Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тыткалама (тĕпĕ: тыткала) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Усӗр крючниксем, куракансем йӗплесе калаҫнине сисмерӗҫ пулин те, хӑнӑхман ҫӗре килсе лекнипе тӑна кӗчӗҫ, хӑйсене хӑйсем тирпейлӗрех тыткалама хӑтланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Канал тӑрӑх ҫурҫӗртен пирӗн Совет Союзӗнчи тӗрлӗ вырӑнсене ак ҫак япаласем каяҫҫӗ: вӑрман, пулӑ, ҫӗре ҫӗнетмелли удобренисем, строительство материалӗсем, ҫурҫӗрелле — тырӑ, нефть, тӑвар, пурӑнӑҫра тыткалама кирлӗ тӗрлӗ таварсем каяҫҫӗ.

По каналу идут с севера в различные места нашего Союза: лес, рыба, удобрительные вещества, строительные материалы, а на север: хлеб, нефть, соль, различные товары широкого потребления.

Сталин ячӗпе тӑракан Шурӑ тинӗс — Балтика каналӗ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Мустай кун пек чухне ҫынсен чун-чӗрине хускатма, хӑйне тыткалама пӗлет.

Куҫарса пулӑш

XXIX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Тихон Иванович умӗнче пурте хӑйсене ҫепӗҫрех тыткалама, ӑшшӑн кулкаласа илме тӑрӑшрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Кирле ӳкес мар тесе аран-аран тыткалама ӗлкӗрчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Сывлӑшра нумай вӗҫсе пухнӑ опыт, хастарлӑх, чӑрсӑрлӑх, самолета лайӑх тыткалама пӗлни май панӑ виҫӗ Героя паттӑрла ҫӗнтерӳ тума.

Куҫарса пулӑш

В. П. Чкалов музейӗнче // А. ЧЕБУРАШКИН. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 72–73 с.

Поэт сӑмаха перекетлӗ тыткалама, вырӑнлӑ вырнаҫтарма хӑнӑхса ҫитнӗ ҫын.

Куҫарса пулӑш

Тулӑх тапхӑр // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Ибрагима хӑйӗн пилӗк лашаллӑ ашшӗ выльӑхсене тыткалама вӗрентет.

Ибрагима учит обращаться с животными его отец, у которого пять лошадей.

"Башҡорт аты" Пушкӑрт йӑхӗнчи лашасен Тӗнчери фестивальне сакӑр ҫулти коневод Ибрагим Галин хутшӑнӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/news/kultura/2023-08- ... -n-3380315

Пӑхма чипер, анчах тыткалама, усӑ курма меллӗ мар.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Аликов хӗре хулӗнчен сапӑррӑн тытса пычӗ, чарӑнса тӑрсан, ун умӗнче пуҫне илемлӗн пӗксе илчӗ, кун пек чухне те хӑйне тыткалама пӗлнине пит те аван кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ун куҫӗнче темле чӑрсӑрлӑх ҫиҫсе илчӗ те, кӗлеткине мӑнаҫлӑх ҫӗклентернӗ пек пулчӗ те — мана йӗкӗт Турунов ҫинчен шухӑшлать ҫеҫ мар, ӑна хӑй умӗнче курнипе те ҫапла танлӑн ҫуталса тӑрать, хӑйне унашкал, Турунов евӗр, тыткалама тӑрӑшать пек туйӑнчӗ; ҫак мӑнаҫлӑхпа чӑрсӑрлӑх Турунова килӗшсен те, уншӑн, Аликовшӑн, унӑн чечен кӑмӑлӗшӗн, йӑлттам хусканӑвӗсемшӗн, типшӗмрех ӗлккен пит-куҫӗшӗн пачах ытлашши, пачах ют пек курӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Лешӗ, хӑйне ҫамрӑклах мӑн ҫын пек тыткалама тӑрӑшаканскер, уншӑн вара тем пекех ҫиленетчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Шӗвӗр мӑйӑхӗ сиккелеме пуҫларӗ пулин те, Сардимиров хӑйне лӑпкӑн тыткалама тӑрӑшрӗ:

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Культурӑпа кану паркӗнче эсир аппапа иксӗр хӑвӑра ӑнсӑртран тӗл пулнӑ палламан-пӗлмен ҫынсем пек тыткалама пултаратӑр.

Куҫарса пулӑш

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Ҫуртасем тӗтӗм кӑлармаҫҫӗ, тыткалама та меллӗ.

Свечи не дымят, ими удобно пользоваться.

Салтаксем валли — ҫуртасем // С.Петрова. http://kasalen.ru/2023/02/17/%d1%81%d0%b ... %b5%d0%bc/

Тӳррипе каласан, атте хӑйӗн хыттине пула тарҫӑ тытмасӑр, пире, килтисене, тарҫӑ вырӑнне тыткалама хатӗр.

Куҫарса пулӑш

XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Александр атте хӑйне либералла тыткалама хӑтланни ахаль иртмерӗ, часах унӑн лӑпкӑ та ырӑ пурнӑҫне кӗтмен инкек пӑлхатса ячӗ: ывӑлӗ семинаринчен вӗренсе тухсан ылтӑнланӑ риза тӑхӑнасшӑн пулмарӗ, ашшӗ ирӗкне пӑхӑнмасӑр, унпа ӗмӗрлӗхех хирӗҫсе, чӑваш шкулне вӗрентме кайрӗ…

Куҫарса пулӑш

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Михха хӑйне кӑмӑллӑ тыткалама тӑрӑшрӗ пулсан та, чиркӳре Микулана тапӑнни ӑнӑҫсӑр иртнине манаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Хама тыткалама пӗлмесӗр мӗн турӑм вара эпӗ?

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

А эсӗ вӑт… ют ӑрҫын умӗнче хӑвна ху тыткалама пӗлместӗн! — терӗ хыттӑн.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех