Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хӑйне мӗн хушассине кӗтсе тӑмасӑр, вӑл тухса кайнӑ та тепӗр минутӑран ҫурри таран тултарнӑ графин илсе килнӗ; графинӗ ӑшӗнче ватӑ сунарҫӑ «таса кукуруза шывӗ» тенӗ япала пулнӑ, анчах чӑннипе вӑл ырашран тунӑскер пулнӑ.
LХIХ сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Унӑн тумтире те чаплӑрах, хӗҫпӑшалӗ пит те ӑста тунӑскер пулнӑ.
ХLI сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Хӑй ӗҫӗнчи чи кирлӗ хатӗрӗ — пӑшалӗ те — ытла тӑрӑшса тунӑскер мар.Даже ружье — главное орудие его ремесла — было чрезвычайно примитивной работы.
VI сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Камзол ҫинчен сарлака сӑран пиҫиххи ҫыхса лартнӑ, пиҫиххи ҫинче сӑрантан ҫӗленӗ йӗнӗ ҫакӑнса тӑнӑ, йӗнни ӑшӗнчен пысӑк сунарҫӑ ҫӗҫҫин хитре мар аври, пӑлан мӑйракинчен тунӑскер, курӑнса тӑнӑ.
VI сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Сӗтел-пукан таврашӗ ытах та ҫӑмӑл тунӑскер пулнӑ: кровать вырӑнне — лаша тирӗ ҫыхса карӑнтарса хунӑ сапан пекки ларнӑ, килте тунӑ икӗ пукан тата юкка йывӑҫ курпылӗсем ҫапса тукаласа янӑ ахаль сӗтел ларнӑ, — мӗнпур сӗтел-пукан таврашӗ те ҫавӑ ҫеҫ пулнӑ.
V сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Ҫапла ӗнтӗ ҫӗрлехи нӳрлӗхрен тата тропикре чӗреслетсе ҫӑвакан ҫумӑрсенчен хӳтлӗх тунӑскер, вӑл малалла каять, хӑй тӗлӗнче мӑльт-мӑльт! туса вылякан ҫӑлтӑрсем пек, ним чӗнмесӗр, хӑй тум-тирӗн хутламӗсемпе вылякан ҫеҫенхирти ҫил пек, ним хуйхӑсӑр каять.
Пролог // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Тимофеев ӑна ун патне текех ҫӗр каҫма нихҫан та кӗместпӗр, тесе сӑмах пачӗ, староста хӑй — шурӑ сухаллӑ, кӗрнеклӗ старик, Питӗр хулинче ӗлӗк мороженӑйпа сутӑ тунӑскер, партизансем панӑ кирек мӗнле задание те пурнӑҫа кӗртме хатӗрри ҫинчен макӑрса тата турра-хӗвеле асӑнса ӗнентерчӗ, анчах партизансем текех ун патне киле ан кӗччӗр, хӑйне ан пӗтерччӗр, тесе тархасларӗ.
Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Алӑкӗ кивӗ пулин те, аван, йӑлтах хулӑн хӑмасенчен ҫапса тунӑскер.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Унӑн «головной атаманӗ» Петлюра, Англипе Франци капиталисчӗсемпе договор тунӑскер, Днепр юханшывӗн сылтӑм ҫыранӗ енче банда йӗркеленӗ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Николай Степанов. Герасимов, Е. Щорс: [тулли мар вӑтам шкулсем валли] / Е. Герасимов, М. Эрлих; Н. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 208 с.
Кулленхи кунра хамӑр куҫ тӗлне пулакан арӑш-пирӗш япала ҫеҫ иккен, — ҫӗрри те суя куҫ лартса янӑ куҫлӑ, каптӑрми те ҫутатнӑ пралука Капкай лаҫҫинче таткаласа тунӑскер кӑна, шӑрҫи те ахаль кӑвак кӗленчерен ҫеҫ.
VIII. Инкек куҫа курӑнмасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Пӳртӗнче тата пит чипер арча курӑнать, ал вӗҫҫӗн тунӑскер.А в избе наткнулся на добротный сундук, сработанный вручную.
III. Ют хӳте ӑшӑтас ҫук // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
— Ҫак лаванда пылӗ, Саша инке, мӗнрен тунӑскер вара? — ыйтрӗ Сергей.
7 // Михаил Рубцов. Павленко П.А. Ҫеҫенхир хӗвелӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96 с.
Унӑн икӗ алӑк: пӗри — тимӗр питлӗхсенчен тунӑскер, ҫӗр айӗнчи тӗттӗм пӳлӗмелле илсе кӗрет, тепри — ҫӳлелле улӑхмалли пусма ҫине тухать.
XIII. Маркиз мӗн тӑвать // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Юлашки паллӑ, йывӑҫ ҫине пекӗпе чавса тунӑскер, вӑрман чӑтлӑхне каймаллине кӑтартать, унта шӑлан ҫырли тӗмӗсем, хӑрӑк туратсем, тӑвӑлпа хуҫӑлса ӳкнӗ йывӑҫсем ҫула пӗтӗмпех пӳлсе хуна.
38 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
Авӑ вӑл, чултан тунӑскер, сӑрӑ тӗслӗскер, — тӗллесе кӑтартрӗ Ваҫҫук.
4 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
Виҫӗ дюймли, ют ҫӗршывра тунӑскер.
2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Хусанти соединеннӑй училищӗн ҫурчӗ пысӑк та кирпӗчрен тунӑскер пулнӑ, вӑл кӗҫех пӗр урам йышӑнман, анчах урамӗ те унта нимӗнли те пулман.
Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
Пирӗн кирпӗч чиркӳрен тунӑскер вӑл…
Хӑйне евӗрлӗ перепиҫ // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
— Ну, вӑл ҫаврака ҫӗлӗк, кӗленчерен тунӑскер… — пуҫларӗ Тумлам.— Ну, это шапка такая круглая, стеклянная на голове… — начал было Капля.
Астрономсем // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Йывӑҫран тунӑскер, вӑл ҫак хула ҫийӗн, ирсерен кашни килтех вӑрман кайӑкӗсем юрлакан хула ҫийӗн, ҫӗкленсе ларать.Деревянная, она царила над этим городом, где по дворам на заре распевали лесные птицы.
IV // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.