Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тапранса (тĕпĕ: тапран) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Леш ҫынни — вӑрри ӗнтӗ — ҫав вӑхӑтра автобуса кӗме ӗлкӗрчӗ, тепӗр самантранах автобус тапранса кайрӗ…

Куҫарса пулӑш

2. Автовокзалти «сунарҫӑ» // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

«Пӗр ухмахӑн юратнӑ сӑмахӗ» повесть те ҫавнашкал пӑтӑрмахран пуҫланать: Таранов писатель кӗтнӗ журналӑн черетлӗ номерне аран кӗтсе илет те хӑйӗн калавӗнче «нит» сӑмаха пур ҫӗрте те туртса тухнине курать, вара уншӑн ахӑр самана тапранса каять…

Куҫарса пулӑш

Саланнӑ саманара нитне ҫухатмасӑр хӑтлӑх шыранӑ писатель // Борис Чиндыков. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 3-8 с.

Ак, утсемпе кустараҫҫӗ пусӑра Пӗр ал юлан юнашарӑн тапранса; Ҫывхараҫҫӗ пухӑ патне сиккипе — Ҫаврӑнмалла пухӑ тавра авалхисен йӑлипе, Вара тинех кӑмсармалла парне патне алсене.

Куҫарса пулӑш

VII. Сухатӳ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Машина васкамасӑр тапранса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Машина тапранса кайрӗ ҫеҫ — поселок ҫине снаряд килсе ӳкрӗ, вӑл кӗрӗслетсе ҫурӑлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Пуйӑсӗ кашни станцӑрах чарӑнса тӑрса ту-ту-ту-тут! кӑшкӑртни, чӗтренсе тапранса кайни вӗсене чӑнласах килӗшнӗччӗ вара.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Тапранса кайрӗ ӗҫкӗ-ҫикӗ.

Куҫарса пулӑш

Кирлӗ ҫынсем // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 33–36 с.

Фронтовик ватӑ еннелле сулӑнсан суран, тапранса, хытах «яшланма», пусӑрхама пуҫланӑ, юлашкинчен ҫиен чир — хӑр суран — пуҫланнӑ, вара юхан урана чӗркуҫҫи таран татма тивнӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Кӗҫех куҫӗ ытамӗнчи палӑри-палӑрми тавралӑх, ҫурхи Атӑл пӑрӗ пек тапранса, хумханса илсе тӗпсӗр тинӗс сӗмлӗхӗпе хупланчӗ; пӗтӗм ҫан-ҫурӑмӗ тӑрӑх ӑшӑ хум, сӑрӑлтатса, йӑрр! юхса саланчӗ; ӑс-тӑнӗ йӗпе-сапаллӑ кӗрхи урапа ҫулӗн ҫӑрӑлчӑкне ҫаврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пурте вырнаҫса ҫитнӗ ӗнтӗ, трамвай тапранса каймалла ҫеҫ, шӑп ҫав вӑхӑтра Ревлен Петрович касса умӗнчи халӑх хушшинче Гаврилова курчӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Анчах ҫамрӑк ларнӑ автобус тапранса та кайрӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӑмӑл улшӑнчӗ // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 90–95 с.

Танк хӑй хыҫӗнчен кӑвакрах тӗтӗм йӗрӗ хӑварса, тапранса кайрӗ.

Танк тронулся, оставляя за собой синеватую полоску дыма.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Пирӗн автобус Шупашкарти автовокзал умӗнчен тапранса кайнӑ-кайманах, ман ҫума пӗр арҫын пырса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чавса ҫывӑх та ҫав… // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 7–13 с.

Ак, епле тапранса каять вӑл харкашу.

Куҫарса пулӑш

Яка Микихвер шухӑшӗ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 4–7 с.

Пристань ҫумӗнче пысӑк пӑрахут тӗтӗм кӑларса тӑрать, вӑл кӗҫех тапранса каймалла.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Анчах Пинерте ултӑ ача амӑшӗ Укҫине, пӑравус айне ӳкнӗ пуленкене илме пӗшкӗнсен, пӑравусӗ ӑнсӑртран тапранса кайнипе таптанса вилчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Заводран вӗсем кӑнтӑрла иртсен ҫеҫ тапранса тухрӗҫ…

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Ҫапла вара, Российӑра революциллӗ кӗрешӳ ҫӗнӗрен, никам чарайми тапранса сарӑлма пуҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Ленӑ шывӗ ҫинчи рабочисен пӑлхавӗнче пулнӑ пирӗн янташсем // Иван Кузнецов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 100-101 с.

Вӗсем ирӗкшӗн тапранса ҫапӑҫура вилнӗ ҫынсене пытарма пухӑннӑ Микулапа унӑн тусӗсене, халӑха хупӑрласа пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Тапранса каяҫҫӗ вара Ҫтаппан инкекӗ-синкекӗсем.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех