Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тухӑҫӗ (тĕпĕ: тухӑҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗлме: июлӗн 26-мӗшӗ тӗлне районта тӗш тырӑ культурисен тухӑҫӗ пӗр гектартан 22,7 центнерпа танлашнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тухӑҫ ҫанталӑкран та нумай килет // А.СИЛИВЕСТРОВА. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/04/tu ... umaj-kilet

Тырӑ тухӑҫӗ ҫанталӑкран нумай килет.

Куҫарса пулӑш

Тухӑҫ ҫанталӑкран та нумай килет // А.СИЛИВЕСТРОВА. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/04/tu ... umaj-kilet

Пур кӑтарту та ӳсет – пухса кӗртнӗ пӗтӗм тырӑ-пулӑ тухӑҫӗ, продукцие сутса тунӑ тупӑш, хывакан инвестицисем.

Растут все показатели – валовой сбор урожая, выручка от реализации продукции, инвестиции.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Тырӑ тухӑҫӗ пысӑк пулни чӑнахах та савӑнтарать ӑна.

Куҫарса пулӑш

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Ҫӗре ҫулран ҫула лайӑхлатса пырсан кӑна тырпул тухӑҫӗ ӳсет.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ ӗҫ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ҫакӑн пек хӑтланни нимӗнле наукӑпа, тӗпчевсемпе ҫыхӑнман, ҫыхӑнсах кайман пулсан та, унӑн тухӑҫӗ пур…

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш ҫывӑрнӑ чух тутар пӗрре те ҫывӑрмасть...» // Микулай Павловский. https://ok.ru/nikolay.pavlovskyyurgisenk ... 6538682458

2022 ҫулта регионти хӗвел ҫаврӑнӑшӗн вӑтам тухӑҫӗ гектартан 15,5 центнерпа танлашнӑ, 303 пин гектар ҫӗр лаптӑкӗ ҫинчен пурӗ 449 пин тонна хӗвел ҫаврӑнӑш вӑррине ҫапса илнӗ.

В 2022 году урожай подсолнечника в регионе составил более 449 тыс. тонн при средней урожайности 15,5 ц/га, засеяно было 303 тыс. га.

Ҫу туса илекен культурӑсен 80% ҫапнӑ // Инга Алексеева. https://ursassi.ru/news/uy-khir-sem/2023 ... pn-3491066

Чишма районӗнче сахӑр кӑшманӗн чи пысӑк тухӑҫӗ – 118,5 пин тонна, Благовар хуҫалӑхӗсем 61 пин тонна, 52 пин тонна – Альшей хуҫалӑхӗсем пухнӑ.

Самый весомый урожай свеклы убрали в Чишминском районе – 118,5 тыс. тонн, 61 тыс. тонн собрали благоварские хозяйства, 52 тыс. тонн – альшеевские.

Пушкӑрт ҫӗрӗнче сахӑр кӑшманӗн виҫҫӗмӗш пайне яхӑн пуҫтарнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/yal-khu-al-k ... rn-3455406

Регионта ҫу вӑрлӑхне пӗтӗмӗшле 57 пин тонна пухнӑ, вӑтам тухӑҫӗ гектар пуҫне 16 центнерпа танлашнӑ.

Валовой намолот маслосемян в регионе составил 57 тыс. тонн при средней урожайности 16 ц/га.

Пушкӑртра 57 пин тонна хӗвелҫаврӑнӑш вӑрлӑхӗ пухса кӗртнӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/yal-khu-al-k ... tn-3454088

Ун хыҫҫӑн, чӑнахах та, майӗпен-майӗпен сӗт тухӑҫӗ каллех ҫӗкленчӗ.

Куҫарса пулӑш

VII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

- Кӑҫалхи ҫулшӑн кукуруза тухӑҫӗ лайӑх пулнине палӑртмалла.

Куҫарса пулӑш

Уй-хир ӗҫӗсене вӑхӑтра тата пахалӑхлӑ пурнӑҫланӑ // Татьяна СЕМЕНКО. https://ursassi.ru/news/uy-khir-sem/2023 ... an-3435381

Пӗрчӗллӗ культурӑсен вӑтам тухӑҫӗ пӗр гектартан 18 центнерпа танлашнӑ.

Куҫарса пулӑш

Уй-хир ӗҫӗсене вӑхӑтра тата пахалӑхлӑ пурнӑҫланӑ // Татьяна СЕМЕНКО. https://ursassi.ru/news/uy-khir-sem/2023 ... an-3435381

Уйрӑм тырӑсенчен урпа тухӑҫӗ (кашни гектар пуҫне 30,5 центнер) савӑнтарать.

Куҫарса пулӑш

Хирсем тырпултан пушанаҫҫӗ // Минзаит Зайнуллин. http://kasalen.ru/2023/08/18/%d1%85%d0%b ... %ab%d3%97/

Ингушети пуҫлӑхӗ, хӑй енчен, кӑҫал тырпул тухӑҫлӑхне ӳстернине ҫирӗплетнӗ — пӗтӗмӗшле тырпул тухӑҫӗ 280 пин ытла тоннӑпа танлашнӑ.

Глава Ингушетии, в свою очередь, подтвердил увеличение урожайности в этом году — общий урожай зерновых составил более 280 тыс. т.

Путин Ингушети пуҫлӑхӗпе регионти тырпул тухӑҫне сӳтсе явнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... vn-3390456

Мӗншӗн тесен вӑл – савӑнӑҫ кӳрекен, ыранхи кунра шанчӑклӑх паракан чылай ҫын ӗҫӗн тухӑҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Каменщика вӗреннӗ, комбайнер пулса тӑнӑ // Ирида МАТНИЯЗОВА. https://ursassi.ru/articles/professi-ynn ... -n-3389069

«Тыр-пул тухӑҫӗ япӑх мар пулмалла, мӗнпур элеватор, типӗтекен комплекссем тырӑ йышӑнма хатӗр.

Куҫарса пулӑш

Вырма умӗн министр уй-хирсене ҫитсе ҫаврӑннӑ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/07/14/%d0%b2%d1%8 ... %ab%d0%b0/

С.Волков хресчен-фермер хуҫалӑхӗнче купӑста 3000 тонна пухса кӗртнӗ, тухӑҫӗ - 600 центнер.

Куҫарса пулӑш

Районӑн 2022 ҫулхи социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвӗ тата 2023 ҫулхи тӗллевсем // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/rajonan-2022-culx ... evsem.html

Ҫакӑн пек ӗҫӗн тухӑҫӗ, паллах, калама ҫук пӗчӗк пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тутлӑ ҫӑкӑр // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 380–385 с.

Ҫакна кура тыр-пул тухӑҫӗ ҫулсерен ӳссе пынӑ.

Куҫарса пулӑш

Евлалия Васильева агрономӑн пурнӑҫ уйӗ // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2023/06/02/%d0%b5%d0%b ... 83%d0%b9e/

Тырӑ тухӑҫӗ пысӑкрах пултӑр тесе вӑл акӑ акнӑ уйсен лаптӑкне пӗчӗклетсе кӑтартать.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех