла.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Саккунсен йӗркине пӑснӑшӑн, вӑхӑтра шалу укҫипе халӑха тивӗҫтерейменшӗн административлӑ майпа должноҫре тӑракан 7 ҫынна явап тыттарнӑ, пӗтӗмпе 85 асӑрхаттару туса хӑварнӑ регионти предприятисемпе организацисенче тӑрӑшакансене.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енре ӗҫ укҫипе парӑмсен виҫи 26 млн ытла пухӑннӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/30/chva ... -itla-tenk

Ӗҫпе тивӗҫтерекен ултӑ ҫынна административлӑ явап тыттарнӑ, 21-шне вара асӑрхаттарса хӑварнӑ – ҫакӑ тӗрӗслев кӑтартӑвӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫ укҫине вӑхӑтлӑ памалла // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60519

Вӑл вара лаҫри сӗтел хушшине вырнаҫса ларнӑ та Сулагаева кӗҫех «Пурнӑҫ курки» сӑвӑ тыттарнӑ: «Ҫакӑн пекрех ҫырмашкӑн ҫун, ҫапла калать сана ман чун».

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Кунта, колхозра, Варламов сарӑмсӑр вилнӗшӗн Сулагаев ывӑлне Пурхилене явап тыттарнӑ: ара, вӑл колхозри хӑрушсӑрлӑх техникин инженерӗ-ҫке.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Иртнӗ эрнере ҫеҫ типӗ курӑк ҫунтарнипе Муркаш районӗнче 2 ҫынна, Ҫӗнӗ Шупашкарта пӗр ҫынна явап тыттарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Типӗ курӑк ҫунать // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60701

Вӗсене «Чӑваш Республикинчи административлӑ право йӗркисене пӑсни ҫинчен» Чӑваш Республикин Саккунӗн 10.9 статйин 1 пайӗпе килӗшӳллӗн явап тыттарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Каласан та итлемеҫҫӗ-и? // С.АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2023/04/28/%d0%ba%d0%b ... ce-%d0%b8/

Эпир унпа пӗр группӑнах лекрӗмӗр, хамӑра экзаменсем тыттарнӑ профессор патӗнчех вӗрентӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех