Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тасалса (тĕпĕ: тасал) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӗлӗкхинчен те тасалса, самӑрланса кайнӑ вӑл — те ханша ӗҫсе кӳпнипе, те хӑех ҫапла шыҫмак сӑнлӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Куҫӗ айӗнчи пӗркеленчӗксемпе шуралнӑ ҫӳҫ пӗрчисем ҫеҫ ку хӗрарӑм пысӑк инкек тӳссе ирттернине, ҫав инкекӗн юлашкисем халь те чӗринчен тасалса пӗтменнине палӑртаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ӑна ӗҫсенех чун тасалса вӑйланса каять.

Куҫарса пулӑш

Юрату асапӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ӑна ача пек таса курса тӑрсан, ҫын хӑй те чунпа тасалса, вӑйланса каяссӑн туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

Юрату асапӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Вӗсем шухӑ ҫилпе тасалса, чиперленсе кӑна юлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Эпилог // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

— Ҫаплах чир-чӗр тасалса ҫитмест-и?

Куҫарса пулӑш

XXVII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Унтан тасалса, типтерленсе хӑпарчӗҫ те ӗне сума васкарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

— Ыран тасалса ҫитетӗп.

Куҫарса пулӑш

XXII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Вара: — Эсӗ, Витя, «Сельхозтехникӑран» тасалса килтӗн-и? — терӗ.

Куҫарса пулӑш

XXII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ун чухне те ача ӑсӗ тасалса ҫитмен пулнӑ унӑн.

Куҫарса пулӑш

VII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Славикӗн ҫамрӑк сасси — музыка ӑсталӑхне вӗреннипе тасалса уҫӑлнӑскер — хӗре пурнӑҫ кулленлӗхӗнчен ӗмӗтленме ҫеҫ майӗ пур тасалӑхпа, пысӑк чунлисен сӑваплӑ туйӑмӗсемпе тулнӑ тӗнчене илсе тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Мӑкӑртата-мӑкӑртата шакканкаларӗ-силленкелерӗ те Тимуш тасалса пӗтмесӗрех тухса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

«Вӑл, ҫап-ҫамрӑк хӗрача, тен, ачалӑхран вӗҫне ҫитиех тасалса та ҫитейменскер», тесе калама сан ҫинчен халь ниепле те май ҫукчӗ…

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Вӑл, ҫап-ҫамрӑк хӗрача, тен, ачалӑхран вӗҫне ҫитиех тасалса та ҫитейменскер, хӑйне ҫавӑн пек шанчӑклӑн тытни, ҫынна пӗр иккӗленмесӗр, витӗрех ӗненни мана пуҫа ҫавӑрса ярас пекех тӗлӗнтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Хӗрарӑм юртан тасалса ҫитеймерӗ — пуҫне икӗ аллипе ҫавӑрса тытрӗ те каялла ҫаврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Тӳпе хӗвелтухӑҫ енчен уҫӑлса, тасалса килет: юмах-халапри старикӗн шур сухалӗ е купалансах ҫитӗннӗ ватӑ шурӑ сурӑх ҫӑмӗ пек пӗлӗт таткисене туйи кӗскелсех ҫитнӗ кинемин халсӑр сывлавӗ евӗр палӑри-палӑрми ҫил хӗвеланӑҫнелле ҫемҫен вӑшлата-вӑшлата хӳтерет, уфла-уфла вайкӑнтарать.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Ҫак вӑрттӑн шухӑш ӑна вӗрилентерсе ярса, темиҫе кун канӑҫ памарӗ, тӗвӗленсе, амаланса пычӗ, юлашкинчен татӑклӑ утӑм патне илсе ҫитерчӗ-ҫитерчех: Павӑл пӗр ирхине хӗр пӑхма пуҫтарӑннӑ пек тӗплӗн ҫӑвӑнса тасалса сӗтел хушшине кӗрсе ларчӗ те таса хут листи ҫине шариклӗ ручкӑпа ҫапла шӑрҫаласа хучӗ:

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Павӑл, ҫӑвӑнса тасалса, хӑйне йӗркене кӗрткелесе, радио ячӗ те сӗтел патне пырса хӑмӑр дермотинпа сӑрнӑ диван ҫине лаклатрӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Меня, Сӑр, Атӑла юхса кӗрекен шывшӑн малашне никамӑн та пӑшӑрханма кирлӗ мар, пӗтӗмпех кирлӗ пек шайра шыв тасалса вӑл юхан шывсене пуҫтарӑнать.

Куҫарса пулӑш

Пӑрачкав салинче тасатакан сооруженисен ҫӗнӗ комплексне уҫнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/02/03/para ... sen-cene-k

Пазухин ҫак илӗртӳллӗ, асамлӑ, ытарайми сасса итленӗҫемӗн хӑйне хӑй ҫунат хушнӑ пек туйрӗ, самантрах салхуллӑ шухӑшӗсене манчӗ, сӑнӗпе ҫуталса, хавасланса, чунӗпе тасалса, илемленсе кайрӗ; унӑн чун хаваслӑхӗ ҫав тери ӳссе ҫӗкленчӗ, куҫӗсенче ырӑ киленӗҫпе юрату куҫҫулӗ йӑлтӑртатса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех