Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тапак турамалли валашкипе ҫивчӗ пурттине илсе, ҫенӗкрен тулалла тухрӗ мучи.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
— Тракторпа ҫилос турамалли вӑл.
Машинсен выставки // Н. Маяк. «Капкӑн», 1935. — 1№ — 9 с.
Унӑн килӗнче махорка е табак турамалли машинка пурччӗ.
Махорка туртсан йытӑ ҫыртмасть // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 41–47 с.
Унтан утӑ турамалли кӗреплисене тӗрӗслесе урапа ҫине хучӗ, Сарай тӳпинчен капан варри антарса урапӑ хыҫне ҫыхрӗ.
XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Крюсе-майя ҫӑм турамалли турине ывӑтса ячӗ те киле кайма пуҫтарӑнчӗ.Тут Крёсе-Майя отшвырнула гребень, которым чесала шерсть, и сказала, что ей пора домой.
Тунтикун, декабрӗн ҫирӗм улттӑмӗшӗнче, Эмиль Катхультра пысӑк тӑкак туни, Коямнадиршӑ кашкӑр шӑтӑкне кӗрсе ӳкни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Карл Иваныч, ӑна кукамай ачасен аслашшӗ тесе чӗнет, хӑйӗн эпӗ пӗлекен хисепе тивӗҫ кукшине сасартӑк, тур пӗлет темшӗн, ҫӳҫне шӑп пуҫ варри тӗлӗнчен ҫиппе ик енне уйӑрса турамалли хӗрлӗ парикпе улӑштарнӑскер, мана ӑнланма ҫук кулӑшла ҫын пек туйӑнчӗ, ҫакна эпӗ халиччен асӑрхаманнипе хамран хам тӗлӗнтӗм.
IV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Америкӑри пуян ҫамрӑксем хушшинче ҫӳҫ турамалли ҫӗнӗ мода тухнӑ, тет, ав, акӑ, фотоӳкерчӗксем айне ҫырнӑ.— Вот под этими фотографиями написано, что среди богатой молодежи Америки пошла новая мода прически.
Ӑнсӑртран тупни // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Ӑҫта килчӗ унта ӑнланса илмелле мар пӑр татӑкӗсен йӑранӗсем тӑсӑлса выртаҫҫӗ, пӑр татӑкӗсем хӑйсене какай турамалли ҫав тери пысӑк машина витӗр кӑларнӑ пекех туйӑнаҫҫӗ.
Ылтӑн йӗлтӗрсем // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
Малтанхи вырӑнтах медицина кӗнекисемпе шкаф тӑнӑ, тумбочка ҫинче пластинкӑсемпе пӗрле патефон пулнӑ, пӗчӗк сӗтел — больницӑри столяр парни, илемсӗр тӗкӗр, ун умӗнче вара, лутра сӗтел ҫине сарнӑ чӗнтӗр ҫинче, хобочӗсене ҫӳлелле ҫӗкленӗ пӗчӗк слонсем, одеколонпа духи кӗленчисем, ҫӳҫ турамалли пысӑк тура.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Кӑштах турамалли машинӑпа выльӑх апачӗ ҫумалли машинӑна чӗн урлӑ жмыходробилкӑпа ҫыхӑнтарма юрать, кӑна тума темиҫе киловатлӑ пӗр электромотор ҫеҫ кирлӗ!
1. «Пирӗн колхозшӑн чи кирли» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Какай турамалли кӑшт ҫӗмрӗлнипе питӗ тӑкӑскӑн ӗҫлетчӗ, анчах Боря ӑна питӗ хӑвӑрт ҫавӑрчӗ те пӗр килограмм какайран часах фарш та пулса тӑчӗ.
Райка «тыткӑна» илнисем // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 101–108 с.
Турамалли тӑкӑскӑн ӗҫлет, вӑйӑм ҫитмест манӑн, анне ӗҫпе тухса кайрӗ, котлет пӗҫерме хушса хӑварчӗ.Мясорубка тугая, я сама не могу, а мама ушла и велела приготовить котлеты.
Райка «тыткӑна» илнисем // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 101–108 с.
Анчах декабрӗн 22-мӗшӗнче Иванов адъютанчӗ Каргинскинчен Вешенскине вӗҫтерсе ҫитет те командующи манса хӑварнӑ ҫӗнӗ кокардӑллӑ ҫуллахи карттусне, ҫӳҫ турамалли щеткине, аялтан тӑхӑнмалли кӗпи-йӗмӗпе ытти хӑшпӗр, вак-тӗвек япалисене кула-кулах хваттерӗнчен пуҫтарса тухса каять…
XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Прокофий чӗнмесӗр пуҫне ҫулчӗ те, вара тимӗрҫ лаҫҫине кайса, лаша кӳлсе турамалли кӗреплесем хатӗррине тӗрӗслеме тесе кайрӗ.
VI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
- 1