Шырав
Шырав ĕçĕ:
11. Авраам ӑна каланӑ: ҫак вырӑнта Турӑран хӑракан ҫын ҫук пулӗ, мана арӑмӑмшӑн вӗлереҫҫӗ пулӗ тесе шухӑшларӑм; 12. вӑл чӑнахах та манӑн йӑмӑк пулать: вӑл — ман аттемӗн хӗрӗ, анчах ман аннемӗн хӗрӗ мар; вӑл манӑн арӑм пулчӗ; 13. Турӑ мана аттем ҫуртӗнчен ҫула илсе тухнӑ чухне эпӗ арӑма каларӑм: маншӑн ырӑ пулса ҫапла тусамччӗ: эпир кирек мӗнле вырӑна ҫитсессӗн те, эсӗ ман ҫинчен: ку манӑн пиччем пулать, те, терӗм.
Пулт 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Пурӑннӑ чухне темшӗн чылайӑшӗ атте-аннене кирлӗ пек хаклама пӗлейместпӗр туйӑнать: Турӑран ыйтса кун ҫути парнеленӗ ҫыннӑмӑрсене тав тума манатпӑр е тепӗр чухне хал та ҫитерейместпӗр, кӑмӑлӗсене хӑваратпӑр, тимлӗх те сахал уйӑратпӑр пулӗ...
Çемье ăшшин тĕпелĕнче — Узалуковсем // Альбина ЕГОРОВА. «Авангард», 2016, пуш, 4