Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тимлесе (тĕпĕ: тимле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Спортсменсен сывлӑхне Чупайӗнчи фельдшерпа акушер пункчӗн медицина сестри Светлана Васильева тимлесе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Владимир Сергеев паттӑра асӑнса — йӗлтӗр ӑмӑртӑвӗ // Зинаида ПАВЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11717-vladim ... t-r-m-rt-v

Мӗнле-мӗнле вӑрҫса харкашнине шутсӑр тимлесе итлесен те хӑлхана кӗместчӗ пулсан: «Уйрӑлас! Уйрӑлмалла!» — тенисем пирӗн пӳлӗме, эпир ҫывӑракан ҫӗре, чӑрмавсӑрах пырса кӗретчӗҫ те, ҫивӗч ҫӗҫӗ пек, ним ӑнланман чӗрене ҫурсах яратчӗҫ:

Куҫарса пулӑш

Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Шӑнкӑрч нумай уяса тӑмасть, килне чупса кӗрет те кӑмака ҫине вӑштӑр-ваштӑр хӑпарать, ашшӗ тимлесе те майласа хӑварнӑ патронсемпе пӑшала шӑлт-шалт авӑрласа, тухса вирхӗнет анкартинелле аслашшӗпе амӑшӗ сисиччен.

Куҫарса пулӑш

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Килӗнченех тытса кайнӑ сурӑххи пирки сӑмах тапратсан, Сӑпани мӑнаккӑшӗ: «Ара, — терӗ ӗнер, — пусса, ашне фронта ӑсатаҫҫӗ пуль. Тирне, тимлесе, салтаксене валли кӗрӗк ҫӗлеттернӗ чух усӑ кураҫҫӗ пуль… Налукне, тавлашмалли ҫук, вӑхӑтрах тӳлемелле ӗнтӗ. Укҫи тупӑнмасть-ҫке тулӗк ним туса та…»

Куҫарса пулӑш

Улттӑмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Паллӑ мар ӳнерҫӗ уява хутшӑнакансен тумне питӗ кӑмӑлласа та тимлесе ӳкернӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӳртӗм // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Тимлесе итлетӗп.

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Унта ют ҫынсем кӗрсе ҫӳресе экспонатсене тимлесе пӑхаймаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тупӑнтӑм тата «Украинӑна сутакан» // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 140–149 с.

Урамра чупса ҫӳрекен ачасене тимлесе тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Аллинчи тӗтреллӗн курӑнакан саспаллисене тимлесе тинкернипе куҫӗсем шывлансах ҫитрӗҫ унӑн.

Куҫарса пулӑш

Куҫлӑх // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 50–51 с.

Арсентьев ӑна тимлесе итлерӗ.

Куҫарса пулӑш

49 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫамрӑксем ӑна тимлесе пӑхнине кура Яльчиков та ун умне пырса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

23 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Яльчикова вӗсем малалла питӗ тимлесе итлерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

22 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Клавишсем тӑрӑх чупакан ҫинҫе пӳрнесем, усӑнса аннӑ кӑтра ҫӳҫ пайӑркисем ҫине куҫ сиктермесӗр пӑхса ларчӗ Раман, чуна тивекен кӗвве тимлесе итлерӗ.

Куҫарса пулӑш

19 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Залра ларакансем вӗсен кашни сӑмахне тимлесе итлерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ырми-канми ӗҫлекен - хисепре! // Елена ПОРФИРЬЕВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/13455-y ... n-khisepre

Вӑл ӑс пани, тимлесе ӑнлантарни яланлӑхах пирӗн асӑмра.

Куҫарса пулӑш

Тавтапуҫ сана, Вӗрентекенӗм! // Светлана Петрушкина. http://kasalen.ru/2023/12/01/%d1%82%d0%b ... %97%d0%bc/

Ванюкпа Антон, Михха мучи пӗр кана чул ҫине, тӗпсӗр ҫӑл куҫ ҫине тимлесе пӑхса тӑчӗҫ-тӑчӗҫ те ун-кун ҫаврӑнкаласа пӑхса ялалла уттарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чул вӑрттӑнлӑхӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Вӑл тимлесе сӑнарӗ те каллех йышӑнмарӗ.

Он внимательно посмотрел на мой рисунок и сказал:

II // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Куҫа шӑлкаласа, тимлесе пӑхрӑм та курах кайрӑм: хамран темиҫе утӑмрах ӗлккен тум-юмлӑ та хӳхӗм сӑн-питлӗ пӗчӗкскер тӑрать-мӗн.

Протер глаза. Стал осматриваться. И увидел забавного маленького человечка, который серьезно меня разглядывал.

II // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Ҫавӑнпа, усал ҫанталӑкран пулакан сиенӗ сирсе ярас тесе, колхозсенче, совхозсенче ҫанталӑка тимлесе сӑнаса тӑраҫҫӗ.

Поэтому в колхозах и совхозах внимательно следят за погодой, чтобы предотвратить вред, какой может причинить неблагоприятная погода.

Ҫанталӑка пӗлни кама тата мӗн тума кирлӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Юнашар ларса пыракан Украина писателӗ Юрий Збанацкий, юрӑ сӑмахӗсене ӑнланмасть пулин те, кӗвве тимлесе итлет.

Куҫарса пулӑш

Туслӑх кӗперӗ // Стихван Шавлы. «Тӑван Атӑл». — 1974, 1№ — 77–79 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех