Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тесен (тĕпĕ: те) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тепӗр тесен, ҫарпуҫӗ хӗр-и, арҫын-и, — ӗҫӗ унта мар.

Куҫарса пулӑш

Аҫтӑрхан шухӑш шухӑшлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тепӗр тесен, Укаслу айӑплӑ-им-ха вара?

Куҫарса пулӑш

Аҫтӑрхан шухӑш шухӑшлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

«Тепӗр тесен, Пинершӗн те, ман телейӗм ҫапла ҫухалнӑшӑн та вӑл айӑплӑ мар-ҫке.

Куҫарса пулӑш

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫитес ҫӗре часрах ҫитес тесен тикӗс ҫул тупмалла.

Куҫарса пулӑш

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Шӑмшак мӗн тесен те канмах ыйтать.

Куҫарса пулӑш

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Куна ӑнланас тесен, сирӗн ман хуҫа мӗнле авланнине пӗлес пулать.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫинче // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Тепӗр тесен, таса атте, сан сассуна кӗтмен ҫӗртен илтсен тепри лаплатса та ӳкӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл пуппа сӑмахлакана чунсӑр, шелсӗр, хӑй кӑмӑлне каймансере икӗ шӑтӑкӗ витӗр халь тесен халь хыпса ҫатма хатӗр нихҫан курман тискер чӗрчун евӗр курӑнать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Тепӗр тесен, юрӗ ӗнтӗ, чӑтам; мухтани хурлани мар, чуна ыраттармасть.

Куҫарса пулӑш

Элчӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Мӗншӗн тесен тӳре-шаран халь урӑх шухӑш.

Куҫарса пулӑш

Йӗкӗт тени юлнӑ-и пирӗн? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Мӗншӗн тесен тахҫан ӗлӗкех патша указӗпе чӑвашсене тимӗрҫ лаҫҫисем тытма, хӗҫсемпе сӑнӑсем, пӑшалсем тума чарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Йӗкӗт тени юлнӑ-и пирӗн? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Мӗншӗн тесен Аванкай тӑшманӗсем вӑл тимӗр-тӑмӑр ӗҫне пуҫӑннине: вӑл хӑй пӗлекен ҫынсене ҫивчӗ анкар, сӑнӑ, ухӑ йӗппи, теприсене тата хӗҫ те туса панине пӗлмелле мар.

Куҫарса пулӑш

Йӗкӗт тени юлнӑ-и пирӗн? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Мӗншӗн тесен Аванкай пек тимӗр-тӑмӑр ӑсти таврара урӑх ҫук та пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Йӗкӗт тени юлнӑ-и пирӗн? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тепӗр тесен унӑн, пӗчченӗн пурнакан ватӑ карчӑкӑн, мӗнрен хӑрамалла?

Куҫарса пулӑш

Кӗлсулттан кинемей // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тепӗр тесен хӗрупраҫа ҫара илме пултараймасть ӗнтӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗнтермӗш хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Аслӑ Пӳлӗхҫӗ пулӑштӑр тесен вара ун пек чухне упӑшкин арӑмӗ урлӑ виҫӗ хутчен каҫмалла.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Ҫапла тесен те юрать пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Хресчен ҫарӗсене чӑн-чӑн ӑсталӑха вӗрентес тесен пире никам кансӗрлемен вырӑн кирлӗ, — терӗ чылайччен чӗнмесӗр ларнӑ генерал-поручик Творогов.

Куҫарса пулӑш

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пинер халь ӗнтӗ хӑиӗн чӗри сиксе тапма тытӑнни ахаль пулманнине ӑнланса илчӗ: тем тесен те леш усалсем Укаслӑва вӑрласа каякансем пулчӗҫ пулмалла.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Унӑн пӗтӗм чун хавалӗ ҫак кашкӑрпа хире-хирӗҫ тӑрса ҫапӑҫма хатӗрленнӗ, мӗншӗн тесен вӑл лайӑх пӗлнӗ: Хӑрахкуҫа вӗлермесен, Хӑрахкуҫ хӑй вӗсене вӗлерет.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех