Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тытаймӑн (тĕпĕ: тыт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сулахай алӑ та кирлех, ҫук алӑпа япала тытаймӑн, йӑтаймӑн.

Куҫарса пулӑш

Хумкка мучи юмах ярать // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Асту, вӗрентекенсем мӗн каланине пурне те пуҫра тытаймӑн.

Куҫарса пулӑш

Тӑмпайри «Нарспи» туйӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Анчах сӑмах ҫерҫи мар ҫав, ҫӑвартан тухсан, тытаймӑн.

Куҫарса пулӑш

X // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

— Паллах, тӗрӗсне калатӑн, Узин, сӑмах ҫерҫи мар, вӗҫсе тухрӗ-тӗк — тытаймӑн.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Ах, тусӑм Шура, ҫӑлтӑр куҫлӑ, уйӑх питлӗ хура Шура, аса илетӗп те ҫав сана, анчах мӗнле калаҫҫӗ-ха: ӗнер вӗҫсе иртнӗ кайӑка паян тытаймӑн

Куҫарса пулӑш

Тусӑм, эсӗ тусна аса ил… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 207–214 с.

Сарӑ симӗс тӗслӗ кӑштӑркаллӑ хулӑн хуйӑрпа витӗннӗ вуллине пӗччениккӗнех ытамласа тытаймӑн.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Хӑваласа тытаймӑн.

Куҫарса пулӑш

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чее тата хӑй: ҫерҫие эс кӑсӑяна тытнӑ пек тапӑ лартса часах тытаймӑн.

Куҫарса пулӑш

Сӑтӑрҫӑ ҫерҫисем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 43–47 с.

— Ӑна пуртӑпа тытаймӑн, — тет Ваҫли.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Сӑмахна тытаймӑн та, вара манӑн ҫут тӗнчере тӑр-пӗччен тӑрса юлас-и?

Вдруг ты не сдержишь слова, и останусь я одна-одинешенька на белом свете!

Виҫӗ тӗрленчӗк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Кӳлсе тӑратмӑн телее, Тилхепине тытаймӑн кӑрӑн, Ҫула пӳлсессӗн те ие, Ӑна хушаймӑн: «Сирӗл, пӑрӑн!»

Куҫарса пулӑш

XXXII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ҫара алӑпа тытаймӑн, — терӗ вӑл гимназиста.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Кӑсӑясене ку майпах тытаймӑн

Синицу атак не поймаешь…

VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Чугун ҫулпа тес — темиҫе пӑтшӑн вакун тытаймӑн

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ун чухне хӑрах аллупа кӗреҫе, тепринпе патак тытаймӑн.

В ту пору ты не сможешь взять в одну руку лопату, а в другую палку.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Акӑ… мана, тӑванӑм, пушӑ алӑпах тытаймӑн.

Вот… меня, брат, голыми руками не возьмешь.

«Агентсем» тата «спекулянтсем» // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Ун пек пулсан вара автоматӑн спусковой крючокне авӑнман пӳрнесемпе ниепле те хӗстерсе тытаймӑн.

Тогда негнущимися пальцами не нажмешь и на спусковой крючок автомата.

XXV сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Эпӗ — ҫил вӗт, мана куҫпа тытаймӑн.

Я как ветер, меня глазами не поймаешь.

Пӗрремӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

«Халех тытас пулӗ, унсӑрӑн нихҫан та тытаймӑн», — шухӑшларӗ студент.

«Сейчас или никогда», подумал студент.

Ҫирӗм улттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.

— Ӑна тытаймӑн ӗнтӗ — питӗ ҫӳлте пурӑнать.

— Его не достанешь — высоко живет.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех