Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тетчӗ (тĕпĕ: те) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ман асатте вара ялан: «Эпир тутар мар, эпир — мишер», — тетчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Аталӑх калатчӗ, — ӑнлантарчӗ Пинер, — анкар тытнӑ ҫыннӑн куҫӗ тӗкӗрҫӗнни пекех ҫивчӗ, алли вӑйлӑ, чӗри паттӑр пулмалла, тетчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

«Мӗнле-ха тӗл ҫапаймарӗ вӑл? — тетчӗ Укаслу.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Якур хӑйне яланах мӑнкӑмӑллӑн та тӳрккес тытатчӗ, ӑнланмалла мар сӑмахпа перкелешетчӗ: вырӑсла вӑйлӑ хумханас тессине ажиотаж, хаклӑ чула — гемма, мӗне те пулин тӗпчес, пӗлес тесе каламалла чухне — зондировать, маскировка вырӑнне — камуфляж, юлташ вырӑнне — камрад тетчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Куҫ умӗнче кашниех ӑна Антун мучи тетчӗ, куҫ хыҫӗнче вара — «Пакӑлти Арлан».

Куҫарса пулӑш

Ҫирӗм саккӑрти Антун // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 57–59 с.

Арӑмлӑ пуласси — ӗне туянасси мар, тетчӗ пирӗн ялта пӗр мучи.

Куҫарса пулӑш

Шанчӑклӑ мел // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 52–54 с.

Ӗҫе ҫитеттӗмччӗ те, мастер калатчӗ: «Атя, кан кайса, паян пӗрех ӗҫ ҫук», — тетчӗ.

Куҫарса пулӑш

Аптрашки // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 38–39 с.

«Ҫав ҫул колхозран киле ӗҫ кунӗ тӑрӑх валеҫнӗ лавӗ-лавӗпе тырӑ, витри-каткипе пыл турттараттӑмӑр», — тетчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.

«Пенси укҫипе пӗр паккал сӑра та пулин илсе курасчӗ», — тетчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

Ман кукамаях: «Качака ахаль выльӑх мар вӑл, мӑрса евӗрлӗ хӑтланать», тетчӗ.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

— Ирех хӗвел хӗртсен, каҫчен ҫумӑр пулать, тетчӗ асанне.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.

«Апат тени таса пултӑр», — тетчӗ Марине амӑшӗ, — хӗрача аллине ҫурӗ.

Куҫарса пулӑш

Яшка витӗр Шӑнкӑртам курӑнать // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 86-88 с.

«Эсӗ» теме ыйтнине хирӗҫ вӑл: «Манпа та «эсӗ» тесе калаҫма килӗшсен, эпӗ хирӗҫ мар», — тетчӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

Халӑхпа калаҫма, вӗсем ӑнланмалла ҫырма пӗлмелле, тетчӗ вӑл пире.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

Хам пурнӑҫра эп питӗ телейлӗ, тетчӗ Надежда Константиновна.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

«Кӑвак куҫлӑ та кӑтрарах сарӑ ҫӳҫлӗскер вӑл ҫав тери илемлӗ ҫынччӗ. Эпӗ вара йӑлтах аннене хывнӑ», — тетчӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

«Вӑтанакан хӗрачаччӗ ҫав эп ун чухне», — тетчӗ каярах Н. К. Крупская, ҫав тӗлпулӑва аса илсе.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

«Ҫав йӗпе сӑмсасем халлӗхе усӑ кӳреймеҫҫӗ-ха, — тетчӗ Фабиан господин.

«Эти сопляки еще не дают продукции, — говаривал господин Фабиан.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Пирӗн асанне те «уй урлӑ каҫсанах ларса канмалла» тетчӗ те.

Куҫарса пулӑш

Яка Микихвер шухӑшӗ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 4–7 с.

Тен, ҫав юрӑсене халӑх вулӗ, илтӗ, тетчӗ телейсӗр юрӑҫ.

Куҫарса пулӑш

XXII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех