Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

туни (тĕпĕ: туна) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӑмарта туни хаваслӑх мар-и?

Куҫарса пулӑш

Яшка витӗр Шӑнкӑртам курӑнать // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 86-88 с.

Столовӑйӗнче пулса иртнӗ пӗрремӗш кӗрешӳрех вара эпир хамӑр списока тӗрӗс мар туни палӑрчӗ.

И вот там, в столовой, при первом же боевом столкновении оказалось, что наши списки были составлены неправильно.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ӑна хӑйшӗн ырӑ туни кирлӗ пулмарӗ, ӗҫ хӑех уншӑн чи ырӑ парне пулса тӑчӗ.

Не нужна была ему никакая благодарность, работа вознаграждала его за всё.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Виктор ҫынсенчен кӑна Ваня юлташ ӗлӗкрех рабочи-металлист пулни, ӑна хӑйсӗрех суд туса нумай ҫуллӑха тӗрмене хупмалла туни ҫинчен илтнӗччӗ.

Виктор только понаслышке знал, что товарищ Ваня — бывший рабочий-металлист — был присужден заочно к долгосрочному тюремному заключению.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

— Стурза мана ачасем забастовка туни ҫинчен пырса пӗлтерчӗ, — хуллен, хӑй ӑшӗнче каланӑ пек пуҫларӗ Фабиан господин пирусне чӗртсе.

— Стурза мне докладывает о забастовке, — тихо, как бы про себя, начал господин Фабиан, закуривая папиросу.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

2023 ҫулта икӗ блок-модуль котельнӑй туни хулана ӑшӑпа тивӗҫтермелли объектсене 45 процента ҫити ҫӗнетме майсем йӗркелет.

Строительство в 2023 году 2 блочно-модульных котельных позволит обновить до 45 процентов объектов теплоснабжения города.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Медицина пулӑшӑвӗн пахалӑхӗпе юрӑхлӑхне лайӑхлатассине Республика клиника больницин больница комплексне, Республикӑри ача-пӑча клиника больницин ҫӗнӗ сиплев комплексне, Хулари перинаталь центрӗн ҫӗнӗ корпусне туни тивӗҫтермелле.

Рост доступности и качества медицинской помощи будет обеспечен за счет строительства больничного комплекса Республиканской клинической больницы, нового лечебного корпуса Республиканской детской клинической больницы, нового корпуса Городского перинатального центра.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Ҫавна май 18 ҫул тултарман ачасем руль умне ларса тухса ГИБДД сотрудникӗсен аллине ҫакланни те, каҫхине урамра хулиганла ӗҫсем туни, обществӑлла вырӑнта йӗркесӗр тытни, ашшӗ-амӑшӗ ачисем умӗнче эрех ӗҫни е харкашни тата ытти те тӗл пулать.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫитмен пур ача та тимлӗхре пултӑр // Авангард. http://avangard-21.ru/gazeta/44266-cul-c ... hre-pult-r

Председатель агрономран ҫурхи тулӑпа сӗлӗ мӗнле яровизацилени, кукурузӑна калибровка туни ҫинчен, ытти ӗҫсем ҫинчен ыйтса пӗлчӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ҫав самантра Петӗр, тӑрук ҫӗрелле пӗшкӗнсе, алӑ туни пысӑкӑш вакӑ ярса илчӗ…

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Вӑйлӑ ӗрченӗ ҫулсенче пӗр йывӑҫ туни ҫинех ҫӗршер йӑва хураҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

600 пир-авӑр костюмӗ, машинӑпа ҫыхса туни, тата ыт. те…

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

590 михӗ (хутран туни);

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ара, кӗрес те ҫук-ха вӗсем, этеме ӗмӗрех ҫын апачӗ усраймӗ, ҫапах та кӑмӑл туни темрен те паха.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Хам айванла хӑтланнине пӗлетӑркачах, Розӑн пуҫне сулахай ал туни ҫине хутӑм та юхакан куҫҫулӗпе тӑварланнӑ тутине виҫӗ хут чуптурӑм.

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Кӗтмен ҫӗртен йышӑну туни - хальхи лару-тӑрура ҫапла туни чи лайӑххи.

Спонтанность в решениях – это лучшее, что вы можете сделать в сложившейся ситуации.

1-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Хура чунлӑ Михха Микуласене тӗп туни вӗсен пичӗ ҫинче нӗрсене тарӑнлатрӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Микула хӑйне хур туни Анука юратнинчен килнӗ пек сунса, Лукарье чӗрине хӗре тавӑрас ҫилӗ капланса килчӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Путлӗ хӗр вӑрттӑн улах туни халиччен те пулман.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Мавра тупа туни Лукарье шанчӑкне ҫирӗплетрӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех