Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Ма «вара, вара» теместӗн? — Услантӑр мучи сӳнсе кӗлленнӗ табак пӑхне пуҫ пӳрни ҫине шаккаса тасатать.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.
Ирхине ирех картишне тухать Ҫимун, хӑй касса килнӗ шӑпӑрпа карти-хурине шӑлса тасатать.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Унта пырса перӗнет, кунта килсе тӗкӗнет, карти-хурине ҫӳп-ҫапран шӑлса тасатать, ту пуҫӗнчен шӑпӑрлӑх касса анать, пахчара чакаланать — колхоз ӗҫне ӑна пит чӗнсех кайман.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Вӑл ҫӑва ҫине каять, ывӑлӗн вил тӑпри ҫинчи юра хырса тасатать, ҫӗр ҫине выртать:
Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.
Вырӑнӗ хитре кунта: хыр-чӑрӑш вӑрманӗн таса сывлӑшӗ кӑкӑра ачашлать, ӳпкене тасатать.
II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.
— Макӑрни чуна куҫҫульпе тасатать.
XXI // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.
Тихон Иванович кӗпи-йӗмне те вӑхӑтра ҫуса тасатать.
XXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Йӗтем ҫинче тырӑ тасатать вӑл.
III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 374–379 с.
Кӑмӑлӗ лӑпкӑ чух вӑл хӑйӗн ҫи-пуҫне ҫав шурӑ кирӗкрен йӑпӑр-япӑр шӑла-шӑла тасатать.
5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Изамбаев куҫ хӑрпӑкӗсене чӗпӗте-чӗпӗте тасатать, йӗри-тавралла тинкерсе пӑхать: уйра юр кӑна шӑхӑрса ташлать — ҫутӑ курӑнмасть.
3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.
— Тата ҫакна каласшӑн: Ҫӗпӗрте ҫӗрес тесен те ҫӗрейместӗн, мӗншӗн тесен унти аллӑ градуслӑ шартлама сивӗ ҫын чун-чӗрине тӗрлӗрен йӑх-яхран витӗр тасатать.
Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.
Шурӑ халатлӑ, тирпейлӗ ҫыхнӑ шурӑ тутӑрлӑ Верук… тин кӑна тӗнчене тухнӑ пӑрӑван тути-ҫӑварне таса алшӑллипе сӑтӑрса тасатать.
Хӗр вӑрланӑ // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 15–16 с.
Горовиц ҫаннипе вӗркӗч хӗррине шӑлса тасатать те чертеж тума пуҫлать.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Урсэкие ҫӑкӑр е мамалыга тӗпренчӗкӗсене, хут татӑкӗсемпе ҫипсене иртсе табака тасатать те вара кӑмӑллӑнах, старикӗн хуйхи-суйхине пусарма тесе, Цэрнэ патне каять.
Иккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Ҫӳрессе те вӑл ытти студентсенчен тирпейлӗрех, шукӑльрех ҫӳрет: китель тӳмисене, пурпа шӑлса, йӑлтӑртатакан пуличчен ҫутатать, аттине кунне виҫҫӗ тасатать, эрнере пӗрре кӳршӗри прачечнӑйне кайса ҫи-пуҫне утюгпа якатать.
III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Сыснасем валли апат хатӗрлемелли пӳлӗмре тӑватӑ хӗр юрласа ӗҫлеҫҫӗ: пӗри машинӑпа ҫӗр улми ҫуса тасатать, тепри ҫӗр улмине машинӑпа ҫӑрса нимӗрлет, ыттисем ҫав нимӗре тӗрлӗ апатпа пӑтратса хутӑштараҫҫӗ.
IX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Вӑрнар химзавочӗн ырӑ мар сывлӑшне Вӑрнар вӑрманӗ кунӗн-ҫӗрӗн, пӗр пус укҫасӑр, никама систермесӗр, чӑтӑмлӑн та лӑпкӑн тасатать.
Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.
Акӑ тата пӗр гектар вӑрман ҫулталӑкра 18 миллион кубометр сывлӑша тасатать.
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.
Вӑл пысӑк вите ҫумне ҫакнӑ ункӑран кӑкарнӑ урхамаха тасатать.
Философсем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Хуҫалӑхри пӗтӗм хура ӗҫе ҫав Мирун туса тӑрать те ӗнтӗ: мӗнпур выльӑх-чӗрлӗхне, хур-кӑвакалӗпе чӑххи-чӗппине пӑхать (ҫӑмартисене каҫкӳлӗм пӗчӗккисем пухаҫҫӗ)., картишне шӑлса тасатать, аки-сухине тӑвать, супӑнь ещӗкӗсене ҫӗклет, тикӗтпе краҫҫын пичкисене кустарать.
Мирунпа Нурулла // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.