Шырав
Шырав ĕçĕ:
Сӑн ӳкерчӗкӗ мар, чипер пике хӑй кулнӑ пек туйӑнса кайрӗ ӑна.
Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.
Мӑкаҫей кӗтессинче ҫын тӑни курӑнать: староста Куҫук Петӗрӗ пекех туйӑнса кайрӗ, ҫавӑн пекех вӑрӑм.
Кайӑк хыҫҫӑн // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Эрех ӗҫнӗ хыҫҫӑн ӑна ыррӑн туйӑнса карӗ.
Кӗркунне // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Чирлесе выртни халь ӑна вӑхӑтне ҫывӑрса ирттернӗ пек кӑна туйӑнса тӑрать.
Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Пӗр те пӗр шухӑшласан, кӑмпа шӑршиллӗ уҫланкӑ Ухтивана юмахри вӑрттӑн кӗтес пек, старикпе унӑн юлташӗ — теме те ҫӗнтерекен улӑпсем пек туйӑнса каяҫҫӗ.
Вӑрман халапӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Сывалакан ҫыннӑнни пек, ун ӳт-пӗвӗ тӑрӑх темӗскер ыррӑн-ыррӑн сӑрӑлтатса чупать, кӗлеткинче кашни ҫӳҫ пӗрчи тенӗ пек уйрӑммӑн та туллин туйӑнса тӑрать.
Вӑрман халапӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Куҫ хупаххисем чӗпӗтсе кӑтӑкланаҫҫӗ, пыр тӗпе йӳҫҫӗк-йӳҫҫӗн туйӑнса каять.
Ҫул // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Иртни, тӗтӗм пек, малашне чӗрере ҫеҫ йӳҫҫӗн туйӑнса тӑрӗ, Ухтиван мӗншӗн кӗрешнине аса илтерӗ…
Татӑклӑ сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Вут ҫинчи тунката аял енчен ҫунса хавӑлланса кӗнӗ, кӗҫ-вӗҫех татӑлса ҫырмана персе анассӑн туйӑнса тӑрать.Пень в середке костра уже прогорел насквозь и вот-вот свалится в речку.
Вӗчӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Ивук хӑй пирки каланӑ сӑмахсем те Савтепие тарӑхтармаҫҫӗ, ыррӑн-ыррӑн туйӑнса каяҫҫӗ.И тут ей почему-то вспомнились слова Ухтивана об Ивуке, и они ничуть не показались ей обидными.
Купӑс калакан // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Пите уҫӑ сывлӑш касать, кӗрӗк айӗнче хӗвре вӗри ҫӗр улми ӑшшӑн-ӑшшӑн туйӑнса тӑрать.Ветер режет лицо, а горячая картошка греет гело иол полон шубенкой.
Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Лампадка пек пысӑк куҫӗсемпе пӑхать те вара, хам тӑрӑххӑн такам пӑрлӑ шыв янӑ пекех туйӑнса каять».Как глянет своими глазами-лампадками, так будто и окатит тебя ледяной водой.
Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Хура, кӑвак, ула, хӗрлӗ, шурӑ сыснасем хушшинче савӑнӑҫлӑн кулкаласа, ҫӑкӑр хуҫа-хуҫа валеҫсе ларакан «Элексантӑр атте» тепӗр чухне вара хӑй те… сысна пекех туйӑнса каять.
Шурча пупӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Тӗттӗм уйра ҫӗрле мӑкӑртатса тӑракан шур кӗпеллӗ старик сасси Ухтивана темшӗн хӑрушшӑн туйӑнса каять.
Ҫӗр вӑрлани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Чи ҫывӑх хула — Шупашкар та уншӑн ҫичӗ тинӗс леш енчи юмахлӑ ҫӗр-шыв пек туйӑнса тӑрать.Самый ближний город Чебоксары представляется ему сказочной землей за семью морями.
Хӑна-вӗрле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Ниме тӑман сӑмах, ҫапах та Ухтивана ыррӑн туйӑнса каять.Ничего не значащий разговор, но Ухтивану он кажется музыкой сердца.
Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Темӗнччен куҫ сиктермесӗр пӑхсан та, унта нимӗн те курӑнмасть, ҫурхи ӑшӑ сывлӑш чӗтревӗ ҫеҫ ҫӗр пӑсланнӑ пек туйӑнса тӑрать.
XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ӑна ҫав тери аван мар пек туйӑнса кайрӗ.
ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Вӑл хускатнӑ ӑшӑ кӑмӑл ыттисен сӑмахӗсенче те лайӑх туйӑнса тӑчӗ.
IV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
— Пӑхрӑм-пӑхрӑм та, ман атӑ сана шӑпах пулассӑн туйӑнса кайрӗ.
18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.