Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Тинӗсре тӑвӑл тухманни уйӑха яхӑн.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Баркетпа хӗрӗ хирӗҫлеҫҫӗ — хӑйсем «Тип ҫӗрпе тинӗсре» пулман тесе ҫирӗплетеҫҫӗ.Баркет с дочерью отказались — они твердят, что не были в «Суше и море».
X сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
«Тип ҫӗрпе тинӗсре» эпӗ пӗрре мар чарӑннӑ, анчах калаҫу мӗн ҫинчен — ӑнланаймастӑп!Не однажды я останавливался в «Суше и море», но я не могу понять, о чем речь!
IХ сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
«Тип ҫӗрпе тинӗсре» унӑн характерӗ мӗн таран уҫӑлнине пӑхсан — унӑн пархатарлӑ туйӑмсем ҫуккине йышӑнмаллах.Насколько характер его открылся в «Суше и море», следовало признать отсутствие благородных чувств.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Пӗрремӗшӗ — сулӑ хатӗрлесе ӑна пахча ҫумӗнче сарӑлса выртакан пӗвене антармалла, унтан хамӑра-хамӑр тинӗс хуҫисем вырӑнне хурса, Пантюшкинсемпе Симоновсен ҫырман тепӗр енчи улма пахчисем патне ҫывхарасран сыхласа тӑракан пӗрлешнӗ флотне хирӗҫ тинӗсре тухса ҫапӑҫмалла пулнӑ.
IV сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Хӑюлӑх ҫитерсе вӑл хӗрсене ҫур сехет каялла ҫеҫ тинӗсре уҫӑлса ҫӳресе таврӑннине хыпарларӗ.Набравшись смелости, он сообщил им, что всего полчаса как вернулся с прогулки по морю.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
«Мартӑна ҫак ӑпӑр-тапӑр кирлӗ марри паллах, анчах… ҫапах та — упӑшкине аса илӗ хӑть», — ҫапла пӗтӗмлетсе Смит япаласене каялла хучӗ, арчана питӗрчӗ, уҫӑ тинӗсре тата икӗ кун пурӑнчӗ.
Тӑватӑ гинея // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 392–397 с.
Тӑварланӑ вӑтӑр пичке ют какая Чакӑл туллӑ Сандис парса хӑварӑпӑр, унтан вара малтанах палӑртса хунӑ плансӑр-мӗнсӗрех тинӗссемпе ҫӗрсене курса ҫаврӑнӑпӑр: ют пурнӑҫа тимлӗн, юратса, тинкерсе сӑнӑпӑр, пӗлтерӗшлӗ, кӑсӑк тӗл пулусем шырӑпӑр, васкамӑпӑр, тепӗр чухне таркӑна ҫӑлӑпӑр, тинӗсре инкек тӳснисене борт ҫине хӑпартӑпӑр; пысӑк юхан шывсен чечеклӗ, капӑр сад пахчисенче чарӑнӑпӑр, тен, ют ҫӗр-шывсенче вӑхӑтлӑх тымар ярӑпӑр, ан тив, яккӑр тӑварпа витӗнтӗр, унтан вара тунсӑха путса каллех вирхӗнӗпӗр те парӑссене ҫиле шанса парӑпӑр, — ҫапла аван-ҫке, Битт-Бой?
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.
Унӑн аллинче темиҫе кимӗ пулнӑ; вӑл вӗлерӳҫӗ тӗк — вилесене пӗр чӑрмавсӑр, васкамасӑр тинӗсре путарма, кайран вара ҫынсем пурте пулӑ тытнӑ чух вилнӗ тесе хыттӑн евитлеме пултарнӑ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 211–227 с.
Тата унӑн тинӗсре хӑнӑхнӑ усал йӑла пур — яланах хӑй ҫинелле туртасси.Затем он имел еще скверную морскую привычку — всегда тянуть на себя.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.
Эпӗ калатӑп сире: тинӗсре тӗлӗнтермӗшсем пулаҫҫӗ, калӑпӑр, сирӗн хӑвӑрӑн карапӑр сирӗн ҫинелле ишет — эсир куҫ кӗски умӗнче тейӗн!
«Тӑватӑ ҫил» штурманӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 117–123 с.
Пӗр хушӑ «Вӑрттӑнлӑх» ирӗк тинӗсре, ҫыранран инҫетерех, ишрӗ; кӑнтӑрла тӗлнелле аякри ҫыран уҫӑлчӗ.Некоторое время «Секрет» шел пустым морем, без берегов; к полудню открылся далекий берег.
VII. Хӗрлӗ «Вӑрттӑнлӑх» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Лонгрен ҫӗрӗпех тинӗсре ҫӳрерӗ; ҫывӑрмарӗ, пулӑ та тытмарӗ, шыв чӳхеннине итлесе, тӗттӗмелле тинкерсе, уҫӑлса, шухӑшласа — хӑй ӑҫталла кайнине пӗлмесӗрех парӑс айӗнче ишет.
VI. Ассоль пӗччен юлать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Сулахай аллипе сылтӑммине, ҫӗрӗллине ярса тытнӑскер — хӗр йӗри-таврана тӗлӗнсе тӗсерӗ, тинӗспе ешӗл чӑтлӑхалла вичкӗннӗн тинкерчӗ; анчах тӗм хыҫӗнче никам та хускалмасть, никам пытанса тӑни те курӑнмасть, аякра ҫуталса выртакан сенкер тинӗсре те нимӗнле паллӑ та ҫук, вара Ассоль хӗрелсе кайрӗ, чун-чӗрин сасси ӑрӑмҫӑлла «ҫапла» терӗ.
IV. Пӗр кун маларах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Ҫаксене уйрӑммӑн ӳкерсе кӑтартнӑ хыҫҫӑн вара тинӗсре таҫта та ҫӳрени пирки анлӑн сӑнарлама пикенет, чӑн пулнине тӗшмӗшлӗхпе, хӑй шухӑшласа кӑларнине вара чӑн пулнӑ самантсемпе пуянлатать.
I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Хӗрне карап хатӗр-хӗтӗрӗпе парӑссен, тинӗсре усӑ курмалли япаласен ячӗсене каланӑ май Лонгрен майӗпен-майӗпен хавхалансах пырать, ӑнлантаруран тӗрлӗ ӗҫ-пуҫ ҫине куҫать; унта брашпильпе е руль кустӑрмипе, мачтӑпа е мӗнле те пулин кимӗпе, ҫакӑн йышши урӑх япалапа тем те пӗр сике-сике тухать.
I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Тетте ӑсталанӑ чух Лонгрен тинӗсре ҫӳренӗ тапхӑрти ӗҫ илемне, портсен шавне туйса киленет.Что, в силу характера работы, отчасти заменяло ему грохот портовой жизни и живописный труд плаваний.
I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Авӑ кӑн-кӑвак тинӗсре пысӑк мӑйракаллӑ пӑлан ишет.
Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.
Эпир, инҫетри ҫӗршывсене кайса ҫӳрекенсем, Европа ҫыннисемпе акӑлчансем сайра хутра кӑна ҫитсе куракан ҫӗршывсенче тинӗсре тата типӗ ҫӗр ҫинче пурӑнакан тӗлӗнмелле чӗрчунсем ҫинчен ҫӑмӑллӑнах ҫырса панӑ пулӑттӑмӑр.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Турӑ лаша тӗнчере урӑх ҫӗршывсем пуррине ӑнланма та, тинӗсри инҫетри япаласене уйӑрса илме те, ҫынсем пек, тинӗсре ӑнсӑртран пулакан улшӑнусене чухласа илме те пултараймасть.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.