Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

темлерех (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тахӑшӗн плащне сарса хунӑ та ял ҫыннисем ҫимелли-ӗҫмелли хатӗрлеҫҫӗ: пӗри симӗс сухан тасаткаласа хурать; тепри мойва пулӑ банкине ҫӗҫӗпе касса уҫма хӑтланать, ҫӗҫҫи мӑка, касмасть; эрех кӗленчин хӑлхине шӑлпа ҫыртса пӑраканни те кунтах; шофер, хӑйне ҫӗр патши пек мӑнкӑмӑллӑн тыткаласа, шӑлӗ хушшине курӑк вӗҫӗпе чакаласа выртать, урисене лӑс-лӑс силлесе, пушмакне хывса перет, пӗрре Маруҫ ҫине, тепре Левен ҫине темлерех пӑхса илет.

Куҫарса пулӑш

«Ну, робот, тӳс тулӗк!..» // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Тепӗр ирхине картунти пурнӑҫ темлерех, ӑнсӑртран кӗмсӗртле терӗшлерех пуҫланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ниме! Асран кайми ниме… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Мерчен Ваҫлейӗ Верук инкене темлерех пӑхса илет.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

— Слушать тӑватӑп: кам нужнӑччӗ сире? — бархат халачӗ-пижамине майлакаларӗ хуҫа, халиччен курман-илтмен ҫынсем енне темлерех пӑхса.

Куҫарса пулӑш

4 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Куҫлӑхлӑ ҫын бутерброд тытнӑ аллипе темлерех сулса илет те тепӗр хут ыйтать:

Куҫарса пулӑш

15. Эпӗ нимӗн те манмастӑп // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Темлерех.

Куҫарса пулӑш

VI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Темлерех пӗр ҫулҫи типсе хӑмӑрланнӑ-мӗн те, ҫӗр ҫине вӑл кӑштӑрт ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Паланов, аллӑран иртнӗ туллирех кӗлеткеллӗ арҫын, чалӑшшӑн уҫнӑ сарӑ ҫӳҫне аллипе темлерех сӑтӑрчӗ те, хӑмӑр костюмӗ ҫине шурӑ лӗкӗ тӑкӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Темлерех каламалла, — ӗнсине хыҫса илчӗ Упандиров.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

«Сӑну темлерех те».

— Лицо что-то неживое.

Мултиер // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ӑшӑмра пухӑнса хытса ларнӑ курӑнми йӗр, темлерех тутӑ хӑвӑрт иртеет-и вара?

Разве не образовался привкус, невидимый след, с которым я так долго еще должна иметь дело внутри себя?

ХХХII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

— Шӳтле, чиперккеҫӗм! — темлерех кулса чашлатрӗ вӑл.

— Шути, моя красавица! — прошипел он, неестественно улыбаясь.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Сенкертерех акӑлчан хурҫи бамбукӑн пиҫӗ вуллине пӗрре ҫапсанах Горн вӑй-хӑват антӑхӑвӗпе, тимлӗх чарусӑрлӑхӗпе хӗмленчӗ, вӑйӑмӗн лӑпланми пӑрӗ йывӑҫ вуллисене кисретнӗ май самаях халсӑрланчӗ, анчах ӗшенӗвӗ темлерех пылак туйӑма куҫать.

И с первым же ударом синеватой английской стали в упругий ствол бамбука Горн загорелся пароксизмом энергии, неистовством напряжения, жаждущего подчинять материю непрерывным градом усилий, следующих одно за другим в возрастающем сладострастии изнеможения.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Тӗтреллӗ сывлӑш ҫӗрӗшекен ӳсен-тӑранпа йӗпе чечексен усал-йывӑр шӑршипе тулсах ларнӑ, вӗсен тӗлӗнмеллерех капашӗсемпе тӗсӗсем Европа ҫыннисене темлерех туйӑмсемпе аптӑратаҫҫӗ; ку — тропик Африкин сывлӑшӗ.

Туманный воздух, полный зловония от гниющих растений и тяжелого запаха от мокрых цветов, странные формы и краски которых вызывали у европейцев причудливые ощущения, был воздух тропической Африки.

II. Стэнлипе Гент // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

— Эпӗ яланах ҫакнашкал темлерех япаласене кӗтетӗп, — вӑрттӑн сӗмпе пӗлтерчӗ Стомадор.

— Я всегда ожидаю всяких таких вещей, — таинственно сказал Стомадор.

VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Лару-тӑру тепӗр чух темлерех килсе тухни, ӑнсӑрт калаҫу… анекдот ӗмӗтӗме хавхалантараҫҫӗ, ӳтӗме йӗкӗлтеҫҫӗ, ӑна этем пурнӑҫӗн ҫак енне, хӗрӳ, вӑрттӑн енне ӑнланмасӑрах туртӑннипе тултараҫҫӗ те…

Случайные стечения обстоятельств, случайный разговор, анекдот зажигают желания и дразнят тело, наполняя его бессознательным тяготением к этой стороне человеческой жизни, жгучей, таинственной и…

Йӗрекен ҫын // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 285–290 с.

Тата — ан ман: вӑл шӑпах сан ҫине темлерех пӑхса юлчӗ».

что именно на тебя посмотрела она особенно.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 141–146 с.

Темлерех, ыйхӑ тӗлӗшпе, ҫавӑнпах эпӗ унӑн кӑмӑлӗнчи чи япӑххи пирки шухӑшларӑм.

Так сонно, что я подумал самое худшее о его настроении.

Гладиаторсем // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 93–97 с.

Турнейль сӑнӗнчи темӗн, — вилес умӗнхи тӗл пулӑвӑн чӑнлӑхӗ мар, темлерех чӗмсӗрлӗх, — Шамполина тӗлӗнтерсех пӑрахрӗ.

Нечто в лице Турнейль — не торжественность предсмертного свидания — молчание в ее лице — поразило его.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.

Эх, темлерех пурӑнать ӗнтӗ халӗ Санюк.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех