Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

текен (тĕпĕ: те) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Платун юмӑҫа вӗлерсе ҫаратнӑ, вара ҫунтарса янӑ текен хыпар, ял тавра ҫиҫӗм пек ҫаврӑнса, Энӗшкасси ҫыннисене пӑлхантарчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫапла выляса ларнӑ ҫӗртех ҫынсем килсе кӗнӗ тӗлсем пулнӑран, Ваҫухха юмӑҫӑн шутласа кӑларайми мул пур текен хыпар ял ҫине сӑрӑлнӑ.

Куҫарса пулӑш

XXIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кунта утмӑл пус парас текен пур!

Куҫарса пулӑш

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Богданов, «выртакана хӗнемеҫҫӗ» текен йӑлана хисеплесе, урӑх чышмарӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Лайӑх ҫыннӑм, эпӗ Ющенко текен ҫын мар, украинец та мар.

Куҫарса пулӑш

Тупӑнтӑм тата «Украинӑна сутакан» // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 140–149 с.

Тӗрме ҫыннисем ӗҫленӗ обӳекта ӑнсӑртран лексен пирӗн отделенин ачи, мӑкшӑ, маларах ӗҫленӗ урккӑсем хӑйсен «юлташӗсем» валли «сухпаек» текен апатлӑ, чейлӗ, сигаретлӑ пакет (НЗ) ӑҫта пытарма пултарни ҫинчен мана вӗрентсе тупса кӑтартнине те каларӑм.

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Ҫав вӑхӑтрах ӑшра: «Ку фуфайкӑллисем ырӑ шухӑшпа килменни ҫинчен калас-и е калас мар-и?» — текен иккӗленӳллӗ шухӑш ҫаврӑнса ҫӳрет.

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Лаша хӑрамасан, эпӗ лаша ҫинчен ӳкмесен пӗтӗмпех йӗркеллӗ пулать текен шухӑшпа пыратӑп хайхи.

Куҫарса пулӑш

Атте утарӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 110–116 с.

Атте мана куркари чей текен шыва ӗҫме сӗнет.

Куҫарса пулӑш

Атте утарӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 110–116 с.

Паллах, ачасен ашшӗ-амӑшӗ хушшинче: «Сан ачу та ман ача», — текен хирӗҫу сиксе тухнӑ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманхӗрри Шӑхаль. Вӑта касӑм, Вӑта кас // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 95–102 с.

Кӳршӗ витерех Махорка текен тепӗр вӑкӑр ӗҫленӗ.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 18–24 с.

Пӗр самантлӑха ман пуҫра: «Кирлӗ мар япала тумастӑп-ши?» — текен шухӑш та ҫуралчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Акӑ вӑл пӗррехинче, Атӑл юхан шывӗн ҫыранӗнчи «Юрату сӑмсахӗ» текен тӑрӑхра тӑнӑ чухне: — Татьяна, эпӗ сана питӗ килӗштеретӗп, юрататӑп, тухсам мана качча, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Унта вӗсем мана тухатмӑш карчӑкла танлаштарнӑччӗ тата «ӑҫта кайнӑ, ҫавӑнта типӗр-пӗтӗр», — текен шухӑш вирлӗ палӑрнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Акӑ Уйри ҫурт текен вырӑн та аякра мар, унтан та иртсе кайрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

Общежитие кӗрес текен ҫыннӑн алӑк тӑрринче кӗскен курӑнакан пралука туртмалла.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Ирина билетсем тата ӑс паракансем текен вырӑнсене ӑнлансах ҫитереймерӗ пулсан та, Архипова вӑл ытларах хисеплеме, шанма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

— Монтажниксен пиҫиххине ҫыхрӑм, ун ҫумӗнчи ункӑран карабин текен системӑна ҫаклатрӑм.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ҫакӑн евӗрлӗ ыйту ҫинех: «Кунта» е «вырӑнтах» текен арҫын тата хӗрарӑм сассисем илтӗнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Тӗп хулана Напатӑри мӑчавӑр влаҫӗнчен ирӗке тухас тӗлӗшпе куҫарнӑ текен теори пур.

Существует теория, что этот перенос отражает освобождение монархов от власти жрецов Напаты.

Нуби // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9D%D1% ... 0%B1%D0%B8

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех