Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тупӑша (тĕпĕ: тупӑш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӗҫре лайӑх улшӑнусем пулӗҫ, профессире ӳсме, тупӑша пысӑклатма ҫӗнӗ майсем тупӑнӗҫ.

На работе вероятны перемены к лучшему, появятся новые возможности для профессионального роста и повышения дохода.

22-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Шупашкарти Калинин районӗн прокуратури Раҫҫей Федерацийӗн интересӗсене хӳтӗлесе Ҫӗнӗ Шупашкар хулин судне тавӑҫ тӑратнӑ — химиксен хулин ҫамрӑкӗ преступлени туса илнӗ тупӑша шыраса илме ыйтнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кунашкал услам саккунсӑр // Вӑрмар тӑрӑхӗ. http://gazeta1931.ru/urmary/12038-kunash ... -sakkuns-r

Шутласа кӑларайми выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетӗ те тупӑша тата темиҫе хут ӳстерӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫамрӑк мастер Данил Васильев ярмӑрккӑ валли йывӑҫран ятарласа хатӗрленӗ сувенирсем пысӑккисемпе тан тупӑша пӗтӗмӗшле пухмача хунӑ.

Данил Васильев-юный мастер, изготовивший специально для ярмарки, сувениры из дерева на ровне со взрослыми положил прибыль от продажи в общую копилку.

Ыркӑмӑллӑх ярмӑркки пулнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... ln-3477279

Тӗслӗхрен, ӗҫе улӑштарни е тупӑша пысӑклатни.

К примеру, смена работы или увеличение материального положения.

26-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Тен, выляса илсе тупӑша пысӑклататӑр.

Не исключено, что у вас улучшится финансовое положение с помощью неожиданного выигрыша.

26-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Эсир тупӑша пысӑклатма, хушма пултаратӑр.

Вы сможете умножить своё состояние.

25-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

кайӑк хур (кайӑк кӑвакал) халсӑрланни, ҫынран хӑрани, тайкаланса утни сисӗнсен, тытнӑ тупӑша полиэтилен миххе хурса патшалӑхӑн ветеринари службин представительне памалла;

Куҫарса пулӑш

Кайӑк-кӗшӗк грипӗ — хӑрушӑ // Д.БАЙМУШКИН. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d0%ba%d0%b ... 83%d1%88a/

«Конвертри укҫа», «сӑрӑ шалу» тата ытти те – тупӑша туллин кӑтартманнисем пур-ха.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫ укҫине вӑхӑтлӑ памалла // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60519

Хурӑнташсене асӑнсан Иккӗленчӗ тупӑша.

Куҫарса пулӑш

IX. Ылтӑн ҫӗрӗ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Шухӑшласа пӑх-ха ӗнтӗ, Матвей Александрович, хуласенчи капиталистсем, чӑнах та, тупӑша рабочисен вӑйӗпе пухаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Каллех Советра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Те пулнӑран вӑл пит сӑпайлӑ? — Кӗмен хӑйне хӑй тупӑша, Анчах юта итленӗ майлӑн, Барон халь кайрӗ шухӑша:

Куҫарса пулӑш

X // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Хуҫалӑхра туса илнӗ тупӑша пӗтӗмпех мобилизациленнӗ салтаксем валли пулӑшу фондне куҫарса патӑм», — терӗ Денис.

Куҫарса пулӑш

Йывӑрлӑхра пӗр-пӗрне ялан пулӑшар! // Екатерина Чертынова. http://kanashen.ru/2022/10/21/%d0%b9%d1% ... %b0%d1%80/

Эрне пуҫламӑшӗнче илнӗ тупӑша тепӗр ӗҫе хывмалла.

Очень важно всю полученную в начале этой недели прибыль перевложить в другое дело.

38-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫак меле пӑрахӑҫласан, бюджета укҫа сахалрах кӗме пуҫласси паллӑ, ҫавӑнпа та пухса ҫитереймен тупӑша саплаштармалли майсем шырамалли ҫинчен каланӑ канашлура.

Известно, что если эта возможность будет отменена, то в бюджет будет поступать меньше денег, поэтому на совещании о поиске способов возмещения несобранных доходов.

Олег Николаев регионсен бюджечӗсенчен кӗскелекен тупӑша саплаштармалли компенсаци механизмне ӗҫе кӗртме сӗннӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/09/08/oleg ... -cuhalakan

Хастаррисем тупӑша пысӑклатма пултарӗҫ.

Самые активные увеличат свои доходы.

21-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Енчӗке укҫа кӗрсе тӑрсан та эсир тупӑша ӳстерейместӗр, мӗншӗн тесен тӑкакланмалли тупӑнсах тӑрать.

Хотя ваш бюджет и будет стабильно пополняться, вы не сможете увеличить свои сбережения из-за непредвиденных расходов.

19-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Тупӑша ӳстермелли майсем тупӑнӗҫ.

Обнаружатся отличные возможности для роста доходов.

31-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫӑлтӑрсем тупӑша пысӑклатмалли майсем туса парӗҫ.

Планеты подтолкнут искать возможности увеличить доход.

14-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫаратса илнӗ тупӑша хӑйсенче хӑварма пултарассине пӗлтерсен, лешсем савӑнӑҫлӑн шавласа илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1236 ҫ. Пӑлхар шӑпи камра? // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех