Шырав
Шырав ĕçĕ:
12. Иосиф ӑна каланӑ: тӗлӗкӳ акӑ мӗне пӗлтерет: виҫӗ турат вӑл — виҫӗ кун; 13. виҫӗ кунран фараон сана асла кӑларӗ те сана каялла хӑвӑн вырӑнна тавӑрӗ, эсӗ вара хӑв ун патӗнче эрех парса тӑнӑ чухнехи ӗлӗкхи йӑлапа фараонӑн куркине унӑн аллине тыттарӑн; 14. хӑвна аван пулсассӑн, мана асна илсем, маншӑн ырӑ ӗҫ тусам, ман ҫинчен фараон умӗнче сӑмах хушсам, мана ҫак ҫуртран хӑтарсам: 15. мана еврейсен ҫӗрӗнчен вӑрласа килчӗҫ; эпӗ кунта та хама тӗрмене лартмалли ӗҫ нимӗн те туман, тенӗ.
Пулт 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл ҫапла Месопотамие, Нахор хулине тухса кайнӑ; 11. хӗрарӑмсем шыв ӑсма тухнӑ вӑхӑтра, каҫалапа, вӑл тӗвисене хула тулашне, шыв пусси патне, чарса тӑратнӑ та 12. каланӑ: эй Турӑ, Авраам хуҫамӑн Турри! ҫав хӗре паян мана хирӗҫ кӑларсам, манӑн Авраам хуҫама ырӑлӑх тусам; 13. акӑ эпӗ ҫӑл патӗнче тӑратӑп, хула ҫыннисен хӗрӗсем шыв ӑсма тухаҫҫӗ; 14. эпӗ пӗр хӗрне: кӑкшӑмна тайӑлтар-ха, эпӗ шыв ӗҫем, тейӗп; вӑл [мана]: ӗҫ, эпӗ санӑн тӗвӳсене те [тӑраничченех] шӑварӑп, тейӗ.
Пулт 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.