Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

туясшӑн (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ачашланипе савнине туясшӑн тунсӑхласа ҫитнӗ икӗ юратакан чӗре пӗр-пӗрин патнелле туртӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл ҫав-ҫавах ҫупӑрласа юратнине туясшӑн пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

XX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Йывӑҫ вӑрланӑшӑн темиҫе те тытрӗҫ, ҫапах хӑй айӑпне туясшӑн мар, уншӑн шӑл хӑйрать, Дубовсене юнать.

Куҫарса пулӑш

42 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Унӑн ҫак хусканӑвӗнче нимӗнле урӑхла кӑмӑл та, юн вӗриленни те пулмарӗ-ха, Завьялов Ольӑна сыхласа хӑварасшӑн, вӑл чӑнах та чӗррине, уншӑн нимӗнле хӑрушлӑх та ҫуккине туясшӑн пулчӗ ҫеҫ.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Епле эсир ҫавна та туясшӑн пулмарӑр?

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ӑна алӑран тытсассӑн, эсӗ унӑн кӑмӑллӑ хусканӑвне туясшӑн: ҫав самантра таҫта туса пӗтермесӗр хӑварнӑ ӗҫӗ пирки мар, сан ҫинчен е эпир утса пыракан ҫакӑ курӑк пирки, е эпир пӑхса тӑракан кӗрен юханшывпа кӗрен чӑнкӑ ҫыран ҫинчен шухӑшлать вӑл, апла-тӑк, ку мана асра тытса тӑнӑпа пӗрех.

И чтобы когда ты брал ее за руку, то чувствовал бы по ее ответному движению: она в эту минуту, в это мгновение думает не о тех где-то далеко оставленных недоделанных делах, а думает о тебе или вот об этой траве, по которой мы идем, о розовой реке и розовых кручах, на которые глядим, а значит, все равно что о тебе.

Турат ҫинчи сливӑсем // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 184–189 с.

Ыратнине туяссипе туяс марри — ҫыннӑн хӑйӗн ирӗкӗнчен килет; вӑл ыратнине туясшӑн мар, вӑл ӑна чарса лартӗ.

Чувствовать или не чувствовать боль — зависит от усилия его воли: он не хочет ее чувствовать, он заставит ее утихнуть.

IV // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

Ҫӗрле вӑл хӑйне хӑй ирӗккӗн туясшӑн.

Ночью она хотела быть сама собой.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Реабилитаци центрӗнче 9 ҫулти хӗрачапа паллашнӑ, анчах час-часах макӑраканскер ҫемье хӳттине туясшӑн пулман.

Куҫарса пулӑш

Пӗрре курсах ӑнланнӑ: унӑн хӗрӗ // Ирина КОШКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех