Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тапнине (тĕпĕ: тап) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кашни кунах вӑл малтан ман койка хӗррине пырса ларатчӗ те алӑран тытатчӗ, ал тымарӗ мӗнле тапнине сӑнатчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Ҫавӑнтан хӑпарнӑ чухне Шурӑн чӗри мӗнле тапнине илтрӗм пулас эпӗ…

Куҫарса пулӑш

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Юн ӗҫен кӑпшанкӑсенчен ӑшӑ тапнине те туйрӑм.

Куҫарса пулӑш

Атте утарӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 110–116 с.

Микки сӑртне выртса тӑнласан, ҫӗр чӗри тапнине илтме пулать имӗш!

Куҫарса пулӑш

Ҫил-тӑвӑл // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Чӗре хытӑрах та хытӑрах тапнине туйса, вӗсем сӑмах та хушайман, шыраман та — иккӗш пӗрле ларниех вӗсемшӗн темӗнле сӑмах-тупаран та ӑнланмалларахчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Хӗрача вара пӗрремӗш хут ҫын ҫапла пӑхса илнипех чӗре пӑлханса тапнине, ҫӗр ҫинче вӗҫӗмсӗр пурӑнас, ӗҫлес, ӗмӗтленес килнине туять.

Куҫарса пулӑш

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Ял ҫыннисем куллен кураҫҫӗ Ерусланов алли ӑсталанӑ илеме, кураҫҫӗ те чӗре хавассӑнрах тапнине сисеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Валерия Ивановна хӑйӗн чӗри кӑкӑрӗнче хыттӑн тапнине ҫеҫ илтрӗ, тата ӑҫта килчӗ унта автансем шарлаттарса авӑтатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Сылтӑм аллӑн шӗвӗр пӳрни хӑех курока туртма ӗлкӗрнӗ-мӗн: винтовка хулпуҫҫинчен калтлаттарса тапнине ҫеҫ туйрӑм.

Куҫарса пулӑш

1 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Ваня юлташ хӑйӗн чӗри мӗнле тапнине илтрӗ, вара ирӗксӗрех хула хӗрринчи мӗлтлетсе чӗтрекен ҫутӑсем еннелле ҫаврӑнса пӑхрӗ.

Товарищ Виня услышал, как бьется его сердце, и невольно обернулся к мерцающим огонькам окраины.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Манаймасть ирӗкре тапнине!

Куҫарса пулӑш

Кайӑк мар-ҫке // Василий Шихранов. Шихранов В. В. Асамат кӗперӗ сӳниччен: сӑвӑсем. Шупашкар: ООО «Хамӑн типографи», 2018. — 100 с. — 67 с.

Акӑ ӗнтӗ пӗшкӗнсе хӑлхине ывӑлӗн кӑкӑрӗ ҫине хучӗ, чӗри тапнине итлеме тӑчӗ, анчах ҫак самантра сарӑ хулӑн ҫӳҫӗ тусӑлнӑ, сӑнне те, тӑнне те ҫухатнӑ Тарье чупса ҫитрӗ те, ывӑлӗпе упӑшки умне тӑсӑлса ӳксе, пӗтӗм ҫын чӗрине ыраттармалла хӑрушӑ сасӑпа: — Эй, турӑ! Мӗнпе ҫырлахтараймарӑмӑр-ши сана?! — тесе кӑшкӑрса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

«Эп кӑшкӑрмарӑм-ҫке ӑна?» — пуҫӗ сӗрӗм тивнӗ чухнехи пек тӑнк-тӑнк-тӑнк тапнине туйса шухӑшласа ларчӗ Янтул.

«Так это я, выходит, и кричал?» — сообразил Яндул, а в голове стучало так, что казалось, стук этот слышат все.

Хӗр ҫухалнӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хӑйне хырӑмӗнчен тапнине каҫарма пултараймасть пуль, усал.

Видимо, не может того простить, чертовка, как Ивук пнул ее в живот…

Хитре хӗрӗн чап каять // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫӗрле кантур картишне пырса кӗнӗ Салакайӑк путвалта Михапар кӑшкӑрнине, ҫине-ҫинех алӑка тапнине илтет.

Салагаик слышал, как бесновался в подвале Мигабар, кричат, бил ногами в дверь.

Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Халӗ кӑна шыва кӗрсе тухнӑ ҫын пек, пӗтӗм ӳт-пӗвӗнче тӗлӗнмелле ҫӑмӑллӑх туйса Ухтиван хӗрӗн чӗри епле тапнине итлесе пырать.

Ухтиван чувствует, какой силой и легкостью наливается все его тело: он идет рядом с девушкой и, кажется, слышит стук ее сердца.

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хӗрпе каччӑ пӗр-пӗрин ҫави сассине ҫеҫ илтеҫҫӗ, ку вара вӗсене хӑлхара темле илемлӗ юрӑ янраса тӑнӑ пек, пӗр-пӗрин чӗри тапнине итленӗ пек туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл хӑйӗн чӗри хыттӑн тапнине тата кӑмака хыҫӗнче шӑрчӑк чӗриклетнине ҫеҫ илтрӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Ҫурхи кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Чӑн та, Осипов-тухтӑр ҫын кӑкӑрне итлесе ӑна тӗрлӗ чир-чӗртен сиплет пулсан, Осипов-писатель яланах халӑх чӗри тапнине сисӗмлӗ итлесе тӑрать, ун сиенӗсемпе тӑшманӗсене ҫивчӗ перипе витерет, ӗҫҫыннисене пурнӑҫра хастарлӑ утма вӗрентет.

Куҫарса пулӑш

Автор ҫинчен // Геннадий Хлебников. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 459–463 с.

Вара тинех кӗлеткине ҫирӗплетрӗ, ыратмаллах темиҫе хут тарӑннӑн сывласа чӗри шанӑҫ пӗтнӗн тапнине тамалтарчӗ, кирек мӗнле ҫапнине йышӑнма хатӗрскер — аялалла анать.

Тогда только, крепко зажмурясь и с болью вздохнув несколько раз так глубоко, что смирила отчаянное сердцебиение, она пошла вниз, готовая принять всякий удар.

XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех