Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тытсанах (тĕпĕ: тыт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Туссем ман патӑма каҫхи апат ҫиме килеҫҫӗ, эсир ҫителӗклӗ пулӑ тытсанах, ман пата илсе килӗр, — терӗ хуҫа.

— Мои друзья придут ко мне ужинать, — сказал он, — и потому, как только вы наловите достаточно рыбы, принесите ее сюда.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // .

Ман пата улӑхрӗ вӑл, мӗскӗн, анчах кӑштах кая юлчӗ: вал юпаран ярса тытсанах, лешсем ун ҫийӗнчен ҫӗнӗ диагональ йӗмне те, ылттӑн тӳмеллӗ пиншакне те, аялти кӗпи-йӗмне те туртса антарчӗҫ.

Полез он, бедняга, ко мне, да опоздал малость: как только он ухватился за столб, они с него в один секунд спустили и новые дигоналевые штаны, и форменный пиджак с золотыми пуговицами, и все исподнее.

XXV сыпӑк // .

Хӑйӗн кӗрешӗвне те, унӑнне те пӗр харӑс пӗтерес тесе, Ольга тепӗр чухне Штольца хай шухӑшне пӗтӗмпех пӗлтерме те хатӗр, анчах ҫапла шут тытсанах, унӑн сывлӑшӗ пӳлӗнет.

Иногда приходило ей в голову открыть ему все, чтоб кончить разом и свою и его борьбу, да дух захватывало, лишь только она задумает это.

IV сыпӑк // .

Анчах та манӑн темшӗн, трубкӑна тытсанах, алӑ чӗтресе кайрӗ, эпӗ кӗтмен ҫӗртенех урӑх номер, Кораблев номерне, персе ятӑм.

Но у меня почему-то задрожала рука, когда я снял трубку, и неожиданно я сказал другой номер — Кораблёва.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // .

Эпӗ вулама тытӑнтӑм: ку пур уйрӑм начальниксем патне те янӑ вӑрттӑн приказ иккен, вӗсене мана ӑҫта тупнӑ унта арӗслеме хушнӑ, тата тытсанах мана хурал аллине парса, Хусана, Пугачев ӗҫӗпе йӗрлесе тӗпчеме тунӑ следственнӑй комиссие ӑсатма каланӑ.

Я стал ее читать: это был секретный приказ ко всем отдельным начальникам арестовать меня, где бы ни попался, и немедленно отправить под караулом в Казань в Следственную комиссию, учрежденную по делу Пугачева.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк. Арӗслени // .

Анчах вӑл ҫапла шухӑшлани малтан нимӗне те ӑнланмасӑр шухӑшлани пулчӗ, мӗншӗн тесен вӑл аяккалла кайма шут тытсанах, Том, ӑна булавкӑпа чиксе каялла ҫавӑрса, унӑн ҫулне урӑх еннелле кӑтартса ячӗ.

Но это было преждевременно: как только он, преисполнившись благодарности, пустился наутек, Том загородил ему дорогу булавкой я заставил свернуть в сторону.

7-мӗш сыпӑк. Сӑвӑса чуптарса ҫӳрени тата аманнӑ чӗре // .

Екатерина пуҫласа аллине киҫтӗк тытсанах дизайнер-художник пулма ӗмӗтленнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗмӗтне пурнӑҫа кӗртнӗ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех