Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тытамак сăмах пирĕн базăра пур.
тытамак (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Халь Инессӑна мӗнлерех тытамак шар кӑтартрӗ-ши: чунсӑрлӑх е шиклӗ туйӑм тытамакӗ?..»

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

«Тытамак, тытамак…», терӗҫ.

«Припадочный, припадочный…»

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫак сӑмахсем пуҫне пас тытнӑ хӗрарӑмшӑн пур таврана кисрентерсе ахӑракан аҫа-ҫиҫӗмрен те хӑрушӑрах туйӑнчӗҫ: урисем лӑштӑр кайрӗҫ, аллисем тытамак вӑхӑтӗнчи пек тӑр-тӑр чӗтрерӗҫ, сывлӑшӗ пӳлӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Эс пилӗкҫуллӑха манран малтан тултарнине пӗлсен, тытамак тытнӑ пек пӗтӗрӗнсе ӳкрӗм.

Куҫарса пулӑш

52 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Пахчара — кая юлса ҫурӑлнӑ хӗвелҫаврӑнӑш, хӗвеле хирӗҫ чӗвенсе, чӗчӗ ӗмекен пӑру пек малалла сике-сике илет, тытамак тытнӑ пек каҫӑхса кайса тапкалашма тытӑнать, хыҫаланать, е шӑнса кӳтнинчен ӑшӑнас тенӗ майлӑ, ҫулҫисене, ҫын аллисем пек, хире-хирӗҫ сӑтӑрать.

Куҫарса пулӑш

12 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Ҫӑкӑр-тӑвар хирӗҫле тенине аса илтер кӑна, тытамак тытнӑ пек чӗтре-чӗтре, мӗскӗне персе, самант кӗлӗмҫӗ кӗрӗкӗ айне чӑмса ҫухалать.

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Пӗтӗм кӗлеткин ҫӳлти ҫур пайӗ тӑртанма, туртӑнма пуҫланине туйса, халӗ тытамак тытнӑ пекех чӗтрекенскер, мӑшлата-мӑшлата, шӑлне шатӑртата-шатӑртата, аялти-ҫӳлтине асӑна-асӑна, Пурис ҫӗлен юнне сӑхнӑ тӗлтен шӑнса хытӑрканӑ пӳрнисемпе пӑчӑрта-пӑчӑрта кӑларасшӑн самайччен муталанчӗ, вӗтеленчӗ, ҫурмаланчӗ, анчах, мӗн тӑвас тенине тума ытла та майсӑр пулнӑ пирки, унӑн тӑрмашни кӑлӑхах пулчӗ, вара вӑл ӑшши-пӑшши шӑтӑкран хӑтӑлса тухма хыпаланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫак пуҫватмӑшсен «сӗм хура чӑтлӑхӗнчен» хӑтӑлса тухаймасӑр татах тӑркаларӗ Ула Тимӗр сас-чӳ тумасӑр, ҫӗре алтса тӑратнӑ чикмек пек, тытамак тытнӑ пек ӑнран тӗнсе, чӗмленсе, вара, ӑшри уҫӑмсӑрлӑха сире-сире, пусара-пусара, каялла ҫаврӑнчӗ, йывӑҫ тураттисене, ҫамрӑк хӑва хуллисене сиркелесе, асӑрханса утӑмлакаласа, васкамасӑр хӑвалӑхран тухрӗ те хыпӑнсах малалла вӑрман «талккӑшне пусӑмлама» пуҫларӗ: шӑт-шат, ҫӑт-ҫат, чӑштӑрчӑштӑр, чӑштӑр-чӑштӑр…

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Аллисем хӑйӗн тытамак тытнӑ чухнехи пек чӗтрерӗҫ.

Руки его дрожали.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Класс журналӗн страницисене уҫма хӑтланакан аллисем тытамак тытнӑ пек чӗтреме пуҫларӗҫ.

Рука, которой он пытался перелистывать страницы классного журнала, дрожала.

Пӗрремӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Сирӗн упӑшкӑра талӑкне тӑват-пилӗк хутчен тытамак тытса пӑрахма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Йывӑр чирпе асапланакансене хӑйӗн аллипе сӗртӗннипех сыватма пултарнӑ, куҫпа пӑхса хӑракан йывӑҫсене чӗртнӗ, ваттисене ҫамрӑклатма, йӗкӗтсемпе ҫылӑха кӗнӗ хӗрсене тытамак чирӗ ертсе асаплантарма пултарнӑ тата тем те, тем те тума пултарнӑ вӑл, тет.

Куҫарса пулӑш

Пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тытамак тытать.

Падучая с ней бывает.

Тӗмерккепе Утлас // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Тытамак тытса хутлаттӑрччӗ сана, эсремет ӑраттине!»

Взять бы дубину да огреть тебя, чертово семя!..

Палламан ҫын // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вӗлер ҫакӑнта, чуна кӑлар, эс ҫын вӗлерме ӑста, анчах сан хурру пулмастӑп, тытамак чирӗ ерменскер.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗнӗ хуҫа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Иоаким Степанович пӗр вӑхӑт ҫухалса кайнӑн тӑрать те сасартӑк кулса-макӑрса ярать (ун пек тытамак унӑн унччен те пулкаланӑ иккен).

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Тытамак текенни ман пӗчӗк чухне пулнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Тытамак тытнӑ пек, темиҫе хутчен те хутлатса лартнӑ, тет, Софья Георгиевнӑна.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Чӗтретет ачана, тытамак тытать тейӗн.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Тытамак тытакан хӗрача патне илсе кайрӗҫ те кӳршӗсем, тутанса пӑхрӑм улмине.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех