Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хреснашшӗ ун ҫине виртлешӳллӗ шеллӗхпе пӑхса илнӗ, унтан, тутипе чӑплаттарса: — Ҫакӑн ҫинчен ӑслӑ-пуҫлӑ ҫын нихҫан та ыйтмасть, — тесе хунӑ.
IV // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Питне мӗскӗннӗн пӗркелесе, хулӑн тутипе кулӑшлӑн кавлекелесе, вӗрентекен вӗсене пурне те хӑтӑрса илнӗ, анчах та вӑл ятлани Ежова нимӗн чухлӗ те чарайман, вӑл халлех: — Юрӗ, Смолин! Астутарап-ха сана — ҫак элекшӗн… — тесе юнавлӑн пӑшӑлтатнӑ.
III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Зорька ман пата пычӗ те, йӗперех тутипе ман алла тӗккелеме пуҫларӗ.
4. Летчиксен «тусӗ» // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Мимус тӑкнӑ чее шӑршласа пӑхать, ӑна тутипе тӗртсе илет, аллисемпе хыпашлам пек туса йӗпеннӗ пӳрнисемпе ҫӑварне чиксе пӑхать.Мимус нюхает пролитый чай, тычется в него губами, трогает руками, лижет мокрые пальцы.
Михел хӑйӗн ятне улӑштарать // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.
Лео ҫавӑнтах хӑйӗн тутипе хуллен те ерипен Васькӑна мӑйӗнчен ачашлама тытӑнчӗ.
Лео Васькӑна мӗнле вӗрентни ҫинчен // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.
Вӗренекенсем вӗсене кам епле пултарнӑ, ҫапла уҫкаласа лараҫҫӗ: сысна — хӑйӗн пилӗк пус пек ҫаврака сӑмсипе, ашак — тутипе, пеликан — хачӑ пек вӑрӑм сӑмсипе, тинӗс арӑсланӗсем — ҫунатурисемпе уҫкаласа хупаҫҫӗ.
Класри доска умӗнче // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.
Малтанах сехӗрленсе хунӑран, ни сирӗлин-сирӗлме, ни туртӑнин-туртӑнма ӑн ҫитереймерӗ хӗр, кӑштахран тин, йӳҫ-ҫинчен ытла пылакӗ техӗмленнине сиссен, йӗкӗт вӗрилентернӗ тутипе хӑех тивӗҫлӗ салам ячӗ.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Матвие каласа пӗтерме памарӗ Кӗҫени, паҫӑр ун ытамӗнчен ҫӑлӑнасшӑн хиркеленекенскер, упӑшки сӑмахӗсене тӑнласа шӗлтӗркенӗскер, сасартӑк чӗвен тӑчӗ те, арҫынннин мӑйне аллисемпе ыталаса, ун тутине хӑй тутипе лап хупласа та хучӗ.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
— Эппин, хуп-ха куҫна (эсӗ куҫна хупнӑччӗ ун чухне, аса илтерем), — Матви чӑрлаттарса пӑхакан Кӗҫение хӑй ҫумне ҫӑттӑн пӑчӑртарӗ те, арӑмӗн тути ҫинчи сӗткенне пӗтӗмпех ӑшне сӑрхӑнтарасла, ҫав йӗрӗлчене тутипе вӑрахлӑха тӗкӗнсе тӑчӗ.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Вӑл канӑҫсӑр пулнӑ пек пӗрмаях сӑран картузне тыткаласа пырать, — ӑна куҫ ҫинеллех антарса лартать, тутипе мӑкӑртатать те мӗн тӑвасси ҫинчен шухӑшланӑ пек йӗри-тавра пӑхкалать; картузне ӗнси ҫинелле тӗртсе ярать, ҫамрӑкланса каять те, тем кӑмӑла каякан япала ҫинчен шухӑшласа, усси ҫинелле пӑхса йӑл кулать, унӑн ӗҫ нумай пулнине те, шыв ерипен ҫеҫ чакни ӑна пӑшӑрхантарнине те ӗненес килмест, — ун пуҫӗнче темле ӗҫ шухӑшӗсем мар пулмалла выляса тӑраҫҫӗ.
XVI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Хӗр тӑрса ларчӗ, тӗттӗмре ун аллине шыраса тупрӗ те, ун ҫумне тутипе ҫыпӑҫрӗ, пӑшӑлтатса: — Иисус Христос та эп каҫарнӑ пек каҫартӑр сана, — терӗ.
II // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
— Лайӑх юмӑҫ ярать, мур илесшӗ! — терӗ карчӑк, ҫинҫе тутипе йӑл кулса.— Хорошо ворожит, ей-богу, хорошо! — сказала старуха, улыбаясь своими тонкими губами.
25 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Ыттисем хушшинче уйрӑмах паллӑ вӑл: хӑйӗн ҫӳлти вӑрӑм шӑлӗсене пӗрмай тӗссӗр те ҫӳхе тутипе хуплама хӑтланать, анчах нимӗн те тухмасть ун.
Хура хӗвел // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
«Чунӑм» тенисӗр пуҫне нимӗн те калаймарӗ хӗр, пӗр саманта куҫҫульпе тӑварланнӑ тутипе каччӑ тути ҫумне вашт ҫыпҫӑнчӗ те, пуҫне пӗксе, ушкӑн хушшинчен тухса утрӗ.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Унтан, йывӑрах мар кӗлеткине палт сӗклесе илсе, ҫутӑ ӳкмен кӗтеселле талт-талт утса кайрӗ, тахҫантанпах ларма-канма тунӑ кутник сакки патне ҫитсен (Мукуҫ мучи тутарнӑ, ахӑр) — кивӗ кӗрӗк пӑрахнӑ вырӑн ҫине йывӑррӑн лашлатса тӳнчӗ, аншарли ӗҫсе кушӑрханӑ-катрашкаланнӑ тутипе Нинӑн кӑвар пек тӗлкӗшекен чӑп-чӑмӑр тутине хупласа хучӗ.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Вӑт, ҫапла, Нина, ҫара кайма та черет ҫитрӗ, — хӗрӗн ырӑ шӑршӑ кӗрекен ҫӳҫне тутипе пӑр самант чуптӑва-чуптӑва пӑтраштарчӗ йӗкӗт.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Виталий хӗре сасартӑках хӑй ҫумнелле тайӑлтарчӗ те мухмӑрпа-сухмӑрпа кушӑрханӑ тутипе унӑн кӑвар пек пӗҫерекен тутине лап ҫыпҫӑнчӗ.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Сима, вӑл чуптунисемпе киленсе, аманнӑ тӑрна пекех ҫӳҫенсе ҫунатланать, вӗри ҫулӑмпах хыпӑнса ҫунать тата, куҫӗсене хупса хурса, хӑйӗн тутипе унӑн тутине шырать.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Вӑл бинокльне, Карашай айлӑмӗнче тунӑ пек, ҫурӑмӗ хыҫне тӗксе ячӗ, тарӑхнипе чӗтрекен тутипе йывӑррӑн сывласа каларӗ:
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Ирхине Бунина хӑйӗн тулли кӑпӑш тутипе ӑшшӑн кулкаласа каллех пычӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.