Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тухас (тĕпĕ: тух) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑрансан хӑна хваттертен тухас тенӗ.

Проснувшись, гость решил выбраться из квартиры.

Улатӑр арҫынни балкон ҫинчен персе аннӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/35497.html

Октябрьти социализмлӑ аслӑ революци ҫӗнтернӗ хыҫҫӑн пирӗн ҫӗршыври ӗҫ ҫыннисем наука ҫитӗнӗвӗсене хӑвӑрт алла илме, вӗренсе хӑйсен пӗлӗвӗсене ӳстерсе пыма, ҫутта тухас ӗҫе анлӑн сарса яма чаплӑ майсем тупрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Хирӗҫӳ тухас хӑрушлӑх пур, ҫавӑнпа чӑтӑмлӑ пулӑр.

Есть также вероятность ссоры, поэтому нужно проявить терпения и вежливость.

26-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Сиксе тухас пек тапакан чӗри лӑпланасса вӑрахчен кӗтсе выртатчӗ вара…

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

— Сирӗн мӗн, гражданин, хулиганствӑшӑн пӗр вунӑ талӑк ларса тухас килет-и? — ҫухӑрсах ячӗ шалти хӗрарӑм.

Куҫарса пулӑш

2 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Ҫынни ҫамрӑк-ха Андроновран аслӑ пулас ҫук, питҫӑмартисем кӳпшек те хӗп-хӗрлӗ пӳрнепе кӑшт пуссанах юн тухас пек, анчах тем тума-ҫке сӑнне-питне вӑл II-мӗш Александр патша евӗрлӗ туса лартнӑ: тулли янахӗсем ҫинче тем пысӑкӑш бакенбард, ик еннелле ҫунат пек сарса янӑ уссийӗ хӑлха патнех ҫитет.

Куҫарса пулӑш

2 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Урасем, кунӗпе ута-ута, ҫурӑлса тухас пек тӗлкӗшрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

7 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Шыв ӗҫнипе вара Анукӑн тула тухас килсе кайрӗ, анчах ыйтма хӑяймасть.

К тому же Анук от воды захотела в туалет, да спросить стесняется.

Кил тени мӗн тени // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/386

Ак эпӗ ыттисенчен каярах сӗт сӑватӑп-ха та халь, — ай, чӗре вӑркать, тепӗр чух сиксе тухас пек тапать!

Куҫарса пулӑш

Аля-Алевтина // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 386–391 с.

— Ӳлӗм те ҫапла ӗҫлес пур, парторг юлташ, хире те тухас ҫук, тракторист ятне те йӑтса ҫӳрес ҫук, — тет, куҫӗсене ҫутатса.

Куҫарса пулӑш

Тутлӑ ҫӑкӑр // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 380–385 с.

Ват ҫынсем вӑййа тухас ҫук-ха, ват ҫынсем туя та каяс ҫук.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Пире, тахҫанах асран тухас пӗрремӗш арӑмӗн йӑмӑкӗсене, тӑван ачисем вырӑнне хурса ӳстерчӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Интереслӗ те-ҫке, чӑнах та, юман пек тӗреклӗ, юн пӗрхӗнсе тухас сӑнлӑ ҫын (ларасса та вӑл улӑпла вӑй-хӑвачӗ кӗрлесе каясран асӑрхансах ҫапла хускалмасӑр, аллисемпе чӗркуҫҫийӗсем ҫине тӗревленсе ларнӑн, калаҫасса та ҫавӑнпах хуллен, васкамасӑр калаҫнӑн туйӑнать) тепри кӑмӑл-туйӑм пуянлӑхӗпе ҫепӗҫлӗхне чи мала хурса калаҫнине итлеме.

Куҫарса пулӑш

XXV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Килес-тӗк эс кӗтмесен те килет, килес кӑмӑлӗ ҫук пулсан, тепре кайса чӗнсен те тухас ҫук.

Куҫарса пулӑш

XXIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫак ырӑ ӗҫе те вӑл усал ӗмӗтпех — Калис умӗнче мухтава тухас, ун пуҫне ҫавӑрас, ӑна хӑй аллине кӗртсе ӳкерес ӗмӗтпех тунӑн, Калиспа амӑшне вӑл хӑй машинине ҫав ӗмӗтпех лартнӑн, кашни сӑмаха ҫав ӗмӗтпех каласа пынӑн туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Чӗри сиксе тухас пек тапать Думитрун, ӑшӗнче вут ҫунать — ҫӑмӑл мар ӑна кунтан кайма…

Куҫарса пулӑш

XVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Надя пуҫне чиксе, тутине юн пӗрӗхсе тухас пек ҫыртса ларать.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ыратнине ҫӗнтерес тесе, вӑл куҫ сиксе тухас пек, тӑнлавсенчен юн тапса тухас пек шӑлне ҫыртса лартать.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Анюк ман плаща хывса илсе пӑтана ҫакрӗ те алӑк патӗнче диван ҫинчи ҫуса типӗтнӗ хыҫҫӑн якатма ӗлкӗреймен кӗпе-йӗме пӗр хӗррине тӗртсе хучӗ, мана хулран тытсах лартрӗ, хӑй те ларчӗ, сӑмах вӗҫне нихӑҫан та тухас ҫук пек калаҫса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ҫӗрулмилле вутӑ туянса килес шутпа инҫе ҫула тухас хуйхӑ ҫук халь.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех