Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тытнине (тĕпĕ: тытни) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнче транспорт полицийӗн ӗҫченӗсем Атӑл ҫинче рейд ирттернӗ вӑхӑтра арҫын тетелпе пулӑ тытнине асӑрханӑ.

Куҫарса пулӑш

41 пулӑ тытнӑшӑн пуҫиле ӗҫ пуҫарасшӑн // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35748.html

Унтан каллех, таҫтан ҫурла тивнипе пулас, кайри урипе тапса аякран хытӑ чӗрсе илчӗ те ҫӗре сиксе анчӗ, ҫӗнӗрен тапӑнма лӑпчӑнса ларчӗ, анчах — Укахви ҫурлине касмалла май ӑна хирӗҫ тытнине асӑрхаса-ши — сикмерӗ, тапӑнма меллӗрех вырӑн шыранӑ пек, хуллен ҫын тавра ҫаврӑнчӗ, ҫывӑхри ҫӑка вулли ҫине сикрӗ те каялла ҫаврӑнса пуҫчиккӗн ҫакӑнчӗ, ҫын ҫине кӗҫ-вӗҫ ыткӑнас пек, симӗс куҫне чарса пӑхрӗ…

Куҫарса пулӑш

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Вӗсем пысӑк мар чӗрчунсене тытнӑ, мӗн тытнине кашни хӑй килне сӗтӗрнӗ тет.

Ловили они мелких животных, которых приносили каждый в свое жилище.

Арҫынсем мамонт тытма кайни ҫинчен // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/248

Халех пӗлес килчӗ ун Хветура мӗнле шухӑш тытнине, Хветура хӑй пуҫласа хӑй вӑхӑтсӑр татнӑ калаҫӑва халех тепӗр хут сыпӑнтарса, вӗҫне тӗвӗлес килчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Сидоркина вӑл Григориу мӗнле шухӑш тытнине каласа панӑ та ӗнтӗ, лешӗ…

Куҫарса пулӑш

XXVII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Пӗлетӗр-и эпӗ мӗнле шухӑш тытнине? — ыйтрӗ вӑл кӑмӑлне уҫнӑҫемӗн уҫса.

Куҫарса пулӑш

X // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Чирӗн виҫҫӗмӗш тапхӑрӗнче ҫутта, сасӑ панине, хӑйне тытнине, лекнине те туйми пулаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗне урни // А.СИДОРОВА. http://елчекен.рф/2023/06/02/e%d0%bd%d0% ... %bd%d0%b8/

Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменне мӗнле тытнине тӗрӗслекен 35 пунктра сӑнав хатӗрӗсене вырнаҫтарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Экзаменсем пуҫланаҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=XAk3O-XgdnQ

Округ пуҫлӑхӗ Андрей Тихонов «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ» хаҫат Вӑрнар тӑрӑхӗнчи хыпарпа туллин паллаштарнине, вырӑнти влаҫпа тачӑ ҫыхӑну тытнине палӑртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗп редакторсем Вӑрнарта канашларӗҫ // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12709-t- ... anashlar-c

Ачасем класа таврӑннӑ ҫӗре учитель текехрен кушак ҫурисӗр пурӑнма пултарайманнине ӑнланнӑ ӗнтӗ, ӑна киле илсе кайма шут тытнине пӗлтерчӗ.

А когда дети вернулись в класс, она уже не представляла своей жизни без котенка и забрала его домой.

Портфельсем // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/567

Ку вӑхӑт тӗлне эпӗ кресло ҫинче тӗлӗрсе е шӑкӑл-шӑкӑл калаҫса пыракан юлташсем мӗнле ӗмӗтпе инҫе ҫула тухма шут тытнине кӑштах чухлаттӑм ӗнтӗ: Лисукпа Ваҫук, халь кӑна пӗрлешнӗскерсем, Казахстана ӗҫлеме кайнине, вырӑссем пекрех каласан, туй ҫулҫӳревӗ вырӑнне хураҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Тата тепӗр халӑх сӑмахӗнче Хаяр Иван патша Улатӑр вырӑнӗнче пурӑннӑ ҫынсене ҫитсе курма шут тытнине каланӑ.

Куҫарса пулӑш

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Ах, ярӑр! — кӑшкӑра пуҫларӗ хӗр хӑйне ҫав ҫынсем мӗншӗн ҫапла ҫатӑрласа тытнине ӑнлансах та ҫитеймесӗр.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ахӑртнех, Савантер хӑйне мӗнле тытнине кура вӑл калаҫу килӗшӳпе пӗтессе ӗненме тӳрех пӑрахрӗ пулас.

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тӳрех ывӑлӗ мӗн чухлӗ пулӑ тытнине пӗлме котелока ҫӗклесе пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Туссемпе хутшӑну лайӑхах мар: сиввӗн калаҫнине, хӑвӑра мӑнӑрах тытнине ыттисем урӑхла ӑнланма пултараҫҫӗ.

С друзьями не всё гладко — некоторая холодность в разговорах и характерное для вас чувство превосходства над другими может быть воспринято неправильно.

10-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

31 ҫулти хӗрарӑм хӑй тытнине йышӑнасшӑн пулман-ха, анчах йӗрке хуралҫисем видеокамерӑсене тишкернӗ.

31-летняя женщина не хотела признавать свою причастность к краже, но правоохранители просмотрели видеокамеры.

Кӳршӗ хӗрарӑмӗ укҫасӑр хӑварнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34398.html

Варвари мӗнле шухӑш тытнине зоотехникпа Лена ҫийӗнчех ӑнланса илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

«Хыпар» хаҫат вулакансемпе ҫыхӑну тытнине ырламалла кӑна.

Куҫарса пулӑш

Ҫырусӑр пуҫне ашшӗнчен нимӗн те юлман... // Галина Матвеева. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 14 с.

Интернет япӑх тытнине те асӑнчӗҫ, ҫакӑн сӑлтавӗ — ятарлӑ вышка лартманни.

Куҫарса пулӑш

Ял ҫыннин ыйту нумай // Л.ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/02/17/%d1%8f%d0%b ... 0%d0%b9-2/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех