Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тумалли (тĕпĕ: ту) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен тата муниципалитетсен ертӳҫисемпе ирттернӗ канашлура вӑл пӗтӗмӗшле илсен ку енӗпе ӗҫсем япӑх маррине ҫирӗплетрӗ, ҫапах ҫулталӑкӑн юлнӑ юлашки кунӗсемпе федераци тытӑмӗсемпе тумалли килӗшӳсене алӑ пусассине вӗҫлемешкӗн туллин усӑ урмалли ҫинчен асӑрхаттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уяв савӑнӑҫ кӑна кӳтӗр // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/uyav-savanac-kana-kyter

Тасатмалли сооруженисем тумалли проект хатӗр.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле тӑрӑшсан йывӑрлӑхсене ҫӗнтерӗпӗр // Юрий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/12/29/%d0%bf%d3%9 ... %80%d3%97/

Паллах, пурнӑҫ вырӑнта тӑмасть, территори самаях пысӑк пулнӑран тумалли ӗҫӗсем кашни ҫул тупӑнсах пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Патшалӑх пулӑшӑвӗ пысӑк ҫӑмӑллӑх кӳрет // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d0%bf%d0%b ... %b3%d1%80/

Ҫавсенчен тупса килнӗ вӑл ҫилӗм тумалли хӑйӑра.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ахӑртнех, хушма тупӑш тумалли мел сӗнӗҫ.

Вероятно, скоро поступит предложение по дополнительному заработку.

49-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫтӑппанпа Матӗрне мӗн тумалли, мӗн кирли ҫинчен малтанах калаҫса татӑлнӑ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Мӗн тумалли ҫинчен малтанах калаҫса татӑлнӑ пек, ӑна икӗ енчен тытса малалла танкӑлтаттарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах ӑҫта кайса мӗн тумалли ҫинчен шухӑшласа тӑма вӑхӑт пулмарӗ унӑн.

Куҫарса пулӑш

XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ку эрнере хӑвӑрӑн хума тытса ун ҫинче малашне мӗн тумалли уҫӑмланиччен тытӑнса тӑма тӑрӑшӑр.

На этой неделе старайтесь поймать свою волну и удерживаться на ней до тех пор, пока не станет ясно, что делать дальше.

47-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Анчах кӑтарту хӑвӑрт пуласса кӗтмелле мар, ҫавӑнпа хальлӗхе хушма тупӑш тумалли май шыратӑр.

Но на скорые результаты рассчитывать не стоит, поэтому вы будете по-прежнему находиться в поисках дополнительных доходов.

44-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Кайран курӑнать мӗн тумалли».

Куҫарса пулӑш

Тупӑнтӑм тата «Украинӑна сутакан» // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 140–149 с.

Апат хатӗрлесе кутамккана чикрӗмӗр, шалаш тумалли хатӗрсем илсе асамлӑ вӑрмана ҫитсе ӳкрӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Айккинерех пусӑ хӑвӑлӗ тумалли йывӑҫ вулли курӑнать.

Куҫарса пулӑш

Кӗрт // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 24–29 с.

Эпир тумалли ӗҫе те тӑвать вӗт.

Куҫарса пулӑш

IV // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Тӑван хуҫалӑхра та ӗҫ тумалли тупӑнсах тӑрать-ҫке-ха.

Куҫарса пулӑш

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Ирина мӗн тумалли пирки нумай шутласа ҫӳрерӗ; ҫав кун сварщиксемпе монтажниксене пурне те тата крановщицӑна та ӗҫе тухма хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

— Ҫапла ҫав вӑл, хӗрӳ ӗҫ, вӑй парса тумалли ӗҫ, — терӗ ӑна Хӗрӳ Хӗветӗр.

Куҫарса пулӑш

55 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Альбина Васильевна ӗҫре те, килӗнче те тирпейлӗ, тумалли ӗҫсене вӑхӑтра пурнӑҫласа пырать.

Куҫарса пулӑш

Манӑн вӗренекенсем // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/12/08/%d0%bc%d0%b ... %b5%d0%bc/

Сӗтел хушшинчи ӑшпиллӗ калаҫу хыҫҫӑн библиотека ӗҫченӗ Вера Горбунова ҫӑм ҫипписемпе усӑ курса ҫемье оберегӗ тумалли ӑсталӑх класӗ ирттерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫемьесем фестивале пухӑнчӗҫ // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/11/28/%d2%ab%d0%b ... %97%d2%ab/

Апла, чи кирли, чӑн малтан тумалли ӗҫ вӑл — ҫут ҫанталӑка сиен кӳресрен сыхланасси!

Куҫарса пулӑш

Юрату асапӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех