Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тенӗччӗ (тĕпĕ: те) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эп килӗшмерӗм те, мана вӑл ҫапла ҫунтарса хӑварнӑччӗ: «Хулара упӑшкаллӑ пулаймасан, тухатӑп та каятӑп аннесем патне вӑрмана, шыраса тупатӑп Ромашока, чӗртетӗп тахҫанхи юратӑвне унӑнне» — тенӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

16 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Эп, тен, курнӑ пуль, тӗл пулса калаҫнӑ пуль тенӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

16 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

«Чӑнах тӗлӗнтермӗш! — тенӗччӗ вӑл ун чухне, ҫамрӑкскер, сывлӑшран тӑраканскер, юратупа чечеке ларнӑскер.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӗсене нихӑҫан та асӑнмӑп тесе сӑмах панӑччӗ, йӑлтах манса кайнӑ тенӗччӗ ӗнтӗ, халӗ акӑ ҫӗнӗрен аса килчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Соколовсен ывӑл, пирӗн хӗр пулсан тӑванлашӑпӑр, хӑталлӑ пулӑпӑр, тенӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Ытла вӑтанчӑк пулнӑран, — тенӗччӗ амӑшӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Сана курайсмасӑрах каятӑп пулӗ тенӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Хула пӑтӑрмахӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ку хӗр ман алла ҫакланетех тенӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Хула пӑтӑрмахӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Туртса ярас тенӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ҫапса пӑрахаҫҫӗ пулӗ тенӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Эпӗ ӑна шӑпах ҫакна пӗлтерес тенӗччӗ, ыррине кӗтмелли ҫукпа пӗрехчӗ манӑн, анчах та, темле, самолета вӗҫмелле тума май килчӗ!

Я как раз собирался сказать ему, что, вопреки всем ожиданиям, мне удалось исправить самолет!

XXVI // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

— Эпӗ ҫавна шырама каяс тенӗччӗ, анчах сана итлесе пӗтерес терӗм!

— Я хотел пойти за ней, но не мог же я вас не дослушать!

VIII // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

— Унта каланӑччӗ-ха… — ыйхӑ тӗлӗшпе каланӑ пек малалла каларӗ Павлик, — ӑна ахаль куҫпа та курма пулать, тенӗччӗ

Куҫарса пулӑш

Кунтан — ҫӑлтӑрсем патне! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Чӑн та, леш генерал сӑмах майӗн каланӑччӗ мана, ку хӗр — фронтовик, тенӗччӗ, анчах вӑл авиацире службӑра пулни ҫинчен эпӗ пӗртте пӗлмен.

Куҫарса пулӑш

15. Эпӗ нимӗн те манмастӑп // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

«Кирек кам пултӑр, эпӗ ӑна саватӑп», — тенӗччӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

XX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Фермӑна пыратӑп та каятӑп, пыратӑп та каятӑп, тенӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

V сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Малтан кӗтӳ тухмасть пуль тенӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

V сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Васса хӑйне председатель дояркӑна илме пулни ҫинчен упӑшкине калас тенӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

II сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ахальтен мар эп ӑна «эскиз» тенӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Тулӑх тапхӑр // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Пӑхатӑп та тӗлӗнетӗп: поэт ҫирӗм пилӗк ҫул маларах амӑшӗ пирки: «Сан ӗшеннӗ ват чӗрӳ», тенӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмӗр сакки сарлака» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех